Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗненмесӗр (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешсем ун ҫине ӗненмесӗр пӑхрӗҫ:

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эхе-хе, тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет, хӗрӗм, эпӗ вара, патька-патша ҫинчен илтнӗ пулсан та ӗненмесӗр пурӑнтӑм.

Помоги переводом

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, шӑллӗ каланине ӗненмесӗр, хӳме шӑтӑкӗнчен хӑй пӑхрӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ вара хам курнине хам ӗненмесӗр тӗлӗнсе ларатӑп.

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Ула Тимӗр ура ҫине сиксе тӑрса ӑна хирӗҫ вирхӗнесшӗнччӗ, анчах, ак тамаша, хӑй курнине хӑй ӗненмесӗр, хусканайми те пулчӗ, чӗлхине те такам суккӑр тӗвӗ тусах ҫыхса лартрӗ тейӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Санӑн мӑшӑру мана ӗненмесӗр, сивлесе, хур туса мана кӳрентермелле ӗҫсем ӗретлеме пуҫласан эпӗ хамӑн хастар та ырӑ пулӑшакана, хӗртсурта (ҫуртрине, хай пӳрене), сирӗн кил-ҫурта пӑрахса кайма хушрӑм…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем ӗненмесӗр пӗр-пӗрин ҫине кӑн-н пӑхса илчӗҫ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Нивушлӗ Фретич чӑнласах ҫав пӑлхава ертсе пырать? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл арӑмӗн сӑмахӗсене ӗненмесӗр.

— Неужели Фретич на самом деле глава восстания? вдруг спросил он недоверчиво.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Федораш!.. — хӑйне хӑй ӗненмесӗр хуллен чӗнчӗ Яков.

— Федораш!.. — не смея верить самому себе, тихо произнес Яков.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем ниепле хута ӗненмесӗр, шалу укҫи илсенех, кӗтекен хаклӑ ҫыннисем валли лесничество лавккинчен мӗн те пулин илсе хуратчӗҫ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Якура ӗненмесӗр тӑма та сӑлтав ҫук.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвах пӗлетӗн, пирӗн прихутра, Элекҫейрен пуҫне, урӑх никамӑн та хуткупӑс пулман, Анук ӑна улаха чӗннӗ тенине те ӗненмесӗр тӑма пултараймарӑмӑр.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши хӑех килмен-ши тесе, кил тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫуккине ӗненмесӗр вите алӑкне уҫса пӑхрӗ те, сасартӑках ывӑннӑ пек пулса, ҫенӗк пусми ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хветут хӑлхисене чӑнках тӑратрӗ, хӑйне хӑй те ӗненмесӗр, сылтӑм алӑ лаппине хӑлхи ҫуначӗ хыҫне хурса тӑнлама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗнле сӑлтав пулнӑ унӑн арӑмне ӗненмесӗр тӑма, унтан та ытларах — чӗрре кӗме, чӑркӑшма?

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ан суеҫтер, — терӗм эпӗ ӗненмесӗр, — мӗнле пулӑ пултӑр халь унта.

Помоги переводом

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Серёжа каланине ӗненмесӗр эпир каллех сӗлӗ куписем хыҫне кайса тепӗр хушӑ сӑнаса тӑтӑмӑр.

Помоги переводом

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Хамӑра хамӑр ӗненмесӗр эпир чӑрӑш патне кайса пӑхрӑмӑр.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

— Нарядне кам парать? — ӗненмесӗр иккӗленчӗ тракторист.

Помоги переводом

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Алимпи чӗри тапма чарӑннӑ пек пулчӗ, вӑл, ӗненмесӗр, ҫырӑва татах тепӗр хут вуларӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней