Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дина каччӑ куҫӗнчен хӑй куҫне тартать-тартать, унтан каччӑ хӗр куҫне куҫӗпе самантлӑха пӳлсе хурать те ун ӑшне чӑмса кӗрес евӗр тимлӗн тӗмсӗлсе тӑрать:
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эх, эсӗ те ҫав, чӑх чӗри, хӑв хӗр пулнӑ, пурпӗрех каччӑ ытамӗнчен хӑратӑн, — шӑл шуррисене кӑтартсах янкӑшать каччӑ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӗррӗн шал енне каччӑ ятне граверланӑ, ӑна каччӑ савни аллине хӑй тӑхӑнтарать.
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӗр ҫӗрри ҫине — каччӑ ятне, каччӑ ҫӗрри ҫине хӗр ятне ҫыраҫҫӗ.В кольце невесты — имя жениха, в кольце жениха — имя невесты.
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Каччӑ ЗАГС сотрудникне малтанах венчет ҫӗррисем парса хунӑ пулсан, ҫӗрре малтан хӗр пӳрнине, унтан каччӑ пӳрнине тӑхӑнтараҫҫӗ.
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Каччӑпа пӗрле кайсан, мӗн киле кайичченех каччӑ унпа пӗрле пулмалла.Если она идет вместе с мужчиной, то он заботится о ней весь вечер.
Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кепкӑпа бушлат тӑхӑннӑ чармак куҫлӑ ҫамрӑк каччӑ, аякрарахри йывӑҫ диван ҫинче лараканскер, Чеснокова ярса тытас тесе, вырӑнтан тапса сикрӗ, анчах темиҫе рабочи, хӑйсем те пӑлхавҫа тытасшӑнҫи пулса кӗпӗрленсе, леш качча аяккалла тӗрте ячӗҫ.
10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Сар пике ӗмӗрлӗхех каччӑ куҫӗнчен ҫухалать, каччӑ ун тилмӗрекен куҫӗсене манаймасть, пӗр шухӑш ҫавӑрать ун пуҫне — вӑл хӑй пурнӑҫӗн пӗтӗм телейне ҫухатрӑм тесе шутлать…
XII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пирӗн килте халь каччӑ пур, пирӗн ывӑл ӗнтӗ вӑл, пит ырласах тӑмӑпӑр ӑна, ҫакна ҫеҫ калӑпӑр, маттур каччӑ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫутӑ сахалтарах кӗтесре варӑм ҫӳҫлӗ каччӑ ларать, унӑн икӗ айккинче те савнӑҫлӑ та нимӗн ҫинчен те шутламан сӑн-питлӗ хӗрсем; вӗсем Виктора итленӗ хушӑрах вӑрӑм ҫӳҫлӗ каччӑн хӑлхи патне е пӗри, е тепри пӗшкӗне-пӗшкӗне илеҫҫӗ — темскер пӑшӑлтатса каласшӑн пулмалла, анчах вӑл итлемест, ҫилленет…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шухӑ каччӑ, яланах савӑнӑҫлӑскер, юрӑҫӑ, «йывӑр», «кӑна тума май ҫук» тени мӗннине пӗлменскер, нихҫан та хурланман каччӑ ҫул ҫук пулсан, — тӳррӗн каять, яланах вӑхӑтра ҫитет, кӗпер ҫук пулсан — ӑшӑх вырӑн шырать, машинӑна ҫав-ҫавах чуптарать, хӑйне ҫеҫ мар инкекрен хӑтарать, ӑнсӑртран тӗл пулнӑ тусне — шофера пулӑшать.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кӑвак куҫлӑ, тачкарах туталлӑ, кӑштах каҫӑр сӑмсаллӑ ҫирӗм ҫулхи сарӑ каччӑ, хӑйӗн ҫивӗчлӗхне, ача-пӑчалла харсӑрлӑх пуррине палӑртакан пит-куҫлӑскер, отрядри каччӑсенчен чи палли пулса тӑнӑ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл ҫапкаланса ҫӳренӗ хушӑра Андрей ӳссе тӑсӑлса кайнӑ, тӗрекленнӗ, пысӑк та хитре каччӑ пулса тӑнӑ, Лопуховсен йӑхӗнче кирек хӑҫан та ҫавӑн пек чаплӑ каччӑсем ҫитӗннӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чиперччӗ-и ҫут уйӑх, чипер-и уйӑх ҫурли, Чипер-и уяр тӳпе, чипер-и йӑлтӑр ҫӑлтӑр, Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер-и, уйрӑлман-и-ха, Чипер лараҫҫӗ ҫуммӑн, чипер тек калаҫаҫҫӗ, Чипер-и тулли витрисем, чипер-и шывӗ пӑрланнӑ, Чипер-и кӗвенти, чипер-и вӗрене кӗвенти, Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер савӑшаҫҫӗ-и.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав вӑхӑтрах, кӑна пуринчен те ытларах ӗненме пулать, чӑнах та, хӗр мӑнкӑмӑллӑ та сивӗскер, унӑн, чаплӑ ҫынсем хушшине кӗрсе пуҫ пулса, чаплӑ тумланса ҫӳрес килет пулмалла; ӑна ҫавӑн валли лайӑхрах каччӑ тупӑнманни килӗшмест; анчах кураймасть пулин те, вӑл качча тухма килӗшет пулас, мӗншӗн тесен ӑна урӑх никам та кӑмӑллакан ҫук.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйпе ҫапӑҫма хатӗрленнӗ леш каччӑна вӑл хальхинче кӑнттаммӑн тӗртсе урайне ӳкерчӗ те хӗрӗ кӑшкӑрнине пӑхмасӑрах каччӑ ҫине пусса каҫса кайрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Каччӑ мӗнле шыв ӗҫнине, карланки тӑрӑх шыв епле ярӑнса аннине халиччен хам тӗнчере никам ҫине пӑхман пек ачаш кӑмӑлӑмпа пӑхрӑм; салтаксем чакса пыракан ҫул ҫине ҫиленсе пӑхса илчӗ ҫав каччӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каччӑ технологипе физкультура урокӗсене кӑмӑлпа ҫӳренине каласа кӑтартрӗ: — Класра 7-ӗн вӗрентӗмӗр: 3 хӗр те 4 каччӑ.
Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне вӗсем типӗ тытмаҫҫӗ; 20. акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Унччен те пулман, курах кайнӑ: темӗн тӗрлӗ сӗрлешсе-кӑшкӑрашса туй ҫывӑхарать, темӗн чухлӗ хӗр тупри тиенӗ; хӗрне хирӗҫ кӗрӳ каччӑ туй каччисемпе, тӑванӗсемпе тӳнкӗр ҫапса, кӗвӗ каласа килет, хӑйсем кӑралпа авӑрланнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.