Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ, Мелеховсен кивӗ пӳрчӗ, ҫӑра туратлӑ улмуҫҫисен хура мӗлкисем, Пысӑк Алтӑр ҫӑлтӑр айӗнчи ҫӑл тараси…Вот и старый мелеховский курень, темные купы яблонь, колодезный журавль под Большой Медведицей…
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тахҫан ӗлӗк Мелеховсен килӗнче те ак ҫакӑн пекех айккинелле чалӑшнӑ хуҫӑк мӑйракаллӑ вӑкӑр пурччӗ.Когда-то водился на мелеховском базу бык вот с таким же изуродованным, сбитым набок рогом.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Санра, ав, пӗтӗм Мелеховсен юнӗ калаҫа пуҫларӗ…
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья, тӗлӗнсе, Мелеховсен пахчипе чикӗллӗ ҫатан карта патне асӑрханса иртрӗ, анкартннелле пӑхрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл ӗнтӗ унпа кӗрешме хал тупаймарӗ, хӑйӗн тӗшмӗшле сисчӳлӗхӗпе хӑйсен ҫемйине ҫавнашкал тӑтӑш иленме ҫул тунӑ вилӗм Мелеховсен кивӗ пӳрчӗн алӑк урати урлӑ татах та пӗрре ҫеҫ мар ярса пусасса пӗтӗм чунӗпе ӗненсе пурӑнчӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мелеховсен пӳрчӗ вара, чӳречисен ҫутӑ кӑвак куҫӗсемпе пӑхма тытӑнса, яшланса кайнӑ майлах туйӑнакан пулчӗ…Мелеховский курень словно помолодел, глянув на мир ярко-голубыми глазницами окон.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кошевой Мелеховсен килне пырса кӗнӗ кунранпа хуҫалӑхри ӗҫсем йӑлтах урӑхла йӗркеленчӗҫ: кӗске вӑхӑт хушшинчех вӑл пахча картине майларӗ; ҫеҫенхиртен утӑ тиесе килсе, анкартинче тӑпӑл-тӑпӑл хитре капан туса лартрӗ, айккисене кӗреплепе тураса тикӗслерӗ; тырӑ вырма хатӗрленнӗ май, лобогрейка шӳреткисемпе ҫунаттисене пӑсса ҫӗнӗрен майлаштарчӗ, йӗтеме тӗплӗн хырса тасатрӗ, кивӗ веялкӑна юсарӗ; икӗ вӑкӑра лашапа улӑштарма вӑрттӑн ӗмӗтленсе, ут хатӗрӗсене тӳрлетрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ирхине вӑл, икӗ кӗреплепе сенӗк валли тин ҫеҫ саваласа якатнӑ авӑрсем илсе пырса, Мелеховсен крыльци умне тӑратса хучӗ; Ильиничнӑна сывлӑх сунса, ӗҫ йӗркипе ыйтрӗ:
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл кашни сӑмаха шӑл витӗр сӑрӑхтарса каланӑ чух вара хаяррӑн хӗстернӗ куҫӗсенче самантлӑха пӗтӗм Мелеховсен йӑхӗн сиктӗрӗшӗ курӑнса кайрӗ:
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах Григорин мар Мелеховсен килӗнче хуҫалӑх тытмалла килсе тухрӗ…
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мелеховсен калинкки умӗнче тин тӑна кӗчӗ вӑл.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каҫхи тӗттӗмре хӑйсен ярах уҫса хунӑ калинккинчен кӗчӗ, Мелеховсен пӳрчӗ ҫине пӑхса илчӗ те сасартӑк ӳлесе макӑрса ярас килнипе пырӗ тӑвӑннӑрӑн сывлайми пулчӗ…
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем Аксинья Мелеховсен калинкки патӗнчен васкамасӑр пӑрӑннине, унтан сасартӑках уттине хӑвӑртлатса, кӗлеткипе хутланса, питне аллисемпе хупласа тытнине курчӗҫ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мелеховсен килне пур енчен те ӑна-кӑна йӑлтах пӗлме тӑрӑшакан хӗрарӑмсем васкарӗҫ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Мелеховсен килӗ умӗнчен иртсе пыратчӗ те, Пантелей Прокофьевич ана чарса тӑратмасӑр чӑтаймарӗ:Он шел мимо мелеховского двора, и Пантелей Прокофьевич не преминул его остановить:
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мелеховсен пахчине темле майпа Богатыревсен ҫӗвӗ машини пырса выртнӑ, хӑйӗн кӗлечӗ тӑррине витнӗ шӑвӑҫа вара Пантелей Прокофьевич Аникушкӑсен анкартинче шыраса тупрӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Киле лӑкӑштатса таврӑннӑ Пантелей Прокофьевича хуторта кам та пулин курнах пулӗ ҫав: карательсен отрячӗ хутора килсе кӗрсен тепӗр сехетренех Мелеховсен килӗ тӗлне юланутлӑ тӑватӑ калмӑк сиктерсе ҫитрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дарьйӑна пытарнӑ хыҫҫӑн Мелеховсен кил-ҫуртӗнче пушшех те шӑпрах пурнӑҫ пуҫланчӗ.После того как похоронили Дарью, еще тише стало в мелеховском доме.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дарьйӑна Мелеховсен килне илсе кайрӗҫ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Натальйӑна пытарма ӗлкӗрчӗҫ-и те — Мелеховсен аслӑ курницине каллех латӑнпа утмӑлтурат шӑрши килсе кӗчӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.