Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Амос ҫапла калать: «Иеровоама хӗҫ касса вӗлерӗ, Израиле вара хӑй ҫӗрӗнчен тыткӑна илсе каяҫҫех» тет.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Авия, Иеровоама хыҫҫӑнах хӑваласа кайса, унӑн хулисене — Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Иешанӑпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Ефронпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене — туртса илнӗ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Итленӗ вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Иеровоама хирӗҫ тухнӑскерсем каялла таврӑннӑ.Они послушались слов Господних и возвратились из похода против Иеровоама.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахне — вырӑна килтернӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израильсем Давид килӗнчен хӑпнӑ, вӗсем Иеровоама, Нават ывӑлне, патшана лартнӑ; Иеровоам вара израильсене Ҫӳлхуҫаран уйӑрса янӑ, вӗсене халиччен пулман пысӑк ҫылӑха кӗртсе ӳкернӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кай та Иеровоама кала: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ сана ахаль халӑх хушшинчен ҫӗклесе Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫне лартрӑм, 8. патшалӑха Давид килӗнчен туртса илсе сана патӑм; эсӗ вара Давид чурамӑм пек мар; вӑл Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑнӑ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем анчах туса, пӗтӗм чӗрипе Ман хыҫҫӑн пынӑ; 9. эсӗ хӑв умӗнхи патшасенчен пуринчен те япӑхрах хӑтлантӑн, кайран та, Мана ҫиллентерсе, ху валли урӑх турӑсем, йӗрӗхсем турӑн, Ман хыҫҫӑн пыма пӑрахрӑн; 10. ҫавӑншӑн Эпӗ Иеровоам килӗ ҫине хӗн-хур яратӑп, Иеровоамӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп, Иеровоам кил-ҫуртне ҫӳп-ҫап шӑлса кайнӑ пек тӗппипех шӑлса тӑкӑп, тет; 11. Иеровоам кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ — ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Унӑн сӑмахӗ — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахӗ — вырӑна килмелле пулнӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Соломон ӗнтӗ Иеровоама вӗлересшӗн пулнӑ; анчах Иеровоам Египет ҫӗрне Сусаким, Египет патши, патне тухса тарнӑ, вара вӑл Соломон виличченех Египетра пурӑннӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ахия ҫири ҫӗнӗ тумтирне хывса вуникӗ татӑка ҫурса вакланӑ та 31. Иеровоама каланӑ: вунӑ татӑкне ху валли ил, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: акӑ эпӗ патшалӑха Соломон аллинчен туртса илетӗп, сана вунӑ йӑхне паратӑп, тет, 32. пӗр йӑхӗ вара# Хамӑн Давид чурамшӑн, Эпӗ Израилӗн пӗтӗм йӑхӗнчен суйласа илнӗ Иерусалим хулишӗн унрах юлӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1