Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Гекпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Том мистер, кирлӗ пулсан, эпӗ тем тума та хатӗр, анчах эсир Гекпа иксӗр ҫакӑнта хӑнкӑрмаллӑ ҫӗлен йӑтса килетӗр пулсан, эпӗ кунтан тухса таратӑп.

Мистер Том, я на все согласен; если надо, что хотите сделаю; но только если вы с Геком притащите гремучую змею, чтобы я ее приручал, я отсюда убегу.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫӗрле ҫӗр чавнине илтсен пӗлсе тӑр, куна эпир Гекпа иксӗмӗр чаватпӑр; эпир сана ирӗке кӑларасшӑн.

А если ночью услышишь, что копают, так это мы с Геком: мы хотим тебя освободить.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ия, пурте аванах майлашса пынӑ пек туйӑнать-ха: арча та халӗ иккемӗш номерте пытарса лартнипех тӑрать пуль-ха, усал ҫынсене иккӗшне те паянах тӗрмене тытса хупса лартаҫҫӗ, кӗҫӗр ҫӗрле вара Гекпа Том, нимӗн чӑрманса хӑтланмасӑр, никамран та хӑрамасӑрах пӗтӗм ылтӑна ярса илеҫҫӗ.

Как будто все сошлось как нельзя лучше: клад, должно быть, все лежит в номере втором, бродяг нынче же схватят и засадят в тюрьму, и они с Томом в этот же вечер пойдут и возьмут золото без всяких препятствий и хлопот, ничего не опасаясь.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл урамсенче Гекпа пӗрле ҫӳресшӗн пулмарӗ.

Ему не хотелось, чтобы его видели вместе с Геком на улице.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпир Гекпа иксӗмӗр сан пек макрасем мар-ха.

Ну нот, мы с Геком не такие плаксы.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫавӑн пек сӗнӗве Гекпа Джо кӑмӑлсӑр йышӑнчӗҫ, Томӑн хӗпӗртени те ҫавӑнтах, нимӗнле сӑмахсӑрах сӳнсе ларчӗ.

Но это вызвало лишь слабое оживление, которое угасло, не приведя ни к чему.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гекпа Джо татах шыва кӗме кайрӗҫ.

После этого Джо с Геком опять пошли купаться.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней