Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Иерусалимра Иуда ывӑлӗсенчен, Вениамин ывӑлӗсенчен, Ефрем ывӑлӗсенчен тата Манассия ывӑлӗсенчен пурӑннӑ ҫынсем ҫаксем: 4. Уфай, вӑл — Аммиуд ывӑлӗ, Аммиуд — Омри ывӑлӗ, Омри — Имрий ывӑлӗ, Имрий Ваний ывӑлӗ пулнӑ, Ваний вара — Фарес тӑхӑмӗ, Фарес — Иуда ывӑлӗ; 5. Шилон ывӑлӗсем — малтанхи ывӑлӗ Асаия тата унӑн ывӑлӗсем; 6. Зара ывӑлӗсем — Иеуил тата унӑн тӑванӗсем — ултҫӗр тӑхӑрвуннӑн; 7. Вениамин ывӑлӗсем — Саллу, вӑл Мешуллам ывӑлӗ пулнӑ, Мешуллам — Годавия ывӑлӗ, Годавия — Гассенуя ывӑлӗ; 8. Иерохам ывӑлӗ Ивния, Эла — Михрирен ҫуралнӑ Уззий ывӑлӗ, Мешуллам, вӑл Шефатия ывӑлӗ пулнӑ, Шефатия — Регуил ывӑлӗ, Регуил — Ивния ывӑлӗ; 9. хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, пиччӗшӗ-шӑллӗсем тӑхӑрҫӗр аллӑ улттӑн — ҫак арсем пурте хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Улам ывӑлӗсем вӑрҫа хастар, ухӑпа перекен ҫынсем пулнӑ, вӗсен нумай-нумай ывӑл-мӑнук пулнӑ: ҫӗр аллӑ таран.
1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Манассия вуниккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл аллӑ ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хефциба.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Азария — Иудея патши — аллӑ иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факей, Ремалия ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ҫирӗм ҫул хушши патша пулнӑ; 28. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑйӗн улпучӗсенчен пӗри, Ремалия ывӑлӗ Факей, ӑна хирӗҫ кавар тунӑ, Галаад ҫыннисене хӑйпе пӗрле аллӑ ҫын илсе, вӑл ӑна тата унпа пӗрле пулнӑ Аргова, Арие Самарире патша керменӗн пӳлӗмӗнче вӗлернӗ, вара ун вырӑнне патшана ларнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ассири патшине памалли кӗмӗле Менаим Израиль ҫыннисенчен, мӗнпур пуянран пуҫтарнӑ, кашнийӗн аллӑ сикль памалла пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Азария, Амасия ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ; 2. патшана ларнӑ чухне вӑл вунулттӑра пулнӑ, Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул хушши патша пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иоахазӑн пӗтӗмпе те аллӑ юланут, вунӑ ҫар урапи тата вунӑ пин ҫуран ҫар ҫынни ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ыттине пӗтӗмпех Сири патши пӗтернӗ, вӗсене ӗнтӗ ура айӗнчи мӑшкӑл тусанӗ туса хӑварнӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ аллӑ ҫын янӑ, вӗсем виҫӗ кун хушши шыранӑ, ӑна тупайман, 18. шыраканӗсем Елисей патне Иерихона таврӑннӑ, вӑл вӗсене: эпӗ сире: «ан ҫӳрӗр» терӗм мар-и? тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӗнтӗ ун патне пынӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, 16. вара каланӑ ӑна: акӑ пирӗн, санӑн чурусенӗн, аллӑ ҫын пур; пурте вӑйлӑ вӗсем; кайччӑр та сан хуҫуна шыраччӑр вӗсем; Турӑ Сывлӑшӗ ӑна илсе кайрӗ пулӗ те пӗр-пӗр ту ҫине е пӗр-пӗр айлӑма ӳкерсе хӑварчӗ пулӗ, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен хыҫӗнчен пынӑ пророксен ывӑлӗсем — аллӑ ҫын — аякра вӗсем тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ, кусем иккӗшӗ Иордан хӗрринче тӑнӑ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав виҫҫӗмӗш алпӳ Илия умне чӗркуҫленсе ларнӑ та тархасласа каланӑ: Турӑ ҫынни! манӑн чунӑмран та, чурусен — ҫак аллӑ ҫыннӑн — чунӗсенчен те ан йӗрӗнсемччӗ; 14. акӑ тӳперен вут-ҫулӑм анса унчченхи алпӳсене иккӗшне те мӗнпур ҫыннипе пӗрлех ҫунтарса ячӗ; халӗ манӑн чунӑма хӗрхенсемччӗ, тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патша ӗнтӗ виҫҫӗмӗш алпӗве аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ.13. И еще послал в третий раз пятидесятника с его пятидесятком.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳперен Турӑ вут-ҫулӑмӗ аннӑ та ӑна та, унӑн аллӑ ҫыннине те ҫунтарса янӑ.И сошел огонь Божий с неба, и попалил его и пятидесяток его.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Илия ӑна хуравласа каланӑ: эпӗ Турӑ ҫынни пулсассӑн, тӳперен вут-ҫулӑм антӑр, сана хӑвна та, санӑн аллӑ ҫыннуна та ҫунтарса ятӑр, тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патша ӗнтӗ ун патне тепӗр алпӗве аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ.11. И послал к нему царь другого пятидесятника с его пятидесятком.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳперен вут-ҫулӑм аннӑ та вара ӑна та, унӑн аллӑ ҫыннине те ҫунтарса янӑ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Илия алпӗве хуравласа каланӑ: эпӗ Турӑ ҫынни пулсассӑн, тӳперен вут-ҫулӑм антӑр, сана хӑвна та, санӑн аллӑ ҫыннуна та ҫунтарса ятӑр, тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Илия халӑха тата каланӑ: Ҫӳлхуҫа пророкӗ пӗр эпӗ анчах юлтӑм, Ваал пророкӗсем вара тӑватҫӗр аллӑ ҫын [тата Астарта пророкӗсем тӑватҫӗрӗн]; 23. ӗнтӗ пире икӗ пӑру паччӑр, пӗр пӑрӑвне вӗсем суйласа илччӗр, ӑна пусчӑр та вутӑ ҫине хуччӑр, анчах вутне ан тивертчӗр; эпӗ вара тепӗр пӑрӑвне тирпейлесе вутӑ ҫине хурӑп, эпӗ те вут тивертмӗп; 24. эсир хӑвӑр туррӑра кӗлтӑвӑр, эпӗ хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑма кӗлтӑвӑп.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Илия каланӑ: эпӗ мар пӑлхататӑп Израиле, пӑлхатаканӗсем — эсӗ те сан аҫу йӑхӗ: эсир Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесене вырӑна хумарӑр, эсир Ваал хыҫҫӑн каятӑр; 19. ӗнтӗ ман патӑма Кармил тӑвӗ ҫине пӗтӗм Израиле пуҫтарса яр, тата Иезавель ӗҫми-ҫимипе пурӑнакан пророксене — Ваалӑн тӑватҫӗр аллӑ пророкӗпе Астартӑн тӑватҫӗр пророкне — пуҫтарса яр, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.