Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ваала (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
25. Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: аҫу кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру ил, тата ҫичӗ ҫулхи тепӗр пӑру ил, аҫу пӑхса тӑракан чӳк вырӑнне, Ваала чӳк паракан вырӑна, ҫӗмӗр, унта ларакан киремет йывӑҫҫине те касса пӑрах; 26. [хӑвна] ҫак чул хысак тӑрринче [курӑннӑ] Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе парне вырӑнӗ ту, иккӗмӗш пӑрӑва ху каснӑ йывӑҫ вутти ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн, 9. ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн, 10. ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн, 11. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ; 12. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иуда ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен уйӑрса панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ: 21. Идумея ҫӗрӗпе юнашар, кӑнтӑр енче, Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Кавцеил, Едер тата Иагур, 22. Кина, Димона, Адада, 23. Кедес, Асор тата Ифнан, 24. Зиф, Телем тата Валоф, 25. Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Гацор, 26. Амам, Шема тата Молада, 27. Хацар-Гадда, Хешмон тата Веф-Палет, 28. Хацар-Шуал, Вирсавия тата Визиофея, [вӗсенӗн ялӗсемпе хула таврашӗнчи ҫӗрӗсем,] 29. Ваала, Иим тата Ацем, 30. Елфолад, Кесил тата Хорма, 31. Циклаг, Мадмана тата Сансана, 32. Леваоф, Шелихим, Аин тата Риммон: пурӗ ҫирӗм тӑхӑр хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2