Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Авланма (тĕпĕ: авлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Иван Никифоровича питӗ лайӑх пӗлетӗп, вӑл авланма ӗмӗт тытманнине те калама пултаратӑп.

Я очень хорошо знаю Ивана Никифоровича и могу сказать, что он даже не имел намерения жениться.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Пӗри вара ӑна: «Эй, тӑванӑм, — тесе кӑшкӑрать, — пулас арӑму чипер пулин те, авланма ан васка, ӗлкӗрӗн-ха венчете кайма!

Тут кричит ему один: «Эй, браток, хоть невеста и хороша, не торопись со свадьбой, успеешь обвенчаться!

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Авланма? — ытла та кӗтмен ҫӗртен персе аннӑран ку тӗлпулу — тӑрук нимӗн те калама аптӑрарӗ Виталий: чӗлхи те, ҫӑвар маччи ҫумнех ҫыпҫӑнса, тӑнк! хытрӗ унӑн; калаҫас тет — мӑкӑл-мӑкӑл ҫеҫ хӑйпӑнкалать сӑмаххи.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑҫан авланма шутлатӑн-ха, шӑллӑм?

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Асли, ав, Чулхулара, систерсе хума та ӗлкӗрнӗ, пӗлтерет: чипер хӗр тупӑннӑ иккен ун тӗлне, авланма шухӑш тытнӑ, килйышланать — часах туйне йыхравлама пулать.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

 — Хӑй авланма килнӗ тата!

 — Вот так жених!

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

— Тур пӗлет вӗсене, ку вӑрттӑн ӗҫ; Петр Васильевич ӑна ҫине тӑрсах авланма ӳкӗтленине кӑна пӗлетӗп, атте авланасшӑн пулман, унтан ӑна темле шухӑш пырса кӗнӗ, рыцарьле хӑтланма шут тытнӑ, — вӑрттӑн ӗҫ.

— Это темная история, бог их знает; я знаю только, что Петр Васильевич уговаривал его жениться, требовал, что папа не хотел, а потом ему пришла фантазия, какое-то рыцарство, — темная история.

XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ун чухне пиртен хӑшне те пулин авланма юрамӗччӗ.

Тогда кому-нибудь из нас ведь нельзя бы было жениться.

XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Василий авланни ҫак телейсӗр хӗрӳллӗ юратуран мана йӑлтах сыватса ҫитерчӗ, ӑна авланма хӑй сӗннипе аттерен эпӗ ирӗк ыйтса илтӗм.

Окончательно же исцеляет меня от этой несчастной страсти женитьба Василья, для которой я сам, по просьбе его, испрашиваю у папа позволения.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хула хӗрринче пахчаллӑ ҫурт туянмасӑр, хӑй аллипе хӑйне килӗшмелле сӗтел-пукансем тумасӑр авланма шутламан вӑл: пӗтӗмпех йӗркелесе ҫитерсен тин киле ҫамрӑк арӑм ҫавӑтса пыма шутланӑ вӑл.

Джурдже решил, что не женится и не приведет молодую, пока не купит дом с садиком на окраине и не обставит его по собственному вкусу.

6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тунтикун ҫанталӑк тӳлек, уяр тӑчӗ; сивӗ ҫӗркаҫиччен урамсенчи пылчӑка типӗтсе шӑнтса лартнӑ, — пӗчӗкҫеҫ хула симӗсрех тӗслӗн курӑнакан тӳпе айӗнче, авланма хатӗрленнӗ каччӑ пек, уяв чухнехилле тап-тасан ҫутӑлса ларать.

Понедельник был тихий, ясный; за ночь мороз подсушил грязь улиц, городок стоял под зеленоватым куполом неба празднично чистенький — точно жених.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Чиркӳ священниксене авланма ирӗк паманнишӗн питех те кӳренмелле ӗнтӗ.

Мне кажется, нужно жалеть о том, что церковь запрещает священникам жениться.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пӗр-ик минут хушши унӑн чӑрмалакан, кукӑр-макӑртарах сӑмахӗсене итленӗ хыҫҫӑн Яков тӑрса ларчӗ, пирусне урайне пӑрахрӗ те, пушмакне тӑхӑннӑ май, ассӑн сывласа илсе: — Санӑн лайӑх кӑмӑла пӑсас йӑлуна ӑнланмастӑп эпӗ! Эсӗ пӗлетӗн вӗт-ха: атте вилмесӗр авланма пултараймастӑп эпӗ… — терӗ.

Послушав минуту, две её царапающие, крючковатые слова, Яков сел, бросил папиросу на пол и, надевая ботинки, сказал, вздохнув: — Не понимаю твоей привычки портить хорошее настроение! Ведь ты знаешь: я не могу жениться, пока отец не помер…

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ашшӗ Якова: — Мӗн эсӗ аннӳнтен мӑшкӑллатӑн? Сана авланма вӑхӑт! — тенӗ.

Отец сказал Якову: — Ты что насмехаешься над матерью? Жениться тебе — пора!

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӑл ман юлташӑн йӑмӑкӗ, пурте пире лайӑх мӑшӑр тесе мухтатчӗҫ, авланма сӗнетчӗҫ.

Она — сестра моего товарища, и все говорили нам, что мы хорошая пара, советовали жениться.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Тумтир чӑн лайӑххине парӑп: черккес сӑхманӗ парӑп, атӑ парӑп, авланма та юрӑхлӑ пулӗ.

— Одежу самую лучшую дам: и черкеску, и сапоги, хоть жениться.

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Сана авланма мар, пӗлӗт хураллама ҫеҫ хушмалла!

Тебе не жениться, а в куклы играть!

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Авланма шутламастӑн пулӗ те?

Не жениться ли собираешься?

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Авланма хатӗрленекен каччӑн ҫураҫнӑ хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗпе паллашмалла.

Молодой человек, который собирается жениться, должен познакомиться с родителями своей невесты.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

— Тинӗс ҫыннин авланма юрамасть, тинӗс ҫыннин арӑмӗ — тинӗс.

— Моряку нельзя жениться, у моряка жена — море.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней