Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ливна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.

1. Седекия был двадцати одного года, когда начал царствовать, и царствовал в Иерусалиме одиннадцать лет; имя матери его - Хамуталь, дочь Иеремии из Ливны.

Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн чухнех Ливна та Иуда аллинчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иорам ӗнтӗ ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑ пулнӑ.

В то же время вышла и Ливна из-под власти его, потому что он оставил Господа Бога отцов своих.

2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.

18. Двадцати одного года был Седекия, когда воцарился, и одиннадцать лет царствовал в Иерусалиме; имя матери его Хамуталь, дочь Иеремии, из Ливны.

4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Патшана ларнӑ чухне Иоахаз ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.

31. Двадцати трех лет был Иоахаз, когда воцарился, и три месяца царствовал в Иерусалиме; имя матери его Хамуталь, дочь Иеремии, из Ливны.

4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн чухнех Ливна та Иуда аллинчен хӑтӑлнӑ.

В то же время выступила и Ливна.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Ливна, Ефер тата Ашан, 43. Иффах, Ашна тата Нециф, 44. Кеила, Ахзив, Мареша [тата Эдом]: тӑхӑр хулапа вӗсен ялӗсем.

42. Ливна, Ефер и Ашан, 43. Иффах, Ашна и Нецив, 44. Кеила, Ахзив и Мареша [и Едом]: девять городов с их селами.

Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7-8. Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ: 9. пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши, 10. пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши, 11. пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши, 12. пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши, 13. пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши, 14. пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши, 15. пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши, 16. пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши, 17. пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши, 18. пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши, 19. пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши, 20. пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши, 21. пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши, 22. пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши, 23. Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши, 24. пӗр Фирца патши.

7-8. И вот цари [Аморрейской] земли, которых поразил Иисус и сыны Израилевы по эту сторону Иордана к западу, от Ваал-Гада на долине Ливанской до Халака, горы, простирающейся к Сеиру, которую отдал Иисус коленам Израилевым в наследие, по разделению их, на горе, на низменных местах, на равнине, на местах, лежащих при горах, и в пустыне и на юге, Хеттеев, Аморреев, Хананеев, Ферезеев, Евеев и Иевусеев: 9. один царь Иерихона, один царь Гая, что близ Вефиля, 10. один царь Иерусалима, один царь Хеврона, 11. один царь Иармуфа, один царь Лахиса, 12. один царь Еглона, один царь Газера, 13. один царь Давира, один царь Гадера, 14. один царь Хормы, один царь Арада, 15. один царь Ливны, один царь Одоллама, 16. один царь Македа, один царь Вефиля, 17. один царь Таппуаха, один царь Хефера, 18. один царь Афека, один царь Шарона, 19. один царь Мадона, один царь Асора, 20. один царь Шимрон-Мерона, один царь Ахсафа, 21. один царь Фаанаха, один царь Мегиддона, 22. один царь Кедеса, один царь Иокнеама при Кармиле, 23. один царь Дора при Нафаф-Доре, один царь Гоима в Галгале, 24. один царь Фирцы.

Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Вара Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Македран Ливна хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 30. Ҫӳлхуҫа Ливнӑна та Израиль аллине панӑ, [вара ӑна,] унӑн патшине [ярса илнӗ], Иисус хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ: унта никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман]; Иерихон патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливна патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.

29. И пошел Иисус и все Израильтяне с ним из Македа к Ливне и воевал против Ливны; 30. и предал Господь и ее в руки Израиля, [и взяли ее] и царя ее, и истребил ее Иисус мечом и все дышащее, что находилось в ней: никого не оставил в ней, кто бы уцелел [и избежал], и поступил с царем ее так же, как поступил с царем Иерихонским.

Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Римнон-Фарецран кайсассӑн, Ливна текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.

20. И отправились из Римнон-Фареца и расположились станом в Ливне.

Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней