Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ те, ҫӑпан пит-куҫа йӳҫӗхтермеллех ыратать пулин те, хама ӑсра Лев Яшин вырӑнне картса, вратарь тивӗҫне чиперех пурнӑҫлатӑп: хирӗҫли командӑри юлташӑмсем ман еннелле пунк! та пунк! кисекен мечӗке (вӑл явкайри «тутӑх тивнӗ» тӗксӗм сарӑ хӗвел тӗслех иккен!) хам хапханалла йӑлттӑм кусма е пуля пек вирхӗнме парас мар тесе, е кирлӗ пек манерленсе, малалла курпунланса, ӳпӗнерех вырӑнтах юлатӑп, е, кил-ҫурта сыхлама кӑкарнӑ сӑнчӑрти талпӑнса вӗрекен лайка евӗр, аллӑмсене палкаса ҫунакан хуранай ҫулӑмӗн йӑлхахӗсем пек вӑлт та валт ывӑта-ывӑта, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле «хум яратӑп», «сирпӗнкелетӗп».
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
«Сталин» васкамасӑр, ҫав-ҫавах малалла ӳпӗнерех, тигр пек ҫемҫен пускаласа утать.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Ҫакна кура ыттисем те хӑйсен куҫӗсене кӗрнеклӗ, хула урамне ӳпӗнерех утӑмласа виҫекен арҫын ҫинелле вӗҫтерчӗҫ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Улттӑмӗшӗ — Александр Яковлевич Пархоменко — чи кайран, йывӑр пулемет лентисем ҫакнӑскер, ӳпӗнерех утса пырать.Шестой — Александр Яковлевич Пархоменко — плелся позади, согнувшись под тяжестью пулеметных лент.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫӳрессе Павел Данилович, кайӑк пуҫӗ евӗрлӗ тыткӑчлӑ туя ҫине таянса, пӑртак малалла ӳпӗнерех утать.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Малалла ӳпӗнерех ларнӑ та вӑл, пӗтӗм чун хавалӗпе хӑйне ашшӗ, ывӑлӗ кӗтнӗ ҫӗрелле туртӑнать.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Петя хӑйне пит хӑюллӑ тыткалать, малалла ӳпӗнерех тӑраканскер, халь-халь персе ярассӑн туйӑнать.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Фатых малалла ӳпӗнерех тӑчӗ, вырӑнӗнчен хускалмасӑрах вут еннелле туратсем пӑрахрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анне пӗр хускалмасӑр, кӑшт малалла ӳпӗнерех тӑнӑ та, ҫывхарса килекен «Коля Руднев» ҫине куҫне илмесӗр пӑхать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Праскухинпа Пест вара, казак йӗнерӗсем ҫине ӳпӗнерех ларса, хӑйсене хӑйсем казак вырӑнне хурса-и, тен, ҫул тӑрӑх юрттарчӗҫ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Володя кӑшт ӳпӗнерех ларса, хулӗсене пусӑрӑнтарса, куҫхаршисене пӗрсе тимлӗн итлет, вӑхӑт-вӑхӑт ҫеҫ шӑппӑн «Хм… хм… Ҫапла… Ҫапла…» текелет.
Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӑл шурӑрах сӑнарлӑ, хыткан, витӗр хӑмӑр куҫлӑ, малалла ӳпӗнерех тӑрать.
XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Портретсем, стена ҫинчен вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑксем пек, кӑшт ӳпӗнерех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, параппансем кантӑк янаххисем ҫинче выртаҫҫӗ, пӑтасем ҫинче горнсем ялкӑшаҫҫӗ.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Сулахай аллине упасарри евӗрлӗ темӗнле курӑк тытнӑ хӑй, кӑшт малалла ӳпӗнерех, хуҫи ҫине куҫ илмесӗр пӑхать.
X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Вӑл ҫӳллӗ, ӳпӗнерех панӑскер, аллисене пальто кӗсйине чикнӗ те пӗчӗк Оська ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхать.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Андрей кантраллӑ аллине малалла тӑсса, ӳпӗнерех утнӑ май, сиккелесе ун хыҫҫӑн чупрӗ, Андрей хыҫҫӑн вара пирӗн пӗтӗм команда хускалчӗ, хӑшӗ патак тытнӑ, хӑшӗ хулӑпа, хуралҫӑсем ҫеҫ хӑйсен вырӑнӗнчех юлчӗҫ.
VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Салху, кӑштах ӳпӗнерех ҫӳрет, хӑй шурнӑ, витрина ҫумӗпе майӗпен ҫеҫ иртрӗ те халӑх хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.Сдержанный, бледный, немного наклонясь вперёд, он медленно прошёл мимо витрины и затерялся в толпе.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1