Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ахав (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20. Ахав Илияна каланӑ: тупрӑн эсӗ мана, тӑшманӑм! тенӗ.

20. И сказал Ахав Илии: нашел ты меня, враг мой!

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 18. Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халӗ вӑл Навуфей пахчинче — ӑна хӑй аллине илме пынӑ; 19. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ ҫынна вӗлертӗн, тата ун еткерлӗхне кӗресшӗн-и? тет, те, тата кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йытӑсем Навуфей юнне ҫуланӑ вырӑнта сан юнна та йытӑсем ҫулӗҫ, тет, те.

17. И было слово Господне к Илии Фесвитянину: 18. встань, пойди навстречу Ахаву, царю Израильскому, который в Самарии, вот, он теперь в винограднике Навуфея, куда пришел, чтобы взять его во владение; 19. и скажи ему: «так говорит Господь: ты убил, и еще вступаешь в наследство?» и скажи ему: «так говорит Господь: на том месте, где псы лизали кровь Навуфея, псы будут лизать и твою кровь».

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ахав [Изреель ҫыннине] Навуфее вӗлерни ҫинчен илтсессӗн, [тумтирне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, кайран] Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине хӑй аллине илме кайнӑ.

16. Когда услышал Ахав, что Навуфей [Изреелитянин] был убит, [разодрал одежды свои и надел на себя вретище, а потом] встал Ахав, чтобы пойти в виноградник Навуфея Изреелитянина и взять его во владение.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вара вӑл Ахав ятӗнчен ҫырусем ҫырса хатӗрленӗ те патша пичетне ҫапса пичетлесе тухнӑ, унтан ҫав ҫырусене Навуфейпе пӗр хулара пурӑнакан аслӑ ҫынсемпе чаплӑ ҫынсене ярса панӑ.

8. И написала она от имени Ахава письма, и запечатала их его печатью, и послала эти письма к старейшинам и знатным в его городе, живущим с Навуфеем.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ахав каланӑ ӑна: Изреель ҫыннине Навуфее: «хӑвӑн пахчуна кӗмӗлле пар мана е, кӑмӑлу пулсассӑн, эпӗ сана уншӑн урӑх пахча парӑп» терӗм те, вӑл мана: «памастӑп сана хамӑн иҫӗм пахчине, [аттемӗрсен еткерлӗхне]» терӗ, тенӗ.

6. Он сказал ей: когда я стал говорить Навуфею Изреелитянину и сказал ему: «отдай мне виноградник твой за серебро, или, если хочешь, я дам тебе другой виноградник вместо него», тогда он сказал: «не отдам тебе виноградника моего, [наследства отцов моих]».

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Изреель ҫынни Навуфей ҫапла «аттемӗрсен ҫӗрне памастӑп сана» тенипе Ахав ӗнтӗ килне ҫилленсе те пӑшӑрханса таврӑннӑ.

4. И пришел Ахав домой встревоженный и огорченный тем словом, которое сказал ему Навуфей Изреелитянин, говоря: не отдам тебе наследства отцов моих.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ахав Навуфее каланӑ: хӑвӑн иҫӗм пахчине пар мана, унта эпӗ пахчаҫимӗҫ туса илӗп, вӑл ман керменӗм ҫывӑхӗнчех; ун вырӑнне сана унтан лайӑхрах иҫӗм пахчи парӑп е, кӑмӑлу пулсассӑн, унӑн хакне кӗмӗлпе тӳлӗп, тенӗ.

2. И сказал Ахав Навуфею, говоря: отдай мне свой виноградник; из него будет у меня овощной сад, ибо он близко к моему дому; а вместо него я дам тебе виноградник лучше этого, или, если угодно тебе, дам тебе серебра, сколько он стоит.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫак ӗҫсем хыҫҫӑн ҫапла пулнӑ: Изреель ҫыннин Навуфейӗн Изреель хулинче, Самари патши Ахав керменӗ ҫывӑхӗнче иҫӗм пахчи пулнӑ.

1. И было после сих происшествий: у Навуфея Изреелитянина в Изреели был виноградник подле дворца Ахава, царя Самарийского.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ахав каланӑ: килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн эпӗ сана каялла ярӑп, тенӗ.

Ахав сказал: после договора я отпущу тебя.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара Венадад ун патне тухнӑ, Ахав ӑна хӑйпе пӗрле ҫар урапи ҫине лартнӑ.

И вышел к нему Венадад, и он посадил его с собою на колесницу.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. [Ахав] ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисене шутласа тухнӑ, вӗсем икҫӗр вӑтӑр икӗ ҫын пулнӑ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑха шутласа тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпе ҫичӗ пин пулнӑ.

15. [Ахав] счел слуг областных начальников, и нашлось их двести тридцать два; после них счел весь народ, всех сынов Израилевых, семь тысяч.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Ахав:] ҫапӑҫӑва кам пуҫлать? тенӗ.

И сказал [Ахав]: кто начнет сражение?

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ахав: кам урлӑ? тенӗ.

14. И сказал Ахав: чрез кого?

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Акӑ ӗнтӗ Израиль патши Ахав патне пӗр пророк пырса тӑнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак пысӑк эшкере куратӑн-и?

13. И вот, один пророк подошел к Ахаву, царю Израильскому, и сказал: так говорит Господь: видишь ли все это большое полчище?

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Венадад татах Ахав патне калама янӑ: Самари тӑпри-тусанӗ ман хыҫӑмран пыракан ҫынсене пурне те пӗрер ывӑҫ тивес пулсассӑн, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна кӑтартчӑр, унтан ытларах та кӑтартчӑр, тенӗ.

10. И прислал к нему Венадад сказать: пусть то и то сделают мне боги, и еще больше сделают, если праха Самарийского достанет по горсти для всех людей, идущих за мною.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ахав вара Венадад элчисене каланӑ: патша хуҫамӑма ҫапла калӑр: эсӗ манран, хӑвӑн чурунтан, малтанхи хутӗнче мӗн ыйтнине эпӗ пӗтӗмпех тума хатӗр, куна вара тума пултараймастӑп, тенӗ.

9. И сказал он послам Венадада: скажите господину моему царю: все, о чем ты присылал в первый раз к рабу твоему, я готов сделать, а этого не могу сделать.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Венадад ӗнтӗ Израиль патши Ахав патне хулана элчӗсем янӑ, 3. ӑна ҫапла калама хушнӑ: Венадад ҫапла калать: санӑн ылтӑнупа кӗмӗлӳ — манӑн, арӑмусем те, чи лайӑх ывӑлусем те — манӑн, тенӗ.

2. И послал послов к Ахаву, царю Израильскому, в город, 3. и сказал ему: так говорит Венадад: серебро твое и золото твое - мои, и жены твои и лучшие сыновья твои - мои.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Илия мӗн тунине, вӑл мӗнпур пророка хӗҫпе чиксе пӑрахнине те, Ахав пӗтӗмпех Иезавеле каласа панӑ.

1. И пересказал Ахав Иезавели все, что сделал Илия, и то, что он убил всех пророков мечом.

3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл тумтирне пилӗкӗ тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ та Ахав умӗнчен мӗн Изрееле ҫитиччен чупса пынӑ.

Он опоясал чресла свои и бежал пред Ахавом до самого Изрееля.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ахав ӗнтӗ урапи ҫине хӑпарса ларнӑ, [йӗрсе янӑ] та Изреель хулине тухса кайнӑ.

Ахав же сел в колесницу, [заплакал] и поехал в Изреель.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней