Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкнипе (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малти шӑлӗсем ӳкнипе чӗлхи те ют, хӑш-пӗр сӑмахӗ селӗп тухать.

Помоги переводом

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

— Татьяна хӑраса ӳкнипе Ҫтаппан ӑна йӑпатма васкарӗ:

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн хӑва ҫулҫисен мӗлки ӳкнипе ешӗл-симӗссӗн йӑлкӑшакан шывӗнче ҫӗршер те пиншер пулӑ хӗвӗшет.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анаталла пӑхсан, чи малтан, айлӑмра, Атӑла юхса кӗрекен шыв хӗрринче, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ илемлӗ чиркӳ курӑнса кайрӗ, таҫта аякра, сылтӑмра, ҫӳллӗ ҫыран палӑрать, сулахайра куҫпа виҫейми тӑсӑлса каякан хура хӑмӑр вӑрман хыҫӗнчен тин ҫеҫ хӑпарнӑ хӗвелӗн ылтӑн урисем ӳкнипе тӗрлӗрен тӗспе йӑлтӑртатакан мӑнаҫлӑ та хӑватлӑ; шыв таҫта ҫитиех сарӑлса каять те горизонтра ҫухалать.

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Асапланса пӗтнӗ, йӑлт халтан кайнӑ ҫул ҫӳревҫӗсем аптраса ӳкнипе малтанлӑха пӗр-пӗрне сӑмах чӗнме те пултараймарӗҫ — пуҫӗсене сулкаларӗҫ те лач! сурчӗҫ, пуҫӗсене сулкаларӗҫ те лач! сурчӗҫ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тем пекчӗ, тем пекчӗ, — хыпӑнса ӳкнипе мӗнле тав тумаллине те пӗлмерӗ Якӑпта.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Параҫҫӗ, параҫҫӗ, илетпӗр ӑна, — хыпӑнса ӳкнипе иккӗшӗ те пӗр вырӑнтах тӑпӑртатрӗҫ «пӗр ялсем».

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хыпӑнса ӳкнипе пулчӗ ӗнтӗ ку.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аса илтерер: республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтернӗ, пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн электролинисем йывӑҫсем ӳкнипе татӑлма пуҫланӑ.

Напомним, что после пурги и ледяного дождя в республике из-за падения деревьев было оборвано множество электролиний.

Ялсенче каллех ҫутӑ сӳнме пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33727.html

Хытӑ ӳкнипе Ятламас чавсине шӑйӑрттарчӗ пулмалла, анчах ӑна пӑхса илме пултараймарӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кушак ҫав йӗке хӳресене курчӗ те пырса тытма мар, хӑй хӑраса ӳкнипе алӑк патнелле пӗррех ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан, амӑшӗ чирлесе ӳкнипе, Алимпи урӑх вӗренеймерӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Эпӗ, питӗ хӑраса ӳкнипе, чӗтрекен сасӑпа калама пуҫларӑм:

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кам вӑл? — хӑраса ӳкнипе ыйтрӗ Иван пичче.

Помоги переводом

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урамри кӗске курӑк сывлӑм ӳкнипе шурӑ курӑнать, ҫынсем утса кайнӑ ҫӗрте симӗс йӗрсем тӑсӑла-тӑсӑла юлнӑ.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Малтан унӑн пичӗ ҫветтуй сывлӑш ӳкнипе ҫуталса кайрӗ, вара куҫӗ чӑл уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Те кӑкӑрӗ ҫине вут ҫути ӳкнипе, вӑл пӗтӗмпех юнланса пӗтнӗн курӑнать.

Помоги переводом

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Те уйӑх ҫути ӳкнипе, те хӑранипе вӑл кӗл пек шап-шурах курӑнчӗ Ухтивана.

То ли от лунного света, то ли от испуга лицо его было белым, как полотно.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр самантран хӑй ӳкнипе хускатнӑ хумсенчен таҫта аякра чӑмса тухса леш ҫыраналла тапрӗ.

Долго плыл под водой и, вынырнув далеко от береьз, поплыл на другую сторону.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсем (кунта такӑш ял та пур-тӑр) ӗҫе вӗсенчен те маларах пуҫӑннӑ иккен: вӑрман рабочисем кӑшкӑрашнипе тата касса янӑ йывӑҫсем ӳкнипе ухлатса кӑна тӑрать.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней