Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Давида Израиль патши пулма ҫу сӗрнине пӗлсессӗн, филистимсем пурте Давида шырама хускалнӑ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хирам, Тир патши, Давид патне элчӗсем янӑ, вӗсемпе пӗрле кедр пӗрене тата каскалакансемпе чул купалакансем ярса панӑ; вӗсем Давида ҫурт лартса панӑ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Патшапа унӑн ҫыннисем, иевусейсене хирӗҫ кайса, Иерусалима тапӑннӑ, иевусейсем ҫак ҫӗршыв ҫыннисемех пулнӑ; анчах вӗсем Давида: эсӗ кунта кӗреймӗн; сана суккӑрсемпе чӑлахсем хӑваласа ярӗҫ, тенӗ, ку ӗнтӗ «Давид кунта кӗреймӗ» тенине пӗлтернӗ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни патша патне Хеврона пынӑ та, Давид патша вӗсемпе Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ; Давида [пӗтӗм] Израиль патши пулма ҫу сӗрнӗ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иоав вара Давид патӗнчен тухнӑ та хӑйӗн ҫыннисене Авенир хыҫҫӑн ӑна хӑваласа ҫитме янӑ; вӗсем ӑна Сир ҫӑлӗ патӗнчен каялла илсе килнӗ, Давида ҫакӑн ҫинчен пӗлтермен.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Авенир ҫавӑн чухне Давида каланӑ: акӑ тӑратӑп та каятӑп, патша хуҫамӑм патне Израилӗн пӗтӗм халӑхне пуҫтарса килетӗп; вӗсем санпа килӗшӳ тӑвӗҫ те, хӑвӑн чуну кӑмӑлланӑ пек, эсӗ пуринӗн те патши пулса тӑрӑн, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан Авенир Израильпе пӗтӗм Вениамин килӗ мӗн шухӑшланине Давида пӗлтерме Хеврона кайнӑ.И пошел Авенир в Хеврон, чтобы пересказать Давиду все, чего желали Израиль и весь дом Вениаминов.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Авенир Израилӗн аслӑ ҫыннисене каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та эсир Давид хӑвӑрӑн патшӑр пултӑр тесе ӗмӗтленеттӗрччӗ; 18. халӗ тӑвӑр ҫакна, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Давида ҫапла каланӑ: «Давид чурамӑм аллипе Эпӗ Хамӑн Израиль халӑхне филистимсен аллинчен, унӑн мӗнпур тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑп» тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Акӑ [паян] эпӗ Ҫӳлхуҫа Давидшӑн мӗн тума тупа тунине тӳрре кӑларатӑп: патшалӑха Саул килӗнчен туртса илетӗп те Давида Израильпе Иуда патши пулма, Данран пуҫласа Вирсавия таран тытса тӑма, лартатӑп — ҫапла тумастӑп пулсассӑн, Турӑ Авенира ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр! тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Галаадри Иависра пурӑнакансем Саула тирпейлесе пытарни ҫинчен Давида хыпар ҫитернӗ.И донесли Давиду, что жители Иависа Галаадского погребли Саула.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иуда арӗсем ҫитнӗ те ҫавӑнта Давида Иудея ҫӗрӗн патши пулма ҫу сӗрнӗ.4. И пришли мужи Иудины и помазали там Давида на царство над домом Иудиным.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авиафар Давида ефод илсе пырса панӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗтӗм халӑх чунтан-вартан хуйхӑрнӑ, кашнийӗ хӑйӗн ывӑлӗшӗн, хӑйӗн хӗрӗшӗн куляннӑ; халӑх ӗнтӗ Давида чулпа персе вӗлересшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа Давид аптӑрасах ӳкнӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анхус Давида ҫапла хуравланӑ: шансах тӑр, эсӗ манӑн куҫӑм умӗнче Турӑ Ангелӗ пекех лайӑх; анчах Филисти ҫулпуҫӗсем: «вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр» теҫҫӗ.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анхус Давида чӗнтерсе илнӗ те каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! эсӗ тӳрӗ ҫын, эсӗ ҫарта манпа пӗрле ҫӳрени маншӑн кӑмӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ: эсӗ ман патӑма килнӗренпе паян кунччен те эпӗ санра нимӗн япӑххине те курмарӑм; анчах ҫулпуҫсем сана кӑмӑлламаҫҫӗ.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа ман урлӑ мӗн каланӑ, ҫавна тӑвӗ: Ҫӳлхуҫа санӑн аллунтан патшалӑха туртса илӗ те ӑна хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна, Давида, парӗ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анхус Давида каланӑ: ҫавӑншӑн эпӗ сана яланлӑхах хамӑн сыхлавҫӑ тӑвӑп, тенӗ.И сказал Анхус Давиду: за то я сделаю тебя хранителем головы моей на все время.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анхус Давида каланӑ: пӗлсех тӑр, эсӗ ху та, санӑн ҫыннусем те манӑн ҫарпа пӗрле пыратӑр, тенӗ.И сказал Анхус Давиду: да будет тебе известно, что ты пойдешь со мною в ополчение, ты и люди твои.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анхус вара, Давида ӗненсе, ҫапла шухӑшланӑ: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Израиль халӑхне йӗрӗнтерсе ҫитернӗ, малашне ӗмӗрлӗхех манӑн тарҫӑ пулӗ, тенӗ.12. И доверился Анхус Давиду, говоря: он опротивел народу своему Израилю и будет слугою моим вовек.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анхус Давида: кама тапӑнтӑр-ха паян? тенӗ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.