Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑҫтӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсене список тума кантура чӗнтернипе Григорьев пӗчӗк Долгов хӑш эртеле кӗнине те вӗсене ӑҫтӑ ӑсатнине те курса юлаймарӗ.

А в какую артель угодил Долгов, Григорьев не сумел узнать, так как того вызвали в контору для составления списков.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пирӗн боецсем, хамӑр ҫамрӑк медработниксем Семен Васильевича ҫителӗклӗ таран сыватма пӗлмеҫҫӗ пулӗ тесе шикленсе, хӑш яла ҫитнӗ унта ӑҫтӑ лайӑх хирург пурри ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫларӗҫ.

Бойцы опасались, что наши медработники, девушки, недостаточно опытны, чтобы оказать ему нужную помощь, и на каждой дневке в сёлах расспрашивали население о врачах — нет ли поблизости хорошего хирурга.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ӑҫтӑ пӑта ҫапмалла, ӑҫта ҫӗнӗрен мӗн ӑсталамалла — пур ҫӗрте те ҫыпӑҫуллӑ ун алли.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Анчах эсӗ — ав ӑҫтӑ иккен…

 — А ты, выходит, вот где?..

6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней