Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Лукичпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Селекци станцинче ютран илсе килнӗ «калифорнийски» текен тулла вырӑнти «шурӑ пӗрчӗллипе» пӗтӗҫтерсе тунӑ ҫӗнӗ тулӑ сорчӗ ҫинчен Яков Лукичпа Агафон Дубцов бригадир нумай калаҫатчӗҫ, ҫавӑнпа та Давыдов, юлашки вӑхӑтра ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе агротехника журналӗсене тимлесех вулама тытӑннӑскер, станцие кайса хайхи ҫӗнӗ тулла тупса килме шутларӗ.

Яков Лукич и бригадир Агафон Дубцов много говорили о новом сорте пшеницы, добытом на селекционной станции путем скрещивания привозной «калифорнийской» с местной «белозернкой», и Давыдов, за последнее время усиленно приналегавший по ночам на агротехнические журналы, решил поехать на станцию добыть новой пшеницы.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр кунне Яков Лукичпа ывӑлӗ, лашисене ерипен уттарса, пӗрлештернӗ кӗлӗт умне ирхине-ирех икӗ лавпа пырса ҫитрӗҫ.

На следующий — с утра к общественному амбару шагом подъехали на двух подводах Семен Якова Лукича и сам Яков Лукич.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев вӑл кун нихҫанхинчен те савӑнӑҫлӑ пулчӗ, Яков Лукичпа та кӑмӑллӑ калаҫрӗ.

Половцев в этот день был необычно весел, любезен даже с Яковом Лукичом.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Сывлӑха пултӑр, юлташ! — пӗр сасӑпах хирӗҫ хуравларӗҫ Яков Лукичпа арӑмӗ.

— Здравствуйте, товарищ! — в один голос ответили Яков Лукич и его жена.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней