Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Прогресс» хуҫалӑхӑн ертӳҫине Петр Скворцова, «Мои документы» нумай функциллӗ центр директорне Людмила Викторовӑна, ДПМК «Яльчикское» ООО ертӳҫине Вячеслав Сядукова, Елчӗк халӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр директорне Владимир Федорова тата вӗсен коллективӗсене, Валерий Изратов пайтаҫӑна уйрӑммӑн тав турӗ, Елчӗк шкулӗн тата искусство шкулӗн коллективӗсене, Светлана Карамаликова преподавателе, Мария Адюковӑпа Анастасия Архипова вӗренекенсене (Елчӗк шкулӗ), Андрей Мисякова (Елчӗк), Александр Журавлева (Ҫӗнӗ Эйпеҫ), Николай Енедерова (Тӑрӑм), Николай Чернова (Тӳскел), Андрей Смирнова (Патреккел) округ администрацийӗн Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.
Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тата Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ паттӑр ентешсен сӑнӗсем умлӑн-хыҫлӑн куракан умне тухса пынӑ май, «Если б не было войны» (солистки Ольга Архипова) юрӑ юхӑмӗпе ачасем салтак пиншакӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе хӑйсен ҫумне чӑмӑртаҫҫӗ.
Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк салинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ Пантелеймон Архипович Архипова халаллатӑп.
Хӳреллӗ пӑнчӑ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Ирина билетсем тата ӑс паракансем текен вырӑнсене ӑнлансах ҫитереймерӗ пулсан та, Архипова вӑл ытларах хисеплеме, шанма пуҫларӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Хӑв мӗн шутлатӑн, ҫавна тӗп инженера пӗлтер, — шӑппӑн хушрӗ Архипова трубкине ӑна парса.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Сумлӑ йышра — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри библиотекарь Светлана Акшарова, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн преподавателӗ Анна Апатина, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн илемлӗ литературӑпа ӳнер пайӗн тӗп библиотекарӗ Вера Архипова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртри культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи Анна Николаева, Шупашкарти агрегат завочӗн «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Александр Павлов, Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ вулавӑшӗн пай заведующийӗ Ольга Соколова, Улатӑр хулинчи культура керменӗн халӑх драма театрӗн ертӳҫи Галина Сурова.
Тава тивӗҫлӗ ят панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33504.html
«Островок» ушкӑн (Валерия Григорьева, Татьяна Григорьева, Анастасия Евдокимова, Кристина Краснова, Ксения Скворцова, Аделина Архипова, Юлия Степанова) кунта та I тата II степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ.
Ташӑра та маттур, юрӑра та сатур // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d1%82%d0%b ... %83%d1%80/
Хӗрарӑмсен канашӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Василиса Архипова пурне те тӑнӑҫ пурнӑҫ сунчӗ.
Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html
Кунта район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Петр Павлов, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем Марина Леонтьевӑпа Василиса Архипова, районти Централизациленӗ клуб тытӑмӗн директорӗ Иван Никифоров, «Единая Россия» политика партийӗн пайташӗсем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, медицина тата культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.
Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html
Ҫынсем каланине тӗпе хурса фельдшерпа акушер пункчӗсене ҫынсене кирлӗ эмелсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва та пӑхса тухаҫҫӗ, - каласа парать районти тӗп больницӑн врачӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Василиса Архипова.
ФАПсем те пулӗҫ, ҫӗнӗ амбулаторисем те // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/fapsem-te-pulec,- ... em-te.html
Жюри членӗсем кашни пикене ятарлӑ номинаци парса чысларӗҫ, Шӑхасан хӗрӗ Анна Архипова пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнине, Татьяна Максимова (Чакаҫ) — иккӗмӗш пулнине, Татьяна Кузьмина (Сиккасси) виҫҫӗмӗш вырӑна тухнине палӑртрӗҫ.
Кашни пике ятарлӑ номинацие тивӗҫрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... ec%d1%80e/
Кунтах Елчӗкри искусство шкулӗнчи Римма Парферьева педагог ертсе пыракан ҫамрӑк ӳнерҫӗсем — Елизавета Мурзакаева, Ксения Агеева тата Екатерина Архипова мастер-класс кӑтартаҫҫӗ.
Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06
— Пӗлместӗн? — хаяррӑн кӑшкӑрса ярать те Сероштан, Архипов ҫинеллех пыма тӑрать, анчах, офицера чалӑшшӑн пӑхса илсе, пуҫне ҫех сулкалать тата Архипова хӑрушӑ куҫ туса кӑтартать.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
ЧНК культура комитечӗн председателӗ Вера Архипова уява пуҫтарӑннисене тав сӑмахӗ каларӗ, проект чӑн та ӑнӑҫлӑ ӗҫленине, халӑха кирлӗ пулнине палӑртрӗ.
Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html
Конгресс вице-президенчӗ, ӗҫ тӑвакан комитет председателӗ Анатолий Ухтияров, «Чӑваш хӗрарӑмӗ», культура комитечӗсен председателӗсем Юлия Мареева, Вера Архипова.
Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html
Олимпиадӑра марафонта чупса бронза медале ҫӗнсе илнӗ Татьяна Архипова тата Паралимп вӑййисенче чупса виҫӗ хут чемпион пулса тӑнӑ Елена Иванова хӑйсен хушамачӗсене тӗнчери спорт ҫул ҫыравне ҫырса хучӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
ЧНК 15 ҫул тултарнӑ май чӑвашлӑх ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн унӑн президентне Г.Архипова РФ Регионсен аталанӑвӗн министерствин Хисеп хучӗпе чысларӗ.
Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Геннадий Архипова тус-юлташӗ, унпа пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ общество хастарӗсем аса илчӗҫ.
Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Ӑна Геннадий Николаевичӑн мӑшӑрӗ Ирина Архипова тата Етӗрне районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин уҫрӗҫ.
Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Чӑваш халӑхӗшӗн нумай ӗҫ туса хӑварнӑ Геннадий Архипова асӑнса Етӗрне хулинчи вӑл пурӑннӑ ҫуртра ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Асӑну хӑми ҫакрӗҫ.
Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
- 1
- 2