Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кортес (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фердинанд Кортес хӑй вӑхӑтӗнче никам хӳттинче пулман американецсене хӑй аллине ҫав тери ҫӑмӑллӑн ҫавӑрса илнипе танлаштарсан, эпӗ хам калакан ҫӗршывсене ҫӑмӑллӑн ҫавӑрса илме май пулмӗ тесе иккӗленетӗп.

Но я сомневаюсь, чтобы завоевание стран, о которых я говорю, далось нам так легко, как завоевание Фердинандом Кортесом беззащитных американцев.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Фердинанд Кортес ҫинчен эпӗ аса та илмен пулӑттӑмччӗ пулӗ, пӗр сӑнӳкерчӗкӗ ҫинче Катькӑна курман пулсан, вӑл унта юланутҫӑ, арҫын шӑлаварне тӑхӑннӑ, атӑпа, ӗнси урлӑ карабин ҫакнӑ, сарлака ҫунатлӑ шӗлепкепе.

О Фердинанде Кортесе я вспомнил, увидев на одном фото Катю верхом, в мужских штанах и сапогах, с карабином через плечо, в широкополой шляпе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах сасартӑк ман умма хам лайӑх пӗлекен ӗлӗкхи Катька сиксе тухатчӗ, вӑл ахӑлтатса кулма юрататчӗ, «тласкаланецсем ырӑ суннӑ май похода тухнӑ Фердинант Кортес тата темиҫе кунран Гонолулу хулине кӗни» ҫинчен вуланӑ хыҫҫӑн ӑнран кайнӑ пек тӗлӗнсе тӑратчӗ.

Но вдруг в ней показывалась прежняя Катька, увлекавшаяся взрывами и глубоко потрясенная тем, что «сопровождаемый добрыми пожеланиями тлакскаланцев, Фердинанд Кортес отправился в поход и через несколько дней вступил в Гонолулу».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳрессе те ҫывӑрнӑ пек ҫӳрекен пулчӗ, ыйӑхран вӑрансан та ак ҫакна пӗлтермешкӗн ҫеҫ: «Тлакскаланцӑсем пархатарлӑ ҫул суннӑ хыҫҫӑн, Кортес тухса кайрӗ те тата темиҫе кунтан инксен йышлӑ халӑхлӑ столицине пырса кӗчӗ», темешкӗн ҫеҫ вӑранать тейӗн ҫав.

Она ходила какая-то сонная и просыпалась, кажется, только для того, чтобы сообщить, что «сопровождаемый добрыми пожеланиями тлакскаланцев, Кортес выступил в поход и через несколько дней вступил в многолюдную столицу инков».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗнеки, чӑн та, питӗ лайӑхчӗ вара — унта авалхи чаплӑ ҫулҫӳревҫӗсен пурнӑҫӗсем ҫинчен каланӑ, — Христофор Колумб ҫинчен, Фердинанд Кортес ҫинчен тата ыттисем ҫинчен те питӗ нумай.

Это была превосходная книга — биографии замечательных мореплавателей и завоевателей XV и XVI веков Христофора Колумба, Фердинанда Кортеса и других.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней