Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынран хаклӑ парнесем йышӑнни хӗрарӑма арҫын куҫӗнчен пӑхтарать, ӑна тӑлласа лартать.

Ценные подарки, которые принимает женщина, ставят ее в зависимость от мужчины и ко многому обязывают.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫемьере арҫын вилнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑмсемпе ватӑ ҫынсем ҫех юлнӑ пулсан, вӗсене ытларах арҫынсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Особенно нужна мужская помощь пожилым людям и оставшимся одинокими женщинам.

Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Машина ҫине икӗ хӗрарӑмпа пӗр арҫын лармалла пулсан, хӗрарӑмсем кая лараҫҫӗ, арҫын водительпе юнашар ларать.

Если едут две женщины и один мужчина, то женщины сидят сзади, а мужчина с водителем.

Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Арҫын куншӑн кӳренсе, вӑл капла арҫын ятне ярать тесе шутламалла мар.

Мужчина не должен считать, что этим затронута его мужская честь.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Столовӑйне, ресторана иккӗн ҫех (арҫынпа хӗрарӑм) килнӗ пулсан, вӗсем пӗчӗк сӗтел хушшине хире-хирӗҫ лараҫҫӗ, пысӑк сӗтел хушшинче арҫын хӗрарӑмӑн сулахай алли енне ҫуммӑн е пӗр кӗтес урлӑ ларать, апат-ҫимӗҫ илсе лартма пулӑшать.

Пришедшие вдвоем (мужчина и женщина) на маленький столик садятся друг против друга, за большим столом мужчина сидит по левую руку своей дамы, рядом или через угол стола, чтобы помогать ей брать блюда с кушаньями.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Арҫын хӗрарӑмпа пӗрле килчӗ пулсан, арҫын алӑка уҫса хӗрарӑма хӑйӗнчен мала ирттерет, зала вырӑн йышӑнма, йышӑнсан унта хӗрарӑма илсе пыма хӑй малтан кӗрет.

Если мужчина приходит с дамой, она входит первой во входную дверь (открывает ее мужчина), но в зал мужчина входит впереди женщины, чтобы найти места и подвести к ним спутницу.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӗрарӑм арҫынпа пӗрле чухне тепӗр арҫын унпа тӳрех паллашма пултараймасть: ун малтан ҫав хӗрарӑм юлташӗпе паллашмалла.

Женщине, находящейся в присутствии мужчины, другой мужчина не может представиться, прежде чем он не познакомится с ее спутником.

Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Арҫынпа хӗрарӑма паллаштарнӑ чухне малтан арҫын ятне, кайран хӗрарӑм ятне, малтан пӑхӑнса тӑраканнин, унтан пуҫлӑх ятне каламалла.

Сначала имя мужчины, затем женщины, сначала имя подчиненного, затем начальника.

Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Арҫын та хӑй мӑшӑрне ытти хӗрарӑмсене сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, арҫынсене саламлама пуҫличчен сывлӑх сунать.

Мужчина здоровается со своей супругой после того, как поздоровается со всеми женщинами, то есть прежде, чем начать здороваться с мужчинами.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Арҫын хӗрарӑма хӗрарӑм ирӗк парсан ҫеҫ «эсӗ» теме пултарать Анчах «эсӗ» тесе чӗнме ирӗк ыйтиччен шутласа пӑхмалла, мӗншӗн тесен хӗрарӑм хӑйне «эсӗ» теме ирӗк памасан, ирӗк ыйтнӑ арҫын аванмарланма пултарать.

Разрешить говорить «ты» — право женщины, мужчина может только просить об этой форме обращения, с предложением перейти на «ты» нужно быть довольно осторожным, потому что отказ может создать неловкость, особенно заметную для того, кто сделал это предложение.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑмахран, картлаҫ тӑрӑх хӑпарнӑ чухне арҫын хӗрарӑм умӗнче пымалла — унччен ҫакӑ хӗрарӑмӑн кӗпе арки урай тӑрӑх сӗтӗрӗнсе пынипе тата арҫын малта ҫутатса пымалла пулнипе ҫыхӑннӑ.

Например, подымаясь по лестнице, мужчина идет впереди женщины — требование, которое диктовалось длинным, достигающим пола женским платьем и свечным освещением.

Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ытти арҫын ачасем пекех «арҫын ӗҫне» ҫеҫ тума юратать.

Как многие мальчики, он берется только за «мужские» дела.

«Овод» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Вӗсем хулпуҫҫи таранах йӗпеннӗ арҫына тата унпа юнашар сиккелесе чупса пыракан ҫавӑн пекех йӗпе арҫын ача ҫине тӗлӗнсе пӑхса иртрӗҫ.

Они с удивлением провожали взглядом до плеч мокрого мужчину и такого же мокрого мальчика, который вприпрыжку бежал рядом с ним.

22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Арҫын ачасем те, хӗрачасем те айӑплӑ, анчах кунта кам ытларах айӑпли пирки ытлашши калаҫса тӑмалла мар, арҫын ачасемпе хӗрачасем хушшинче ырӑ мар ӗҫсем ан пулччӑр, мӗншӗн тесен эпир пурте пионерсем, пирӗн пурин те лайӑх юлташсем пулмалла…

Что и мальчики и девочки виноваты, и чтобы не торговаться здесь, кто больше виноват, а исправить это, потому что мы все пионеры и должны быть хорошими товарищами…

18 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Арҫын, арҫын.

— Мальчик, мальчик.

X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Контролер, уншӑн эпӗ хам билет илетӗп, — терӗ пӗр кӑтра ҫӳҫлӗ арҫын, арӑмӗпе тата хӑй пекех кӑтра пуҫлӑ икӗ арҫын ачипе пӗрле ларса пыраканскер.

— Контролер, я возьму для нее билет, — сказал кудрявый мужчина, сидевший вместе с женой и двумя такими же кудрявыми мальчиками.

Билет // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23-24 с.

Унта арҫын ачасем ҫеҫ вӗреннӗ, приходски шкулта арҫын ачасемпе хӗрачасем пӗрлех ларнӑ.

Учились в нем одни только мальчики, не то что в приходском, где и девчонки и мальчишки сидели вместе.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Эмиль! — илтӗнчӗ алӑк хыҫӗнчен, вара пӳлӗме тирпейлӗ тумланнӑ, кӗмӗл тӗслӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, тӗксӗм сӑнлӑ хӗрарӑм вӑр-вар утса кӗчӗ; ун хыҫӗнчен чылай ҫула ҫитнӗ арҫын; арҫын хулпуҫҫийӗсем хыҫӗнчен служанка пуҫӗ вӗлтлетсе иртрӗ.

Эмиль! — послышалось за дверью — и в комнату проворными шагами вошла опрятно одетая дама с серебристо-седыми волосами и смуглым лицом; мужчина пожилых лет выступал за нею следом; голова служанки мелькнула у него за плечами.

III // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Унӑн ӗсӗклесе макӑрса ярас килчӗ, анчах арҫын ача-ҫке, чӗмсӗр вӑрманта, сивлек тинӗс хӗрринче ҫуралса ӳснӗ арҫын ача.

Ему хотелось горько заплакать, но он был мальчик, родившийся в молчаливом лесу, на берегу сурового моря.

XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Анчах арҫынӗ сивлекрех куҫӗсемпе Таня ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ, арҫын ачи аллипе чечексем ҫине кӑтартрӗ те: — Эсӗ вӗсене сутатӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

Но взгляд человека был сух и недолог, а толстый мальчик показал рукой на цветы и спросил: — Ты продаешь их?

IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней