Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Аттемӗн (тĕпĕ: атте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
42. Манпала пӗрле аттемӗн Турри, Авраам Турри, пулман пулсассӑн тата Исаак Сехри пулман пулсассӑн, эсӗ мана нимӗнсӗр кӑларса яраттӑн.

42. Если бы не был со мною Бог отца моего, Бог Авраама и страх Исаака, ты бы теперь отпустил меня ни с чем.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те 5. вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ; 6. эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, 7. сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ.

4. И послал Иаков, и призвал Рахиль и Лию в поле, к стаду мелкого скота своего, 5. и сказал им: я вижу лице отца вашего, что оно ко мне не таково, как было вчера и третьего дня; но Бог отца моего был со мною; 6. вы сами знаете, что я всеми силами служил отцу вашему, 7. а отец ваш обманывал меня и раз десять переменял награду мою; но Бог не попустил ему сделать мне зло.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иаков тупа туса каланӑ: эхер те [Ҫӳлхуҫа] Турӑ манпала пӗрле пулса эпӗ каякан ҫул ҫинче мана сыхӑ усрасассӑн, ҫиме — ҫӑкӑр, тӑхӑнма тумтир парсассӑн, 21. эпӗ аттемӗн килне тӑнӑҫлӑн таврӑнас пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа манӑн Туррӑм пулас пулсассӑн, 22. ҫак хам лартнӑ чул, асӑнмалӑх лартнӑскер, [маншӑн] Турӑ ҫурчӗ пулӗ; эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн парса тӑнинчен вуннӑмӗш пайне эпӗ Сана парӑп, тенӗ.

20. И положил Иаков обет, сказав: если [Господь] Бог будет со мною и сохранит меня в пути сем, в который я иду, и даст мне хлеб есть и одежду одеться, 21. и я в мире возвращусь в дом отца моего, и будет Господь моим Богом, - 22. то этот камень, который я поставил памятником, будет [у меня] домом Божиим; и из всего, что Ты, Боже, даруешь мне, я дам Тебе десятую часть.

Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Исаак Иакова чӗнсе илнӗ те ӑна пилленӗ, ӑна ӳкӗтлесе каланӑ: хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил; 2. тӑр та Месопотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫавӑнтан — Лаванӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗсенчен пӗрне ил; 3. Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тутӑр, санран темӗн чухлӗ халӑх тухтӑр; 4. сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмелле пултӑр! тенӗ.

1. И призвал Исаак Иакова и благословил его, и заповедал ему и сказал: не бери себе жены из дочерей Ханаанских; 2. встань, пойди в Месопотамию, в дом Вафуила, отца матери твоей, и возьми себе жену оттуда, из дочерей Лавана, брата матери твоей; 3. Бог же Всемогущий да благословит тебя, да расплодит тебя и да размножит тебя, и да будет от тебя множество народов, 4. и да даст тебе благословение Авраама [отца моего], тебе и потомству твоему с тобою, чтобы тебе наследовать землю странствования твоего, которую Бог дал Аврааму!

Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Авраам ӑна каланӑ: ҫак вырӑнта Турӑран хӑракан ҫын ҫук пулӗ, мана арӑмӑмшӑн вӗлереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм; 12. вӑл чӑнахах та манӑн йӑмӑк пулать: вӑл — ман аттемӗн хӗрӗ, анчах ман аннемӗн хӗрӗ мар; вӑл манӑн арӑм пулчӗ; 13. Турӑ мана аттем ҫуртӗнчен ҫула илсе тухнӑ чухне эпӗ арӑма каларӑм: маншӑн ырӑ пулса ҫапла тусамччӗ: эпир кирек мӗнле вырӑна ҫитсессӗн те, эсӗ ман ҫинчен: ку манӑн пиччем пулать, те, терӗм.

11. Авраам сказал: я подумал, что нет на месте сем страха Божия, и убьют меня за жену мою; 12. да она и подлинно сестра мне: она дочь отца моего, только не дочь матери моей; и сделалась моею женою; 13. когда Бог повел меня странствовать из дома отца моего, то я сказал ей: сделай со мною сию милость, в какое ни придем мы место, везде говори обо мне: это брат мой.

Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней