Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Аникушкӑна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӗнтӗ хальхи Аникушкӑна — вилнӗскерне, пуҫне имӗрсе тӑкнӑскерне — ниепле те ӑса илме пултараймарӗ.

Никак не мог представить себе теперешнего Аникушку — бездыханного, с размозженной головой.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка кӗҫех Филоново патӗнчи фронтран ҫапӑҫура вӗлернӗ виҫӗ казака — Аникушкӑна, Христоньӑна, унтан тата хуторӑн леш вӗҫӗнчи тепӗр вунҫичӗ ҫулхи йӗкӗте хурса таврӑнни ҫинчен пырса пӗлтерчӗ.

Вскоре Дуняшка вернулась с известием, что с Филоновского фронта привезли трех убитых казаков — Аникушку, Христоню и еще одного, семнадцатилетнего парнишку с того конца хутора.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Казаксем умӗнче сӑмах тапратас темерӗ, Аникушкӑна аяккарах ҫавӑтса кайрӗ, вара тин каларӗ:

При казаках не стал говорить, а отвел его в сторону, попросил:

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ыйхӑсӑр аптранипе шывланакан тӑртанчӑк куҫӗсене хӗстерсе, вӑл хумханса ларакан йывӑҫсен тӑлпаланчӑк йӑмӑх ҫутӑ ҫулҫисене, ҫил шӑртлантарнӑ шурӑ ҫилхеллӗ пӗлӗтсене иккӗленсе сӑнарӗ, вӑрман кашласа шавланине итлекелерӗ, ҫӗрпӳртсем патӗнчен иртсе, Аникушкӑна шырама кайрӗ.

Щуря слезящиеся, опухшие от бессонницы глаза, недоверчиво оглядел взлохмаченную, ослепительно яркую листву колеблющихся деревьев, вздыбленные ветром белогривые облака, послушал ропщущий лесной шум и пошел мимо землянок разыскивать Аникушку.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан сотня командирӗ Аникушкӑна патронсем патне Вешенскине ярас пирки илтрӗ те икӗ талӑк хушшинче пуҫласа ҫӗрпӳртрен тухрӗ.

А потом прослышал, что сотенный командир посылает Аникушку в Вешенскую за патронами, и впервые за двое суток вышел из землянки.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий йӗнер ҫинчен анчӗ те хӑй патне пырса тӑнӑ Аникушкӑна чӗлпӗр тыттарчӗ, аякранах хыпаланса тӗнкӗлтетекен ашшӗне курчӗ.

Григорий спешился, передал поводья подошедшему Аникушке, еще издали увидел торопливо хромавшего отца.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Виҫӗ казака — Аникушкӑна, Мартын Шамильпе Прохор Зыкова — Григорий хутор патне ячӗ.

Трех казаков — Аникушку, Мартина Шамиля и Прохора Зыкова — Григорий послал к хутору.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Аникей, асӑрха-ха ман лашана, — каласа хӑварчӗ вӑл учӗ патӗнче кускаласа ҫӳрекен Аникушкӑна.

— Аникей, пригляди за моим конем, — попросил он топтавшегося у лошадей Аникушку.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ятлаҫа-ятлаҫа турткалашакан Аникушкӑна вӑйпах хӗрарӑм кӗпи тӑхӑнтарасшӑн тӗрмешсе, казаксем чарӑна пӗлмесӗр ахӑлтатса кӗҫенеҫҫӗ.

Силком обряжая ругавшегося Аникушку, ржали так смачно и густо.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем, ҫӑвар туллин ахӑлтатса, Аникушкӑна ҫӗклесе тӑратрӗҫ те хыҫалта темиҫе тӗлтен ҫунса шӑтнӑ вӗр-ҫӗнӗ шӑлаварӗпе аркисем ӗнсе кайнӑ ватка пиншакне вӑрахчен ҫурта ҫутинче ҫавӑркаласа пӑхрӗҫ.

Аникушку с хохотом подняли, при свете свечного огарка долго оглядывали новехонькие шаровары, насмерть сожженные сзади, и края припаленной ватной теплушки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дон хӗррине аннӑ ҫӗрте вӗсем Аникушкӑна хуса ҫитрӗҫ.

У спуска к Дону догнали Аникушку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней