Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Левитсенчен: Хашшув ывӑлӗ Шемаия, — Хашшув вара — Азрикам ывӑлӗ, Азрикам — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Вунний ывӑлӗ, — 16. Шавфай тата Иозавад, Турӑ Ҫурчӗн тулашри ӗҫӗсен пуҫлӑхӗсем, 17. Миха ывӑлӗ Матфания, — Миха вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Асаф ывӑлӗ; кӗлӗ тунӑ чухне Матфания мухтав юрри юрлакансенчен чи асли пулнӑ; ун хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ унӑн тӑванӗ Бакбукия пулнӑ; тата Шаммуй ывӑлӗ Авда, — Шаммуй вара — Галал ывӑлӗ, Галал — Идифун ывӑлӗ.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Юрӑҫӑсем, Асаф ывӑлӗсем, — Давид, Асаф, Еман тата патшанӑн витӗркуранӗ Идифун вӗрентнӗ пек — хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ; хапха хуралҫисем те хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ: левитсем, вӗсен тӑванӗсем, вӗсене мӗн кирлине хатӗрленӗ, ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен ӗҫ вырӑнӗнчен нимӗншӗн те каймалла пулман.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара ҫак левитсем ӗҫе пикеннӗ: Кааф ывӑлӗсенчен — Амасай ывӑлӗ Махаф тата Азария ывӑлӗ Иоель; Мерари ывӑлӗсенчен — Авдий ывӑлӗ Кис тата Иегаллелел ывӑлӗ Азария; Гирсон ӑрӑвӗнчен — Зимма ывӑлӗ Иоах тата Иоах ывӑлӗ Еден; 13. Елицафан ывӑлӗсенчен — Шимри тата Иеиел; Асаф ывӑлӗсенчен — Захария тата Матфания; 14. Еман ывӑлӗсенчен — Иехиел тата Шимей; Идифун ывӑлӗсенчен — Шемаия тата Уззиел.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сӑваплӑ пӳлӗмри священниксене, кирек хӑш ушкӑнӗнчисене те, пурне те тасалӑх тивлечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унтан тухнӑ; 12. виссон тӑхӑннӑ юрӑҫӑ левитсем — Асаф, Еман, Идифун тата вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем — пурте парне вырӑнӗн тухӑҫ енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрӑсемпе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле трупа кӑшкӑртакан ҫӗр ҫирӗм священник тӑнӑ, 13. пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн, Ҫурта, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, пӗлӗт кӗрсе тулнӑ, 14. ҫавӑнпа ӗнтӗ священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман: Турӑ Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем пурте ашшӗ ертсе пынипе кимвал ҫапса, псалтирьпе цитра каласа Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юрланӑ, ҫапла вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑнӑ, патша мӗн хушнине е Асаф, е Идифун, е тата Еман кӑтартнине туса пынӑ.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Идифунран — Идифун ывӑлӗсем: Гедалия, Цери, Исаия, Семей, Хашавия тата Маттафия — улттӑн; вӗсене хӑйсен ашшӗ Идифун — Ҫӳлхуҫана аслӑласа, мухтаса цитра калаканскер — ертсе пынӑ; 4. Еманран — Еман ывӑлӗсем: Буккия, Матфания, Озиил, Шевуил, Иеримоф, Ханания, Ханани, Елиафа, Гиддалти, Ромамти-Езер, Иошбекаша, Маллофи, Гофир тата Махазиоф.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидпа ҫарпуҫсем ӗнтӗ Асаф, Еман тата Идифун ывӑлӗсене ятарлӑ ӗҫ валли уйӑрса илнӗ: вӗсен псалтирьпе цитра каласа, кимвал ҫапса Турра аслӑламалла пулнӑ; ҫав ӗҫе тӑвакансенӗн йышӗ: 2. Асаф ывӑлӗсенчен: Заккур, Иосиф, Нефания тата Ашарела; ывӑлӗсене Асаф хӑй ертсе пынӑ, кӗвӗ сӑпрайӗсене вӑл патша вӗрентнӗ пек каланӑ.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Еманпа Идифун вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем трупа кӑшкӑртнӑ, кимвал ҫапса янӑраттарнӑ тата ытти тӗрлӗ сӑпрай каласа Турра мухтанӑ; Идифун ывӑлӗсене вара хапха умне тӑратнӑ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ, 38. вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ, 39. Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ: 40. вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ; 41. вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Левитсенчен вара ҫак ҫынсем пулнӑ: Шемаия, вӑл Хашув ывӑлӗ пулнӑ, Хашув вара — Азрикам ывӑлӗ, Азрикам — Хашавия ывӑлӗ; вӗсем — Мерари ывӑлӗсем; 15. тата Вакбакар, Хереш, Галал, Матфания пулнӑ, Матфания вӑл Миха ывӑлӗ пулнӑ, Миха вара — Зихрий ывӑлӗ, Зихрий — Асаф ывӑлӗ; 16. унта Овадия пулнӑ, вӑл Шемаия ывӑлӗ пулнӑ, Шемаия вара — Галал ывӑлӗ, Галал — Идифун ывӑлӗ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1