Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑшӑнас тесе, ачасем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла чупнӑ, хӑйсем хытӑ кӑшкӑрашнӑ.Стараясь согреться, мальчишки бегали взапуски и громко кричали.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ӑшӑнас тесе, ҫитӗннӗ ҫынсем те, ҫамрӑксем те хӑвӑртрах утаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Ҫавӑн чухлех нумай ишнӗ хыҫҫӑн ӑшӑнас пулать, — асӑрхаттарчӗ вӑл.— После такого марафонского заплыва надо согреться, — серьезно заметил он.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
…Выртса ӗҫленӗ ҫӗртен тӑрсан, хӑвӑртрах ӑшӑнас тесе кӑвайт тавра чупкаланӑ Умара сасартӑк Батманова асӑрхаса илчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кӑшт ӑшӑнас, тумтире типӗтес тесе, кӑвайт ҫунтарнӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Кӑвайтсем хурӑр, вӗсем ӑшӑнас тейӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ачасен хӗлле ӑшӑнас пулать, вӗремен шыв та ӗҫме юрамасть вӗсене.Как же, надо ребятам зимой погреться, да и сырой воды в школе не полагается.
Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл, шав витрине кухньӑна хӑварнӑ та, ӑшӑнас тесе, тӳрех пӳрте кӗнӗ.
9. Ҫемье // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Мӗн чухлӗ те пулин ӑшӑнас тесе, Сашӑпа Митя улӑм ҫинче пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе выртрӗҫ.Прижавшись друг к другу, стараясь хоть немного согреться, Саша и Митя лежали на соломе.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ӑшӑнас тесе, пӗрре утиялпа чӗркенчӗ, унтан каллех крыльца ҫине тухрӗ.Наташа то закутывалась в одеяло, пытаясь согреться, то снова выходила на крыльцо.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Хӗрачасем, ӑшӑнас тесе, сиккелесе малалла чупса кайрӗҫ.
9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Юна кӑштах хускатса ӑшӑнас шутпа Бураков урам тӑрӑх уткаларӗ те хӗрарӑм-дежурнӑй умӗнче чарӑнса тӑчӗ.Чтобы разогнать кровь, Бураков прошелся по улице и остановился около дежурной.
18. Колонист ҫурчӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Бураков хӑйне хӑй: эпӗ ир енне ӑшӑ ҫурта кӗрсе ӑшӑнатӑп-ха, фронтра ҫынсем манран кая мар шӑнаҫҫӗ, анчах вӗсен ӑшӑнас шанчӑк та ҫук, тесе лӑплантарчӗ.
18. Колонист ҫурчӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Кӑштах та пулин ӑшӑнас тесе, вӗсем ҫак халӑх ушкӑнӗнче ҫӳреме пултараймаҫҫӗ, вӗсен умлӑн-хыҫлӑн черетпе тӑсӑлакан юрринче суккӑрлӑхне пула асан тӳсни, нимӗнпе пусарайми хурлӑх илтӗнет.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пуся ӑшӑ ҫинчен ӗмӗтленчӗ, унӑн хӗвел питтине кушак пек хутланса выртса ӑшӑнас, юлашки шӑмӑ таран ӑшӑнас, хӗвелӗн ачаш ӑшшине пӗтӗм кӗлеткипе туяс килчӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Манӑн та ӑшӑнас килет.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Ӑшӑнас килет, — терӗ Наташа.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Утса та пулин кӑштах ӑшӑнас тесе, халех малалла кайма шут тытрӗҫ.Чтобы хоть немного согреться на ходу, решили сейчас же двигаться дальше.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Ӑшӑнас тесе, вӑл, чӗлпӗрсене сулахай аллинчен вӗҫертмесӗр, ишнӗ хушӑра тулхӑркаласа илекен лашисене ҫурма сасӑпа хавхалантарса, сылтӑм аллипе хӑвӑрт авӑсма тытӑнчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн вилес пек ҫывӑрас, питӗ ӑшӑнас килнӗ, анчах вӑл хваттерне каймарӗ, Ванюшӑна Кондратьев пурӑнакан ҫурт патне чарӑнма хушрӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.