Поиск
Шырав ĕçĕ:
Васкаттӑм, тӑкаттӑм, унтан укҫа нумай пӗтернӗшӗн хӑраса, ним пӗлмесӗр, юратмасӑр ҫиеттӗм, юлашкинчен вара, ҫилленсе ҫитнӗскер, хырӑм выҫнине туймасӑр, укҫа пӗтессинчен хӑрамасӑрах мороженӑй илме тухса чупаттӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ку шухӑшсем ӑна савӑнтарчӗҫ, ыр кӑмӑла парӑнса, Сергей Вӗри ту ҫинчи Цветник текен вырӑна каясшӑн пулчӗ, анчах ытла та хырӑмӗ выҫнине туйса илчӗ.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӗм айӗнче выртакан Ҫӑрттан мучи бригадӑра хӑйне мӗнле апат ҫитерме пултарасси пирки нумайччен шутларӗ, унтан вара пӗр сӑлтавсӑрах хӑй Яков Лукич амӑшне асӑннӑ ҫӗрте епле апат ҫисе тултарнине аса илчӗ, унта ҫинӗ апат ҫинчен шухӑшласа кӑмӑлне пӗтӗмпех пӑснипе, сасартӑк хырӑмӗ ҫав тери выҫнине туйрӗ, вара унӑн ыйӑхӗ самантрах сирӗлсе кайрӗ, вӑл тарӑхнипе лач! сурса хучӗ те, сухалне шӑлса тасатса, пӗрӗннӗ хырӑмне хыпашлама тытӑнчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
палуба ҫинчен каяс килмест пулин те Алеша хырӑмӗ Выҫнине аванах туять, кӑштах ҫырткаласа илни пӑсмасть.
Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ал-урана ҫыхлантаракан ӗшенчӗклӗхе ҫӗнтерсе, шунӑҫем шунӑ вӑл, ӳкнӗ, — ҫӗкленнӗ те каллех малалла шунӑ, суранӗсем ыратнине те, хырӑмӗ выҫнине те туйман, тупӑ-пӑшал сассисӗр пуҫне урӑх нимӗн те илтмен.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
• Ҫерем кӑмпи сахал калориллӗ пулсан та выҫнине хӑвӑрт ирттерет.
Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
- 1
- 2