Поиск
Шырав ĕçĕ:
109. Манӑн чунӑм яланах хӑрушлӑх аллинче, ҫавах Санӑн саккунна манмастӑп.109. Душа моя непрестанно в руке моей, но закона Твоего не забываю.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ӗнтӗ тӑшманӗсем вӗсене хӗсӗрленӗ, вӗсем ҫавсен аллинче йӑвашланнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн аллинче — ҫӗрӗн тӗпӗ-йӗрӗ, тусен тӑррисем те — Унӑнах; 5. тинӗс те — Унӑнах, Вӑл пултарнӑ ӑна, типӗ ҫӗре те Унӑн аллиех пултарнӑ.
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Паттӑр чӗреллисем тупӑш пулчӗҫ, тарӑн ыйха путрӗҫ, пӗр ар аллинче те вӑй-хӑват пулмарӗ.6. Крепкие сердцем стали добычею, уснули сном своим, и не нашли все мужи силы рук своих.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрланакансене: «ан ӑссӑрланӑр» тетӗп, усал ҫынсене калатӑп: «мӑйракӑра ан ҫӗклӗр, 6. мӑйракӑра ҫӳлех ан ҫӗклӗр, чурӑс ан калаҫӑр» тетӗп: 7. ҫӗкленесси тухӑҫран та, анӑҫран та, пушхиртен те мар, 8. сут тӑваканни — Турӑ: Вӑл пӗрне ӳкерет, тепӗрне ҫӗклентерет: 9. курка — Ҫӳлхуҫа аллинче, куркара эрех вӗрет, унта темӗн те хутӑштарнӑ, Вӑл ҫав куркаран яра-яра парать.
Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Турӑ пирӗншӗн — ҫӑлакан Турӑ; вилӗм хапхи — Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа аллинче.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Чунӑма ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле, пурӑнӑҫӑма юн тӑкакан ҫынсемпе пӗрле ан пӗтерсем: 10. вӗсен аллинче усал ӗҫ, вӗсен сылтӑм алли вӗҫсӗр сӗрев илсе тӑрать.
Пс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл юра: «ҫӗр ҫине ҫу» тет; йӗпхӳ ҫумӑр та, шавкама ҫумӑр та Унӑн аллинче.6. Ибо снегу Он говорит: будь на земле; равно мелкий дождь и большой дождь в Его власти.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл Хӑй аллинче ҫиҫӗм тытса тӑрать, кама аҫа ҫапмаллине тӗллесе кӑтартать.32. Он сокрывает в дланях Своих молнию и повелевает ей, кого разить.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ: «Ӑна курмастӑп» терӗн пулин те, сана сут тӑвасси Ун аллинче — кӗтсех тӑр.14. Хотя ты сказал, что ты не видишь Его, но суд пред Ним, и - жди его.
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сире Турӑ аллинче мӗн пуррине пӗлтерем; Пурне те Тытса Тӑракан ирӗкӗнче мӗн иккенне пытарса тӑмӑп.11. Возвещу вам, что в руке Божией; что у Вседержителя, не скрою.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Савхея ҫынни Вилдад ҫапла хуравласа каланӑ: 2. пӗтӗм тӗнче — Турӑ аллинче, пӗтӗм тӗнче Унран хӑраса тӑрать; Вӑл ҫӳл тӳпере йӗрке туса тӑрать!1. И отвечал Вилдад Савхеянин и сказал: 2. держава и страх у Него; Он творит мир на высотах Своих!
Иов 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унӑн аллинче — хӑватлӑхпа ӑслӑлӑх, аташакан та, аташтаракан та — Унӑн умӗнче.16. У Него могущество и премудрость, пред Ним заблуждающийся и вводящий в заблуждение.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӗнчере мӗн пурӑнаканӗ, пур этем сывлӑшӗ те — Унӑн аллинче.10. В Его руке душа всего живущего и дух всякой человеческой плоти.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хурах пусакансен чатӑрӗсем пӗр шиксӗр лараҫҫӗ, Турра ҫиллентерекенсен чатӑрӗсемшӗн те хӑрушлӑх ҫук, вӗсен хуҫисем Турра хӑйсен аллинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ тейӗн.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗннӗ ҫӗре ҫитсен, вӑл халӑх хушшинчи пӗр ҫын аллинче Олоферн пуҫне курсан ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та шалтӑрах вӑйран кайнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Сисинни Дарие ҫырса янӑ ҫырӑва ӳкерсе илни: «Сирипе Финикия ҫӗрне тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсем, Дарий патшана савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 8. Патша хуҫамӑр пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир, Иудея ҫӗрне ҫитсе Иерусалим хулине кӗрсессӗн, Иерусалим хулинче иудейсен тыткӑнран таврӑннӑ аслӑ ҫыннисене куртӑмӑр, 9. вӗсем Ҫӳлхуҫа валли чутласа якатнӑ хаклӑ чулсенчен, стенисене йывӑҫ хывса, ҫӗнӗ пысӑк Ҫурт тӑваҫҫӗ; 10. ку ӗҫе тӑрӑшса тӑваҫҫӗ, ӑнса пырать ӗҫ вӗсен аллинче, питӗ чаплӑ та тӗплӗ тӑваҫҫӗ. 11. Вара эпир ҫак аслӑ ҫынсенчен: «ҫак Ҫурта, ҫак ӗҫе эсир кам хушнипе тӑватӑр?» тесе ыйтрӑмӑр.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша вара пулни-иртнине ҫырса пыракана Рафима, Веелтефма, Самеллий ҫыруҫӑна тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсене — Самарире, Сирире, Финикийӑра пурӑнакансене — ҫапла хуравласа ҫырса янӑ: 26. «ман патӑма янӑ сирӗн ҫырӑва вуласа тухрӑм та тӗрӗслеме хушрӑм; вара ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ку хула авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑрать, 27. ҫыннисем те кусем унта пӑлхавпа вӑрҫӑ ҫӗклесех тӑраҫҫӗ, Иерусалимра вӑйлӑ та хӑватлӑ патшасем те пулнӑ, вӗсем Келе-Сирие, Финикийӑна хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ, вӗсенчен хырҫӑ пуҫтарнӑ. 28-29. Патшасене ан канӑҫлантарччӑр тесе, урӑх нимӗн те ан туччӑр, вӗсен усал шухӑшлӑ ӗҫӗ-тӗллевӗ ӑнӑҫуллӑ ан пултӑр тесе, халӗ эпӗ ҫав хулана юсакансене чарса лартма, вӗсене сӑнасах тӑма хушрӑм».
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене тӳлесе илме аллӑмӑрта нимӗнле вӑй та ҫук; пирӗн уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисем те урӑххисен аллинче, терӗҫ.Нет никаких средств для выкупа в руках наших; и поля наши и виноградники наши у других.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир Иудея ҫӗрне аслӑ Туррӑн Ҫурчӗ патне кайса килтӗмӗр; Ҫурта шултӑра чултан купалаҫҫӗ, стенисене йывӑҫ та хывса хӑвараҫҫӗ; хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ, ӑнса пырать ку ӗҫ вӗсен аллинче. 9. Эпир вӗсен аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтрӑмӑр: «ку Ҫурта тума, ӑна туса лартма кам ирӗк панӑ сире?» терӗмӗр.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.