Поиск
Шырав ĕçĕ:
Галаадпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
18. Тухӑҫ чиккине Авранпа Дамаск хушшипе, Галаадпа Израиль ҫӗрӗ хушшипе, Иордан хӗррипе, ҫурҫӗр чиккинчен тухӑҫ тинӗсне ҫити тӑсӑр; ҫакӑ тухӑҫ енӗ пулать.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫак хыпара илтсенех Израиль ывӑлӗсем, пурте кар тӑрса, тӑшмана тапӑннӑ, вӗсене Хована ҫитиччен пӗтерсе пынӑ; тӑшман тапӑрӗнче мӗн пулса иртнине Иерусалима та, пӗтӗм ту-сӑртлӑ ҫӗршыва та пӗлтернӗ, ҫавӑнпа унтан килнисем те, Галаадпа Галилейӑран ҫитнисем те тӑшмансене пур енчен те хӗстернӗ, вӗсене хӑрушла аркатса пынӑ, лешӗсем Дамаска ҫитсе ун хыҫнех тарнӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль патши Факей вӑхӑтӗнче Ассири патши Феглаффелласар вӑрҫӑпа килнӗ, вӑл Ион, Авел-Беф-Мааха, Ианох, Кедес, Асор хулисене, Галаадпа Галилея ҫӗрӗсене, ҫавӑн пекех Неффалимӑн мӗнпур ҫӗрне туртса илнӗ, унта пурӑнакансене Ассирие куҫарса кайнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Азаил вӗсене пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнче аркатнӑ, вӑл ӗнтӗ Иорданран тухӑҫалла выртакан ҫӗре — пӗтӗм Галаад ҫӗрне, Гад, Рувим, Манассия йӑхӗсен ҫӗрӗсене — туртса илнӗ, Арнон шывӗ хӗрринчи Ароертан пуҫласа Галаадпа Васан таранах туртса илнӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манассияна ҫапла, Иордан леш енчи Галаадпа Васансӑр пуҫне, тата вунӑ пай ҫӗр тивнӗ, 6. мӗншӗн тесессӗн Манассия [ывӑлӗсен] хӗрӗсем арҫынсемпе тан ҫӗр илнӗ, унсӑр пуҫне Манассия ывӑлӗсене Галаад та тивнӗ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Махира — Манассиян малтанхи ывӑлне, Галаад ашшӗне, — вӑрҫӑра паттӑр пулнӑскере, Галаадпа Васан тивнӗ.Махиру, первенцу Манассии, отцу Галаада, который был храбр на войне, достался Галаад и Васан.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1