Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Катя сăмах пирĕн базăра пур.
Катя (тĕпĕ: Катя) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катя «Испанцӑсемпе индейцӑсем малтанхи хут тӗл пулни» ҫинчен картинка тӑвать, мана Нина Капитоновна кухньӑра ӗҫлеме хушрӗ.

Катя рисовала «Первую встречу испанцев с индейцами» из «Столетия открытий», а меня Нина Капитоновна мобилизовала на кухню.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, енчен Катя мӗншӗн те пулин кӳреннӗ пулсан, ӗнтӗ мӗн тусан та Мексикӑна хӑй тупманнишӗн те Перу таврашне хӑйне пӑхӑнтарайманшӑн ҫеҫ кӑмӑлсӑр пулчӗ.

Словом, если Катя серьезно жалела о чем-нибудь, то, без сомнения, только о том, что не она завоевала Мексику, открыла и покорила Перу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав кӗнекене вуличчен, кушака та Васена тесе ҫеҫ йыхӑратчӗҫ, Катя ӑна Иптакчухуатль ят пачӗ — Мексикӑра ҫавӑн пек ятлӑ ту тӑрри пур иккен.

Кошку, которую до «столетия открытий» звали просто Васеной, она переименовала в Иптакчухуатль — в Мексике есть, оказывается, такая горная вершина.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Катя тесен!

Но Катя!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Часах вӑл-ку иртрӗ, Катя «Столетие открытий» ятлӑ кӗнеке вулама тытӑнчӗ.

Вдруг взрывы кончились. Катя засела читать «Столетие открытий».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя тӗлӗнме юратмасть, кӗскен кӑна: — Вӗреннӗ, шӑнкӑрчӑ пек, — терӗ.

Она не любила удивляться и сказала только: — Вызубрил, как скворец.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ «Елена Робинзона» илсе пырсан, Катя мана та ҫав майлӑ тӗрӗслесшӗн пулчӗ те, апла ан пултӑр!

Точно так же Катя решила проверить и меня, когда я принес «Елену Робинзон». Не тут-то было!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кирен кӗнеке вулама юратманшӑн Катя питӗ ҫилленетчӗ.

Она сердилась, что Кирен не любит читать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайран ҫеҫ тӗшмӗртрӗм вара эпӗ, тусӗсем унтан аслӑрах пулнӑ иккен те, Катя вӗсен ҫырӑвӗ майлӑ ҫырма вӗреннӗ иккен.

Я потом догадался, что подруги были старше, и она им подражала.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тусӗ кинора пултӑм тесе ҫырать, Катя, кинора пулман пулин те, пултӑм тесе ҫырать.

Подруга пишет, что была в кино, И Катя отвечает, что была, хотя бы она и сидела дома.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя та вара хӑйӗн тусне ҫырать, вӑл та тӗлӗк курнӑ имӗш, вӑл та пӗр-пӗр япала ҫухатнӑ иккен те, анчах сумка мар, пӗр-пӗр хӑю-и унта, ҫакса ямалли-и, Шурка Голубенцов — «астӑватӑн-и, эп ун ҫинчен ҫырсаттӑм» — тупнӑ та кӳрсе пачӗ пек, тет.

И Катя отвечает подруге, что видела сон, будто она что-то потеряла, уж не сумочку, а вставочку или лету, а Шурка Голубенцов — «помнишь, я тебе писала» — нашел и принес.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун пек кӑткӑс ӗҫсемпе те пысӑккисен ӗҫӗсемпе пуринчен сахал интересленекенӗ пӗр ҫын кӑна пулнӑ, вӑл — Катя.

Этими сложными делами и отношениями взрослых меньше всего интересовался один человек — Катя.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем, чӑн та, парӑмра пулнӑ ӗнтӗ — тӳлесе те татайман, мӗншӗн тесен унӑн тӑванӗ, Марья Васильевна упӑшки, эппин Катя ашшӗ пулнӑ.

Впрочем, они и были в долгу — и именно в неоплатном, потому что этот брат, был мужем Марьи Васильевны и, стало быть, Катиным отцом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫхине, апатланнӑ чух вара, Нина Капитоновна кинора мӗн курнине савӑнса каласа паратчӗ (ҫакӑн пек самантсенче ун пит-куҫӗнче Катя сӑнарӗ те пурччӗ), Николай Антоныч, унпа пӗрлех киноран таврӑннӑ пулин те, каласа кӑтартнине итлетчӗ.

За ужином она всегда с увлечением рассказывала содержание картины (и в эти минуты, между прочим, становилась похожа на Катьку), Николай Антоныч терпеливо слушал ее — хотя бы только что вернулся из кино вместе с нею.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя мана улталани паллахчӗ ӗнтӗ, ун амӑшӗпе Николай Антоныч хушамачӗсем пӗр пекех-ҫке.

Она наврала, конечно, потому что у нее с мамой и у Николая Антоныча была одна фамилия.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун пек чухне вара Катя: «Анне хуйхӑрать», тетчӗ, ҫуртра пурте пӗр-пӗрин ҫине ҫилленсе, ҫӗткеленсе ҫӳретчӗҫ.

Тогда Катя говорила: «У мамы тоска», и все сердились друг на друга и мрачнели.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайнӑ чух Катя мана «Елена Робинзон» ятлӑ кӗнеке парса ячӗ, эпӗ ҫав кӗнекене тирпейлӗ тытӑп терӗм, страницисене хуратмӑп терӗм.

На прощанье я получил от Кати книгу «Елена Робинзон», а в залог оставил честное слово — переплет не перегибать и страницы не пачкать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кукамай! — хӑратас пек каларӗ Катя.

— Бабушка! — грозно сказала Катя.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку Левитан, — пысӑк ҫын пек те тиркешнӗн каласа хучӗ Катя.

— Это Левитан, — небрежно, как взрослая, сказала Катя.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя салхулланчӗ.

Катя нахмурилась.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней