Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вӑрҫӑри (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«…Микола ывӑлӑм, — тесе ҫырнӑ старик хӑйӗн вӑрҫӑри ывӑлӗ патне.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Инҫетри Афган вӑрҫи ҫинчен асӑнса пурӑнни вӑл вӑрҫӑри событисене ҫулсем те, вӑхӑт та ҫухатма пултараймаҫҫӗ.

Но только память о далёкой афганской войне жива и стереть события той войны не смогут ни годы, ни расстояния.

Афган вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗлпулу иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... tn-3643101

Аван мар пек туйӑнчӗ Ҫимуна вӑрҫӑри старшина ӑна салам ҫырманни.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑри салтаксем кашни ҫыру вӗҫӗнчех ӑна салам калама манмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑр ҫинчен мар, вӑрҫӑри юр ҫинче выртакан ҫӳхе шинеллӗ салтаксем ҫинчен шухӑшлатпӑр, ҫавсене хӗрхенетпӗр.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӳршӗсем те тӑмпайсенчен юласшӑн мар иккен — мӗн вӑй ҫитнӗ таран вӑрҫӑри тӑванӗсене пулӑшаҫҫӗ: хӑшӗ укҫа-тенкӗ, хӑшӗ пыл, ҫӑм, ҫӑматӑ, тир хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мана кунта вӑрҫӑри лару-тӑру ҫинчен калама хушаҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем ассӑн-ассӑн сывлаҫҫӗ те хӑйсен вӑрҫӑри упӑшкисене, ывӑлӗсене, пиччӗшӗсене, шӑллӗсене аса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кукаҫей йытӑсен вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ пирки куккана та нумай каласа кӑтартнӑ пуль, паллах, ун чӗринче те юрату ҫуратнӑ.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Вӑрҫӑри ҫапӑҫусем ҫинчен ыйтса пӗлме питӗ юрататтӑмччӗ.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Кунта вӑрҫӑри пек кашни кун салтаксене пытараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Хӑйне халь вӑл вӑрҫӑри паттӑр пек туять.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл вӑрҫӑри ывӑлӗпе ҫыру ҫӳретнӗ.

Помоги переводом

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Ӑна сасартӑк халь Лукашев кирлӗ те мар пек туйӑнса кайрӗ; акӑ вӑл, ҫав ҫул, ун умӗнче, тӳп-тӳрӗ, вӑрҫӑри картта ҫинче ҫарсен ӑҫталла каймаллине кӑтартса ӳкернӗ ухӑ йӗппи пекскер…

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ҫав минутсенче эпӗ унӑн вӑрҫӑри паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшламан, корреспондентсене чӗнсе илсе вӗсене хаҫатра ун пирки страниципех ҫырса кӑларма хушасси ҫинчен те шухӑшламан, хамӑн должноҫ тӑрӑх манӑн ҫавӑн пек тумалла пулнӑ пулин те…

Помоги переводом

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов пурне те манса кайрӗ пулас: халӗ вӑрҫа пынине те, хӑй летчик пулнине те, вӑрҫӑри пурнӑҫ хӑйӗн йӗркисене, хӑйӗн тимӗр пек ҫирӗп саккунӗсене пӑхӑнса тӑнине те.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна ҫак ялав вӑрҫӑри, хаяр ҫапӑҫури ялав пекех туйӑнать.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрҫӑри вутлӑ-ҫулӑмлӑ кунсем аса килчӗҫ ӑна.

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унта вӑл чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗн, Совет Союзӗн Геройӗн Федот Никитич Орловӑн пурнӑҫӗпе вӑрҫӑри паттӑрлӑхне тӗлӗнмелле сӑнарлӑн та ӗнентерӳллӗн ҫырса кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ҫак ырӑ сӑнар унӑн вӑрҫӑри паттӑрлӑхне кӑтартса панипе, унпа пӗрле тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ ҫынсен вӗсен ҫапӑҫура ҫуралнӑ героизмне кӑтартнипе тата ҫутӑрах та илемлӗрех курӑнать.

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней