Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вефильпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
31. Вениамин ывӑлӗсем пурӑннӑ вырӑнсем: Гева, Михмас, Гай, Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, 32. Анафоф, Нов, Анания, 33. Гацор, Рама, Гиффаим, 34. Хадид, Цевоим, Неваллат, 35. Лод, Оно тата Алӑстисен айлӑмӗ.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Авия, Иеровоама хыҫҫӑнах хӑваласа кайса, унӑн хулисене — Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Иешанӑпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Ефронпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене — туртса илнӗ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсем тытса тӑракан ҫӗрсем тата пурӑнакан ҫӗрӗсем ҫаксем пулнӑ: Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем; тухӑҫ енче — Нааран, анӑҫ енче — Гезерпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем; Сихем тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем — Газӑпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем патне ҫитиччен.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ирхине ирех тӑрса, Иисус халӑха пӑхса ҫаврӑннӑ та ӑна Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле Гай еннелле ертсе кайнӑ; 11. ҫапла унпа пӗрле пулнӑ вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай хули патне [тухӑҫ енчен] пырса ҫитнӗ, [пытанса тӑнӑ ҫарӗ хуларан анӑҫ еннерех пулнӑ,] 12. вӗсем Гайӑн ҫурҫӗр енче чарӑнса тӑнӑ, ҫарпа хула хушшинче айлӑм пулнӑ; Иисус пӗр пилӗк пин ҫынна Вефильпе Гай хушшине, хулан анӑҫ енне, пытарӑнса ларма хушнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иисус ӗнтӗ кусене кӑларса янӑ, вӗсем кайнӑ та Вефильпе Гай хушшине, Гай хулин анӑҫ енне, пытанса ларнӑ; Иисус ҫав каҫ халӑх хушшинче ҫӗр каҫнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл, кӑнтӑр енчен Вефиль патнелле куҫа-куҫа пырса, унччен хӑй Вефильпе Гай хушшине чатӑр лартнӑ вырӑна, 4. хӑй малтан парне вырӑнӗ тунӑ ҫӗре, ҫитнӗ; унта Аврам Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1