Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Антоныч (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав «ученӑй советсенче» Николай Антоныч та сӑмахсем тухса калать, ун сӑмахӗсенче эпӗ тахҫанхи тавлашу ҫинчен пыракан сасса та илтетӗп, ҫав тавлашусенчех иртнӗ вӑхӑта эпӗ халь те астӑватӑп, ун чухнечче-ҫке, шурӑ питлӗ хӗрарӑма чулпа сарнӑ сивӗ картишне ҫӗклесе тухрӗҫ те ӗмӗрлӗхех ӑна килтен илсе кайрӗҫ.

На «учёных советах» он произносит речи, и в этих речах я нахожу следы старого спора, окончившегося в тот день и час, когда женщину с очень белым лицом вынесли на холодный каменный двор и навсегда увезли из дома.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч тӑрӑшнине тивӗҫлипех хакланӑ, унӑн «Пӑрсен тӗнчинче» ятлӑ кӗнекине ачасем валли те, пысӑккисем валли те ҫулсеренех кӑларса тӑраҫҫӗ.

Заслуги Николая Антоныча оценены по достоинству; книга «В ледяных просторах» издаётся каждый год для детей и для взрослых.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртнӗ ҫулхине эпир ун патӗнче виҫҫӗн хӑна пултӑмӑр: Николай Антоныч та асанне тата эпӗ; асанне ҫавӑн чух ҫӗрӗпех темиҫе хут та асӑнтаркаларӗ, Ромашов унтан хӗрӗх тенкӗ илнӗччӗ те ҫаплах параймасӑр тӑратчӗ.

В прошлом году мы были у него в гостях втроём: Николай Антоныч, бабушка и я, и бабушка, между прочим, весь вечер намекала, что он взял у неё сорок рублей и не отдал.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрӑм коридор тӑрӑх вӗсем алла-аллӑн тытӑнса хуллен ҫеҫ утрӗҫ, Николай Антоныч пӗр минутлӑха ҫеҫ чарӑнса тӑчӗ.

Они медленно шли под руку вдоль длинного коридора, и только на одну минуту Николай Антоныч остановился.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Николай Антоныч нимӗн туйман пек мал еннелле пӑхса тӑчӗ.

Но, как бесчувственный, стоял, глядя прямо перед собой, Николай Антоныч.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Николай Антоныч патне пырса темӗн пӑшӑлтатасшӑнччӗ.

Он бросился было к Николаю Антонычу и стал ему что-то шептать.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч чӗнмерӗ.

Николай Антоныч молчал.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Николай Антоныч, — терӗм эп питӗ лӑпкӑн, — эсир айӑплӑ иккенне пӗтӗм этемлӗх умӗнче кӑтартас пирки хам ӗмӗре ирттерӗп тесе ан шутлӑр эсир ман ҫинчен.

– Николай Антоныч, – сказал я очень спокойно, – не думайте, что я намерен отдать всю жизнь, чтобы убедить человечество в том, что вы виноваты.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашка ун умне сиксе тӑчӗ те пулӑша пуҫларӗ, анчах Николай Антоныч каллех ун аллине тӗксе ячӗ.

Ромашка подскочил и помог ему, но Николай Антоныч снова отстранил его руки.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч йӗрсе ячӗ.

Николай Антоныч заплакал.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч хӑй тӑванӗ ҫинчен калаҫнӑ чух кирек хӑҫан та тӑванне хисеплес кӑмӑлпа тӑнине астутарасшӑнччӗ эпӗ, анчах вӑл мана калама памарӗ.

Я хотел напомнить Николаю Антонычу, что он не всегда был такого высокого мнения о своем брате, но он не дал мне заговорить.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Николай Антоныч ун аллине тӗксех пӑрчӗ, стаканри шыв та кавир ҫине тӑкӑнчӗ.

Но Николай Антоныч с силой отвел его руку, и вода пролилась на ковер.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Николай Антоныч, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — ан вӑркатӑрах ӑшӑра.

– Николай Антоныч, – пробормотал он, – вам нельзя волноваться.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч ҫаплах пӑхса тӑчӗ.

Николай Антоныч все смотрел.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Николай Антоныч, — каллех хӑйне хӗрхенессе кӗтсе мӑкӑртатрӗ Ромашка.

– Николай Антоныч, – снова жалостно пробормотал Ромашка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч асне илнӗ пек туса малалла ярса пусрӗ те Ромашка ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Как будто очнувшись, Николай Антоныч сделал шаг вперед и уставился на Ромашку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Николай Антоныч! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Ромашка.

– Николай Антоныч! — вдруг закричал Ромашка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч ҫаплах алӑк патӗнче тӑрать — вӑл яштака, тӗлӗнмелле яштака ҫын, пальтопа, шӗлепкине аллипе тытнӑ.

Николай Антоныч все стоял у порога – очень прямой, удивительно прямой, в пальто и со шляпой в руке.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ, Николай Антоныч, — терӗм эпӗ питӗ лӑпкӑн, — ҫак гражданина эсир мӗн тесен те лайӑх паллатӑр.

– Вот, Николай Антоныч, – продолжал я очень спокойно, – вам, без сомнения, известен этот гражданин.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ыра сунатӑп, Николай Антоныч, — терӗм эпӗ.

– Здравствуйте, Николай Антоныч! — сказал я.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней