Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ку сăмах пирĕн базăра пур.
Ку (тĕпĕ: ку) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вара… ку — Гергес алли.

А это — это рука Гергеса.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Ку шӳт тӗк… — терӗ Жиль сӑнран улшӑннӑ Ассоль ҫине пӑхса; куҫӗсенче — мӑшӑрне шеллени те, шухӑшсен йывӑр кӗрешӗвӗ те, — ку… ытла та тискер шӳт.

— Если это шутка, — сказал он, посмотрев на изменившееся лицо Ассоль взглядом, выразившим и жалость и тяжкую борьбу мыслей, — то шутка бесчеловечная.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Вӑл кулянать; ҫак самантра Хесед ӗҫлеме пикенчӗ; унӑн Сериз г-жана култармалла, ку — пӗрремӗшӗ, унтан хӗрарӑма Савӑнӑҫлӑ шанӑҫ памалла, ку — иккӗмӗшӗ.

Она томилась, и тут начал работать Хесед, коему поручено было рассмешить г-жу Сериз, это во-первых, и внушить ей Радостную уверенность — во-вторых.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

— Катрин, эпӗ сана юрататӑп, ку — чӑнахах, анчах ху ӑнланатӑн: эпир Хуртэйпа… ку пӗрре, лазаретра вара урӑхларах.

— Катрин, я тебя люблю, это верно, только сама понимаешь: если мы с Хуртэем… это одно, а в лазарете не то.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Анне, ку почтальон мар пулӗ, ку Федька пулӗ, вӑл ман пата кирлӗ тетрадьне манса хӑварнӑ, тен, ҫул ҫинче астуса илчӗ пуль.

Это, мам, наверное, не почтальон, а Федька, он у меня нужную тетрадку забыл, да, должно быть, по дороге спохватился.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Анчах ку мӗн пулчӗ-ха вара, — ку сӑмахра Геннади атте кӑмӑлсӑр пулса аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗ, — эпӗ сиртен ыйтатӑп: мӗнех пулӗ ӗнтӗ ҫакнашкал таркӑнсенчен, вӗсем хӑйсен умӗнчи ырлӑхӗсене нимӗн вырӑнне хумасӑр, ӳтшӗн те, чуншӑн та хӑрушӑ ӗҫсем шыраса ашшӗ-амӑшӗ килӗнчен тухса тарнӑ?

Но что же, — тут отец Геннадий огорченно воздел руки к небу, — что же, спрашиваю вас, выйдет из этих и им подобных беглецов, кои, презрен все предоставленные им возможности, убежали из дому в поисках пагубных для тела и души приключений?

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вара тепӗр хутӗнче эпӗ, акӑ халӗ сысна ӳкертӗм, тесе парсан, вӑл ҫилленсе: ку сысна та мар, лаша та мар, ку ӳкерчӗк мӗн япалине шуйттан та пӗлес ҫук, тет.

Тогда я подаю ему в следующий раз и говорю, что это свинья, а он рассердился и говорит, что это не свинья и не лошадь, а черт знает что такое.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ку ӑнсӑртран, — терӗ Рой аптӑраса ӳкнӗ перӳҫӗ ҫине хӗрхенӳллӗн тинкерсе, — ку телейлӗ ӑнсӑртлӑх кӑна.

— Это случайно, — сказала Рой, с состраданием смотря на опешившего стрелка, — это не более, как счастливая случайность.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ку шӳт мар, ку шӳтсен шӳчӗ.

 — Это не шутка, это перешутка.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ку пуҫне суллать те — урӑх нимӗн те пӗлмест, — терӗ Тарт; вӑл, тӑвансенчен нумайӑшӗ пекех, ҫывӑх ҫынсене пит шансах-хакласах каймасть; тӗрӗссипе, ку — икӗ енлӗ ӑнланманлӑх.

— Этот только и знает, что качать головой, — сказал он, настроенный, как большинство родственников, скептически по отношению к родственному взаимному пониманию.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Паллах, ку — хаваслӑ та астаруллӑ йӑпанӑҫсен йышӗнчен; тӗлӗнтермӗш Хонс ку енӗпе яланах ӑстаччӗ, халӗ те ҫаплах пулас.

Конечно, это был ряд веселых, пикантных развлечений, на которые чудаковатый Хонс был мастер всегда.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Паллах, ку ытларах — капӑрлӑх, каҫхи апат мар, — Хоггейпа унӑн хӑнисем ҫавӑн пинмӗш пайне те пулин ҫисе ярайӗҫ-ши — ку иккӗленӳллӗ, анчах хуҫан пӗтӗмпех ҫав вӑхӑтрилле кӑтартас килет…

Разумеется, это была более декорация, чем ужин — едва ли тысячную часть всего могли съесть Хоггей и его гости, но он хотел полного впечатления.

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

Ашшӗ телӗшпе ӑна яланах пулӑшма тимлени, — ку, паллах, иккӗленӳсӗр, — халӗ ҫирӗп те тӗреклӗ, пӗр ҫӗрелле ӑнтӑлнӑ; ку — туйӑмсен тӗттӗмлӗхӗнче пытанса усраннӑ усӑллӑ шухӑш-тӗллев, ҫакӑн кашни хусканӑвӗ чан ҫапнилле янӑрать.

Мысль об отце, ранее заботливая и ясная, была теперь жестка и упорна, устремлена в одну точку, полезную замыслу, таившемуся в тьме чувств, каждое движение которых гудело, как колокол.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Сирӗншӗн эп калани ӑнланмаллах та мар-тӑр, анчах вӑл, ахӑртнех, сире хӑйӗн ҫинчен каласа паратех; ку истори пирӗн вӑхӑтшӑн — манӑҫнӑ халапсен ахрӑмӗ евӗрлӗ, ҫав хушӑрах ватӑ ҫын ӳлевӗ е ҫамка ҫинчи мӑкӑль евӗрлех — пурнӑҫри тата тӗрӗс; ку ӗҫ усал та кӑсӑк.

Для вас это не вполне понятно, но он сам, вероятно, расскажет вам о себе; история эта для нашего времени звучит эхом забытых легенд, хотя так же жизненна и правдива, как вой голодного или шишка на лбу; она жестока и интересна.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ку эсир мар, ку — хӗвел, — терӗ Гнор пӗчӗк алла чӑмӑртаса, — акӑ мӗншӗн ҫутӑ, таса…

— Это не вы, это солнце, — сказал Гнор, взяв маленькую руку, — оттого так светло и чисто.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Юмах та мар ку, шухӑшласа кӑларни те, аллегори те мар, ку — пурнӑҫ хӑй, пурнӑҫӑн ҫара тӗрӗслӗхӗ, чӑннипех пулса иртни, факт.

Это не сказка, не выдумка и не аллегория — это сама жизнь, голая правда жизни, действительное событие, факт.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

— Ӑна сире валли хатӗрлесе килтӗмӗр, — хӑраса пӑшӑлтатрӗ Сигби, — ку, ку… капитан, сивӗ грог, капитан, тата… пӗр кружка… эппин.

— Для вас это мы захватили, — испуганно прошептал Сигби, — это, капитан… холодный грог, капитан, и… кружка… значит.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ку ӗнтӗ ытахаль хурахла ӗҫ мар, ку вал — Совет влаҫне хирӗҫ ятарласа тунӑ провокаци…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫук, ҫук, ку ача чайнӑйра манӑн укҫа нумаййине курчӗ-ҫке, угрозыск агенчех-тӗк, нэпман мар, кулак та мар манашкал ҫыннӑн ун чухлӗ пулаймасса тӳрех тавҫӑрса илмелле, ку таранччен тытса, эпӗ камне тӗрӗслемелле…»

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ӑна иккӗлентернӗ, мӗншӗн тесен ку вӑхӑтра ҫил пулман, тӗмӗсем ҫинчен куҫне илмесӗр вӑл темӗскер кӗтсе пӑхса тӑнӑ.

Это показалось ему подозрительным, так как ветра не было. Он ждал, не спуская глаз с кустов.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней