Поиск
Шырав ĕçĕ:
Инсаров Елена патне ҫыру ҫырма хӑяймарӗ, Берсеневпа калаҫнӑ чухне сӑмах май ҫеҫ ун пирки вӑлтса калаҫрӗ; Берсенев, юриех нимпе те интересленмен пек пулса, хӑй Стаховсем патне кайкаласа килни ҫинчен, анчах та — Елена ҫав тери пӑшӑрханни, халь ӗнте лӑпланса ҫитни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
XXVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Инсаров хӑрушлӑхра пулнине илтнӗ Шубин курма пычӗ; Инсаровӑн ҫӗршывӗнчи ҫынсем — болгарсем килчӗҫ; вӗсенчен иккӗшне Берсенев палласа илчӗ, вӗсем, никам кӗтмен ҫӗртен дачӑна пырса кайса, ӑна тӗлӗнтерсе хӑварнӑччӗ; пурте вӗсем чӗререн пулӑшасшӑн пулчӗҫ, хӑшпӗрисем, Берсеневпа ылмашса, чирлӗ ҫын патӗнче ларма хатӗррине пӗлтерчӗҫ; анчах Берсенев, Еленӑна панӑ сӑмаха асра тытса, вӗсемпе килӗшмерӗ.
XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анчах Елена телейне пула, Берсеневпа Шубин искусство ҫинчен тавлашма пуҫларӗҫ; вӑл вара кӑшт аяккарах шуса ларчӗ те вӗсем калаҫнине ыйхӑ витӗр кӑна итленӗ пек пулчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Берсеневпа Зоя кӑна мар, Анна Васильевна та хутшӑнчӗ (Инсаров юрлама пӗлмест), анчах юрӑ тӗрлӗ сасӑллӑ тухнипе юрлакансем виҫҫӗмӗш йӗркерех арпашса кайрӗҫ; пӗр Берсенев ҫеҫ малалла юрлама хӑтланса хулӑн сассипе: «Ничего в волнах не видно» тенӗ тӗле ҫитрӗ, анчах вӑл та вӑтанса часах шӑпланчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кил-хушшинче шӑв-шав пуҫланчӗ: Николай Артемьевича илме тесе ятарласах Мускава ҫын ячӗҫ; унпа пӗрлех дворецкий эрехсем, паштетсем тата ытти апат-ҫимӗҫсем туянма чуптарчӗ; Шубина кӳме тара тытма тата лашасем хатӗрлеме приказ тухрӗ (пӗр кӳме вӗсене ҫителӗксӗр пулнӑ); казачок, икӗ хутчен Берсеневпа Инсаров патне кайса, вӗсене малтан вырӑсла, кайран Зоя французла ҫырнӑ чӗнӳ хучӗсем парса килчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена ун ҫинчен Берсеневпа нумай калаҫрӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Апат хыҫҫӑн Берсеневпа тата Шубинпа пӗрле Елена сада тухрӗ; Зоя, вӗсем хыҫҫӑн пӑхса, пӗчӗк хулпуҫҫине кӑшт ҫеҫ сиктерсе илчӗ те фортепиано патне ларчӗ.
IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хӗр хулпуҫҫисене сиктеркелесе илчӗ те Берсеневпа калаҫма пуҫларӗ:
II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
- 1