Поиск
Шырав ĕçĕ:
Митька, хӑйӗн ӳпрем те никама пӑхӑнман ӑс-хакӑлӗшӗн пӗрре ҫеҫ мар чӗн пиҫиххи ҫисе курнӑскер, питне ҫынна сума сунӑ чухнехи пек туса улӑштарчӗ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чугун пек ҫирӗп кӗлетки ҫинче кирпӗч тӗслӗ кӗре мӑй ларать, мӑйӗ ҫинче хӗрарӑм сӑнарлӑ, кулӑшла пӗчӗк пуҫ: тӗксӗм питлӗскер, пӗчӗк ӳпрем туталлӑскер; ылтӑн тӗслӗ кӑтра ҫӳҫ тӑрмаланчӑкӗ айӗнчен тӗксӗм куҫсем пӑхаҫҫӗ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чирлӗ хӗр патне таврӑнсан, вӑл ӑна ашшӗ хӑй сӑмахӗ ҫинчех тӑни ҫинчен пӗлтернӗ, — эпӗ шухӑшланинчен те ытларах ӳпрем вӑл, халӗ ӗнтӗ ӑна хирӗҫ хӑратмалли япаласемпе тухас пулать, тенӗ вӑл.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл пур япалана та пӗлнипе, ӑнланнипе мухтанать, хӑйне нихҫан та йӑнӑшман ҫын тесе шутлать, хӑй сӑмахӗ ҫине ҫирӗп тӑрать, ӳпрем, сӑмахпа тӑна кӗртме пулать ӗнтӗ ӑна, анчах час мар.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Макар шуйттан пек ӳпрем вӑл, ват супнӑ фельдшерӗ вара унтан та хушӑрах.Макар упрямый, как черт, а этот старичишка фельдшер и того хуже.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1