Поиск
Шырав ĕçĕ:
42. Ахав ӗҫсе ҫиме кайнӑ, Илия вара Кармил тӑррине улӑхнӑ та чӗркуҫленсе, пуҫне чӗркуҫҫине перӗнмелле пӗксе ларнӑ, 43. унтан хӑйпе ҫӳрекен тарҫине, ҫамрӑк ачана, каланӑ: пыр-ха, тинӗс еннелле кайса пӑх-ха, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ахав пӗтӗм Израиль ывӑлне чӗнтернӗ, мӗнпур пророка Кармил тӑвӗ ҫине пуҫтарнӑ.20. И послал Ахав ко всем сынам Израилевым и собрал всех пророков на гору Кармил.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ахав ӗнтӗ Илияна хирӗҫ кайнӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Авдий каланӑ: хӑвӑн чуруна ҫапла вӗлермешкӗн, Ахав аллине памаллах мӗн туса айӑпа кӗтӗм-ши эпӗ? тенӗ.9. Он сказал: чем я провинился, что ты предаешь раба твоего в руки Ахава, чтоб умертвить меня?
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара вӗсем пӑхса ҫаврӑнма ҫӗре хӑйсем хушшинче палӑртса уйӑрнӑ та, Ахав уйрӑммӑн пӗр ҫулпа, Авдий уйрӑммӑн тепӗр ҫулпа тухса кайнӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ахав Авдие каланӑ: ҫӗрӗмӗр тӑрӑх кайса пур ҫӑлкуҫпа пур юхӑм шыва та пӑхса тух-ха, лашасемпе мулсене ҫитермелӗх ӑҫта та пулин курӑк тупаймӑпӑр-и, выльӑхсӑр тӑрса юлас марччӗ, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне Ахав хӑй керменӗн пуҫлӑхне Авдие чӗнсе илнӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Илия вара Ахав патне тухса кайнӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ахав патшара ларнӑ вӑхӑтра Вефиль ҫынни Ахиил вара Иерихон хулине юсаса лартнӑ: хула никӗсӗ ун малтанхи ывӑлӗ Авирам пуҫне пулнӑ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗ Сегуб пуҫне пулнӑ, ҫакӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Нав ывӑлӗ Иисус урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ахав ӗнтӗ Астарта юпине те лартнӑ, вӑл Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентермелли ӗҫсем хӑй умӗнхи Израиль патшисенчен пуринчен те ытларах тунӑ, [ҫапла хӑйӗн пуҫне ҫинӗ].
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ахав, Амврий ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ, вӑл хӑй умӗнхи патшасенчен пуринчен те юрӑхсӑртарах пулнӑ.30. И делал Ахав, сын Амврия, неугодное пред очами Господа более всех бывших прежде него.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ахав, Амврий ывӑлӗ, Израиль патшине ларнӑ чухне Иудея патши Аса шӑпах вӑтӑр саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ; вӑл Самари хулинче Израиль патшалӑхне ҫирӗм икӗ ҫул тытса тӑнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Ахав ларнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.