Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лапсӑркка та ӑслӑскер, Левен патне темиҫе хутчен те тухса, йӑпӑлтатса, хапха айӗпе каялла кӗре-кӗре каять.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Эпӗ, ҫӑмӑлттай ӑслӑскер, вӑл ырӑ суннине мансах кайрӑм, ял ҫыннисене тӗлӗнтересшӗн, эпӗ атиран ырӑ сӑмах илтесшӗн пултӑм.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Вӑт, ӑслӑскер!
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӑслӑскер, вӑл тӗпчемерӗ, сисрӗ, вӑхӑт ҫитсен кӳрши хӑех вӑрттӑнлӑха уҫса парӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Ай-яй, епле ӑслӑскер эсӗ манӑн! —
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Серепе варринче Мерчен Мишши тилӗ евӗр кускалать, унталла пӑхать, кунталла — Потапова шырать, анчах лешӗ, ӑслӑскер, эрешмен картинех лекес ҫук-ха — сӑввисем хӑюллӑ унӑн.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл питӗ вӗлтӗркке ӑслӑскер, анчах ҫынна питӗ илӗртме, хӑй патне туртма пӗлет.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
— Е темскер ҫитмест унӑн, е ытлашши ӑслӑскер вӑл — ӑнланаймарӑм.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
— Хӑ, мӗнле ӑслӑскер эс, мучи.
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
— Эс мӗн, «пит ӑслӑскер», влаҫсене хирӗҫех чӗвен тӑрасшӑн мар пулӗ те тата? — Вӑл, полици костюмӗн пиншакне йӳле янӑскер, сылтӑм аллипе йӑпӑр-япӑр брюкин вӗче кӗсйи тӗлӗнче пытарнӑ пистолет кобурине ярса тытрӗ, пиҫиххи тӳмисенчен вӗҫертрӗ те (шалтан нимӗн те кӑлармарӗ), урипе тӑрӑст! тутарса, унпа «ҫӗнӗ преступлени ашшӗне» вӑнк тӗллерӗ:
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
— Ну юрӗ, каласа пар эппин малалла, «пит ӑслӑскер», кам пурнӑҫне татрӑн, епле майпа култартӑн ӑна…
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ахаль эп питӗ ӑслӑскер…
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ай, ӑслӑскер, ай, маттурскер!
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Йытти питӗ ӑслӑскер, пысӑк чунлӑскер — килетех!
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Йытти те ку пысӑк ӑслӑскер, ҫепӗҫ, аманакан чунлӑскер пулчӗ пулас.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Калама ҫук сапаланчӑк ӑслӑскер, Макар тепӗр чух хӑй мӗн тӑвас тенине те астумасть, пӗр-пӗр япалана шырама тытӑнсан, ӑна тупиччен хӑй мӗн шырани ҫинчен те манса каять.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Эс пӗлместӗн-ха, ачи вӑл ҫав тери ӑслӑскер, ун пек маттур йӗкӗтсем Казан ханлӑхӗнче ытларах ҫитӗнччӗр…
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пирӗн утланса ҫӳремелли «Битт-Бой» лаша, «Ӑслӑскер» йытӑ тата «Режи» кушак пулаҫҫӗ.У нас будет верховая лошадь «Битт-Бой», собака «Умница» и кошка «Режи».
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Микула хӑй те Совет влаҫне пайтах сиен кӳнӗ иккен те, ӑслӑскер, пӗртте ҫакланман, пӗтӗмпех ӑссӑр Алюша пула инкеке лекнӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унӑн ялан ӗҫре вӗресе пурӑнакан ашшӗ, йӗрӗскер, ӑслӑскер, хӑйӗн ҫулӗпе пӗр-пӗччен утнӑ.Всегда кипевший в делах, бойкий и умный, отец одиноко шел по своему пути.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.