Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Моав намӑса юлчӗ, ӑна пӗтерчӗҫ; хӳхлӗр, кӑшкӑрса йӗрӗр, Моав пушанса юлни ҫинчен Арнонра пӗлтерӗр.20. Посрамлен Моав, ибо сокрушен; рыдайте и вопите, объявите в Арноне, что опустошен Моав.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Моав пӗтесси инҫе мар, унӑн инкекӗ питӗ хӑвӑрт килет.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моав пушанса юлчӗ, унӑн хулисем ҫунаҫҫӗ, чи лайӑх ҫамрӑкӗсене тураса тӑкрӗҫ, тет Патша, Унӑн ячӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль килӗ хӑйӗн шанчӑклӑ Вефильне пула намӑсланнӑ пекех, Моав та Хамоса пула намӑсланӗ.13. И постыжен будет Моав ради Хамоса, как дом Израилев постыжен был ради Вефиля, надежды своей.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моав мӗн ҫамрӑкранпах канлӗн пурӑннӑ, ҫӗпре тӑрринчи эрех пек тӳлек пулнӑ, ӑна пӗр савӑтран тепӗр савӑта сӑрӑхтарман, ӑна тыткӑна хӑваласа кайман; ҫавӑнпа унӑн техӗмӗ те унчченхи пекех сыхланса юлнӑ, шӑрши те улӑшӑнман.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Моав ҫӗрӗ ҫине тӑвар сапса тухӑр — вӑл тӗппипех пӗтмелле! унӑн хулисем пушхир пулӗҫ, унта пурӑнакан та пулмӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Моав текех мухтавлӑ мар; Есевон хулинче ӑна хирӗҫ каварлашаҫҫӗ: «каяр та ӑна халӑхсен йышӗнчен пӗтерер» тееҫҫӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моав ҫинчен.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моав ҫӗрӗнчи, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи, Идумейӑри тата ытти ҫӗршывсенчи иудейсем те Вавилон патши иудейсен пӗр пайне хӑварса вӗсен пуҫлӑхӗ пулма Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна лартни ҫинчен илтнӗ; 12. вара ҫак иудейсем пурте хӑйсене хӑваласа янӑ вырӑнсенчен Иудея ҫӗрне Годолия патне Массифа хулине таврӑннӑ, вӗсен ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫӗ те, эрехӗ те ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия — Иосия ывӑлӗ — Иудея патшине ларсассӑн кӗҫех Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑ сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑвӑн валли тӑлӑпа сӳсмен ту та мӑйна тӑхӑнтарт; 3. ҫавӑн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнӗ элчӗсем урлӑ Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывӑлӗсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар; 4. элчӗсене хӑйсен хуҫисене ҫапла калама хуш: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑрӑн хуҫӑрсене ҫапла калӑр: 5. Эпӗ ҫак ҫӗре, ҫак ҫӗр ҫинчи этеме тата чӗрчунсене Хамӑн аслӑ хӑватӑмпа, Хамӑн вӑйлӑ аллӑмпа пултартӑм; ӗнтӗ ҫӗре кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ку ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Моав ҫинчен авалах каланӑ сӑмах.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моав тӳпем вырӑнсене таврӑнса, унта мӗн ӗшениччен йӑлӑнсассӑн та, хӑйӗн туррисене кӗлтусассӑн та, нимӗн те пулӑшаймӗ.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа Моав Моавшӑн кӑшкӑрса йӗрсе ярӗ, ӗнтӗ пурте ӗсӗклӗҫ; Кир-Харесетри керемсемшӗн кулянӑр: вӗсене тӗппипе аркатнӑ.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. «Эпир Моав мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫинчен, виҫесӗр мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫинчен, илтнӗ, унӑн мӑнаҫлӑхӗ, каппайлӑхӗ, чарусӑр тискерлӗхӗ ҫинчен эпир илтнӗ: унӑн сӑмахӗ — каппайчӑк сӑмах».
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пушхирти Селӑран ҫӗрӗн хуҫине Сион хӗрӗн тӑвӗ ҫине путексем ярса парӑр; 2. ӗнтӗ Арнон кӗре каҫҫи хӗрринче Моав хӗрӗсем йӑвинчен кӑларса ывӑтнӑран аташса ҫӳрекен кайӑк евӗрлӗ пулӗҫ.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ пӗтӗм Моав ҫӗрӗнче кӑшкӑрса йӗни Эглаима ҫити, Беэр-Елима ҫити илтӗнсе тӑрать.8. Ибо вопль по всем пределам Моава, до Эглаима плач его и до Беэр-Елима плач его;
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Татӑлса йӗмешкӗн Дивон ҫыннисем тӳпем вырӑнсене хӑпарӗҫ; Моав ӗнтӗ Невошӑн, Медевӑшӑн хурланса йӗрет; вӗсем пурте ҫӳҫне касса янӑ, пурте сухалне хыртарнӑ.
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара анӑҫ енне филистимсен хулпуҫҫийӗ ҫине вӗҫсе анӗҫ, тухӑҫ ачисене пурне те ҫаратса тухӗҫ; Эдом ҫине, Моав ҫине алӑ хурӗҫ, Аммон ачисем вӗсене пӑхӑнса тӑракан пулӗҫ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче каларӗ: «савӑнӑп, Сихеме уйӑрса парӑп, Сокхоф айлӑмне виҫсе уйӑрӑп; 9. Галаад — Манӑн, Манассия — Манӑн, Ефрем — Манӑн пуҫӑм тӗрекӗ, Иуда — Манӑн туя, 10. Моав — Эпӗ ҫӑвӑнакан савӑт, Эдом ҫине аттӑмпа таптӑп, Филисти ҫӗрӗнче хавассӑн кӑшкӑрӑп» терӗ.
Пс 107 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗр шухӑшлӑ пулса пӗр канаша килчӗҫ, Сана хирӗҫ сӑмах татрӗҫ: 7. вӗсем — Эдом халӑхӗпе Измаил ҫыннисем, Моав тата Агарь ҫыннисем, 8. Гевал, Аммон, Амалик, филистимсемпе Тир ҫыннисем.
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.