Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Лаванӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
26. Аса илӗр-ха, Вӑл Авраама мӗн кӑтартнӑ, Исаака мӗнле сӑнанӑ, Месопотамири Сирире амӑш тӑванӗн Лаванӑн сурӑхӗсене кӗтнӗ чухне Иаков мӗн курса пӗтнӗ: 27. Вӑл вӗсен чӗрисене асаплантарас тесе сӑнаман, ҫавӑн пекех пире те тавӑрмасть Вӑл, Ҫӳлхуҫа Хӑй патне ҫывӑхаракансене ӑса кӗртес тесе ҫапла хӗн кӑтартать, тенӗ Иудифь.

26. Вспомните, что Он сделал с Авраамом, чем искушал Исаака, что было с Иаковом в Сирской Месопотамии, когда он пас овец Лавана, брата матери своей: 27. как их искушал Он не для истязания сердца их, так и нам не мстит, а только для вразумления наказывает Господь приближающихся к Нему.

Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Хӑй тухса кайнине пӗлтермесӗр Иаков арамей ҫыннин Лаванӑн чӗрине хавшатса хӑварнӑ.

20. Иаков же похитил сердце у Лавана Арамеянина, потому что не известил его, что удаляется.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иаков Лаванӑн сӑнне курнӑ та — акӑ вӑл уншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар.

2. И увидел Иаков лице Лавана, и вот, оно не таково к нему, как было вчера и третьего дня.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Иаков ҫав путексене уйӑра-уйӑра илнӗ, хӑйӗн выльӑхне Лаванӑн чӑпар тата хура выльӑхне курмалла тӑратнӑ; хӑйӗн кӗтӗвӗсене уйрӑм тытнӑ, вӗсене Лаван выльӑхӗпе пӗрле хутшӑнтарман.

40. И отделял Иаков ягнят и ставил скот лицем к пестрому и всему черному скоту Лаванову; и держал свои стада особо и не ставил их вместе со скотом Лавана.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иаков Лаванӑн ытти вак выльӑхне кӗтсе ҫӳренӗ.

Иаков же пас остальной мелкий скот Лаванов.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Лаванӑн икӗ хӗр пулнӑ: асли Лия ятлӑ, кӗҫӗнни Рахиль ятлӑ пулнӑ.

16. У Лавана же было две дочери; имя старшей: Лия; имя младшей: Рахиль.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Рахиле — Лаван хӗрне, амӑш пиччӗшӗн хӗрне — тата Лаванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене курсассӑн, Иаков пусӑ патне пынӑ та, ун ҫӑварне хупланӑ чула йӑвантарса ярса, Лаванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене ӗҫтерсе тухнӑ.

10. Когда Иаков увидел Рахиль, дочь Лавана, брата матери своей, и овец Лавана, брата матери своей, то подошел Иаков, отвалил камень от устья колодезя и напоил овец Лавана, брата матери своей.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Исаак Иакова чӗнсе илнӗ те ӑна пилленӗ, ӑна ӳкӗтлесе каланӑ: хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил; 2. тӑр та Месопотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫавӑнтан — Лаванӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗсенчен пӗрне ил; 3. Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тутӑр, санран темӗн чухлӗ халӑх тухтӑр; 4. сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмелле пултӑр! тенӗ.

1. И призвал Исаак Иакова и благословил его, и заповедал ему и сказал: не бери себе жены из дочерей Ханаанских; 2. встань, пойди в Месопотамию, в дом Вафуила, отца матери твоей, и возьми себе жену оттуда, из дочерей Лавана, брата матери твоей; 3. Бог же Всемогущий да благословит тебя, да расплодит тебя и да размножит тебя, и да будет от тебя множество народов, 4. и да даст тебе благословение Авраама [отца моего], тебе и потомству твоему с тобою, чтобы тебе наследовать землю странствования твоего, которую Бог дал Аврааму!

Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ревеккӑна — Месопотамире пурӑнакан арамей ҫыннин Вафуилӑн хӗрне, арамей ҫыннин Лаванӑн йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ чухне Исаак хӗрӗх ҫулта пулнӑ.

20. Исаак был сорока лет, когда он взял себе в жену Ревекку, дочь Вафуила Арамеянина из Месопотамии, сестру Лавана Арамеянина.

Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней