Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑша (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара эпӗ те хӑвӑрт сиксе тӑрса тумлантӑм, пӗр стакан ӑша сӗт ӗҫрӗм те правление тухса утрӑм.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Доклада Таня нимӗн шарламасӑр, тимлесе итлерӗ, кашни сӑмахне ӑша илме тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав сӑнчӑр тӑлли чунра чанкӑртатать, ӑша пӑтратать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Никам ҫумне хушма ҫуккипе кӑна ҫиллине ӑша ярса пурӑнать».

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Михха, тус-йышлӑн курӑнма тӑрӑшса, аллине Микулан хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те: — Ельпох та килӗшетӗн эсӗ мана, Микула… Санпала эпӗ ҫӗр ҫинчен, пурин ҫинчен те сӳтсе явма хатӗр. Анчах ура ҫинче калаҫни ӑша кӗмест. Сӗтел хушшинче, пыл сӑра умӗнче чӗлхе ҫаврӑнарах парать, — терӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иртенпе пӗр хӗлхем ӑша илменскерӗн хырӑмӗ выҫнӑ пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай пулмасть шӑтса тухнӑ кантӑр каҫсерен уйрӑмах ӑша кӑтӑклантаракан шӑршӑ сарать.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр эсир ҫеҫ ҫӑлма пултаратӑр пире! — ӑша кайнӑ сасӑпа ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ хӗр.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлашкинчен киле таврӑнас ӗмӗтпе ӑша ҫунтарса Сарри ҫыннисем пачах ҫывӑрайми пулчӗҫ.

Помоги переводом

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл пирӗн ӑша витнӗ.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Борис район масштабӗнче ӗҫлекен ҫын пуласса ӑша та илмен.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Юлташӗсем ташларӗҫ те, юрларӗҫ те, анчах ман ӑша кӗве кӗрсе ларчӗ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эпир те, чӑвашсем, ытти халӑх халапӗсене ӑша хывса ӑс-хакӑла, пӗлӗве пуянлататпӑр, ӳстеретпӗр.

Помоги переводом

Юмах ярса юптарас тетӗр-и? // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе аташать, шыв ӗҫет, ӑша пӗр тӗпренчӗк те яман.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ну, юрӗ, эппин, — терӗ стражник ҫилленсе, — судчен упӑшку пӗр хӗлхем те ӑша ярас ҫук.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кунӗпе ӑша ҫунтарса ҫӳрерӗм.

Помоги переводом

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫанталӑк уяр, ӑша, лӑпкӑ.

Помоги переводом

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Уншӑн мӗн ӑша ҫунтармалли пур?

Помоги переводом

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑша яман виҫӗ кун Пӗр тӗпренчӗк ҫӑкӑр та.

Помоги переводом

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

— Кирек мӗн пултӑр, ӑша кантартӑр ҫеҫ.

— Что угодно, только бы жажду утолить.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней