Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Гаррис (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн тӑвас тетӗн, — тавӑрчӗ Гаррис философилле лӑпкӑлӑхпа.

— Что поделаешь, — ответил Гаррис с философским равнодушием.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Чутах ҫавӑнпа вӗҫленетчӗ, Гаррис.

— Чуть-чуть не кончилось этим, Гаррис.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Пит аван, — терӗ Гаррис хуллен.

— Прекрасно, — негромко сказал Гаррис.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Мӗнле маттур пулсан та, Гаррис, вӑл хӑйӗн пуҫтахлӑхӗшӗн тивӗҫлипе туянӗ, — терӗ Негоро, ун пичӗ ҫинче калама ҫук хаярлӑх палӑрчӗ.

— Каким бы молодцом он ни был, Гаррис, он дорого заплатит за свою дерзость, — ответил Негоро, и на лице его появилось выражение неумолимой жестокости.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Мӗн тума пултарнине пурне те турӑм эпӗ, тусӑм, — хирӗҫлерӗ Гаррис.

— Я сделал все, что мог, приятель, — возразил Гаррис.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Гаррис хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ.

Гаррис пожал плечами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Тепӗр ҫӗр ҫухрӑмччӗ, Гаррис, вара ҫак ҫынсем пирӗн аллах кӗрсе ӳкетчӗҫ.

— Лишняя сотня миль, Гаррис, и эти люди еще вернее были бы у нас в руках.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫапла, тусӑм, — тавӑрчӗ Гаррис.

— Да, приятель, — ответил Гаррис.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эппин, Гаррис, — терӗ Негоро, — тата шаларах илсе кӗме май пулмарӗ сан Сэнд капитанӑн отрядне — ҫапла чӗнеҫҫӗ вӗт вӗсем ҫав вунпилӗк ҫулхи ачана?

— Итак, Гаррис, — сказал Негоро, — тебе не удалось завлечь еще дальше в глубь Анголы отряд капитана Сэнда, ведь так они называют этого пятнадцатилетнего мальчишку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫак хӑрушӑ океан ҫыранӗнчен ҫӗршер миля аякри вырӑна Гаррис хуйхӑпа, ывӑннипе халтан кайнӑ хӗрарӑма, вилес патне ҫитнӗ ачана, чура сутуҫисен тупӑшӗ пулса тӑмалли пилӗк негра — Дик Сэндпа ун юлташӗсене улталаса ертсе кӗчӗ.

И в эти-то гибельные места, в сотне миль от океанского побережья, Гаррис завлек Дика Сэнда и его спутников: женщину, измученную горем и усталостью, умирающего ребенка и пятерых негров, обреченных стать добычей алчных работорговцев.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унтан вӑл тин иртсе кайнӑ вӑрҫӑпа тусӑннӑ, чура сутуҫисем тапӑннӑ хыҫҫӑн ҫынсӑрланнӑ вырӑнсене: Килембу, Уруа, Ломане пуҫламӑшне, Улунду, Ловале ҫитсе курнӑ, Кванза урлӑ каҫса, Гаррис Дикпа ун юлташӗсене ертсе кӗнӗ никам ҫӳремен вӑрман витӗр Сан-Фелиппе-ди-Бенгала портне ҫити, вара юлашкинчен Атлантика океанӗн хумӗсене курнӑ.

Затем он посетил области, опустошенные недавними войнами, обезлюдевшие после набегов работорговцев: Килембу, Уруа, истоки Ломане, Улунду, Ловале, переправился через Кванзу, прошел через девственные леса, в которые Гаррис завел Дика Сэнда и его спутников, и, наконец, увидел волны Атлантического океана, достигнув Сан-Фелиппе-ди-Бенгала.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Негоро португалпа Гаррис американец, — паллах, пӗр каварлӑ ҫынсем.

Португалец Негоро и американец Гаррис — несомненно, сообщники.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах унта Гаррис ҫукчӗ ӗнтӗ, унпа пӗрле ун лаши те ҫухалнӑ.

Но Гарриса там уже не было, и вместе с ним исчезла его лошадь.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Текех ӗнтӗ Дик Сэнд хӑйне тытса чараймарӗ, ҫӗҫӗ ярса илчӗ те Гаррис ҫӗр каҫма вырнаҫнӑ ҫӗрелле вирхӗнчӗ.

Дик Сэнд не в силах был больше сдерживаться, выхватил нож и бросился к тому месту, где расположился на ночь Гаррис.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Гаррис айккинче тӑрать.

Гаррис стоял в стороне.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эппин, ҫапла пултӑр, — терӗ Гаррис.

— Пусть будет так, — сказал Гаррис.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫук, Гаррис мистер, — татӑклӑн хуравларӗ Дик, — пирӗн пӗр-пӗринчен уйрӑлмалла мар!

— Нет, мистер Гаррис, — решительно заявил Дик, — нам не следует разлучаться!

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Пӗлме малалла ман пӗччен кайса килмелле пуль тесе шутлатӑп эпӗ, — терӗ Гаррис.

— Я думаю, лучше мне одному пойти вперед на разведку, — сказал Гаррис.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эпир халь асьенда патне тухмаллаччӗ ӗнтӗ, — терӗ Гаррис иккӗленӳллӗн, — анчах эпӗ ку вырӑна паллаймастӑн…

— Мы должны были бы уже подходить к асьенде, — нерешительно сказал Гаррис, — но я не узнаю местности…

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Чӑнах та, — тавӑрчӗ Гаррис.

— Действительно, — ответил Гаррис.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней