Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах каларӑм-иҫ, сирӗн ҫӑлтӑр куҫӑрсене курсан, ӑшра ҫурхи ӑрша евӗр ӑшӑ туйӑмсем мӗлтлетме тытӑнаҫҫӗ ман, анчах…
Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Хирсем ҫинче кунӗпе вӗлтӗртетсе ывӑннӑ ӑрша ҫухалсан, таҫти аякри сасӑсем уҫҫӑнрах илтӗнеҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Урапа кустӑрмисем ҫӑра тикӗт сӗрнипе ҫемҫен лӑканса кусни, хир шӑрчӑкӗсем пуҫ урлах сике-сике каҫса пӗр чарӑнмасӑр чӑрӑлтатни, лашасем хыҫран юлма пӗлмен пӑвансене хӳрисемпе ҫапкаласа, урисемпе тапкалашса хӑвалама тӑрӑшни, хир тӑршшӗпе ӑрша выляни унталла-кунталла сулланса ларакан ачасене йӑлӑхтарать, ывӑнтарать, куҫа хуптарать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫанталӑкӗ лӑпкӑ, ӑрша вылять.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Чӑннипе вара, вӑл шӑрӑхпа ҫуркаланса пӗтнӗ хӗрлӗ сӑнлӑ ҫӗр, ун ҫийӗн пӗлӗтсӗр тӳпенелле йывӑр ӑрша хумӗсем ҫӗкленеҫҫӗ.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Ҫанталӑкӗ те чӑн-чӑн тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтри – сывлӑшра ӑрша вылять.
Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/
Йывӑҫ-курӑкшӑн кун пек ҫанталӑк вӗри ӑрша ӗнтни мар ӗнтӗ — ҫуркуннеренпех сулхӑн тӑрать пулсан та, кӗр варринелле ҫитсе пыратпӑр пулсан та, йӗпкӗн симӗссӗн курӑнаҫҫӗ вӑрмансемпе садсем.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Инҫете-инҫете ӑрша куҫать.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Уй-хир тӑрӑх ӑрша куҫать.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сӑрт хӗрринче, пуҫ кӑларнӑ ыраш ҫинче, ӑрша вылять.
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Таврара ӑрша вылять: пӗрре палӑри-палӑрми, тепре ярӑмӑн-ярӑмӑн эрешлӗ ӑшӑ хумлӑн хумланса, чӗтренсе-чалтӑртатса.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ҫаврӑнасчӗ те ялалла утасчӗ — юрамасть, темӗнле хӑват туртнӑ пек, юхӑм ҫаплах малалла, тусанпа ӑрша карса илнӗ сӑрӑ карри ӑшнелле шӑвать.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сывлӑшра, шӑп хула тӗлӗнче, ӑрша вылять.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Питӗ ӑнӑҫлӑ сӑнӳкерчӗк: кун питӗ шӑрӑх пулни те, ҫеҫенхир ҫийӗн ӑрша выляни те сисӗнет, тӑрисен юррипе шӑрчӑксем чӑрлатни те илтӗнсе тӑнӑ пек туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Кӑвак тавракурӑм хӗрринче ӑрша вылять, хӑмӑшлӑхра кайӑк кӑвакал нартлатать, таҫта карӑш авӑтать…На синем горизонте играет марево, в камышах крякает дикая утка, где-то кричит коростель…
С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.
Сылтӑмра эпӗ темле уҫӑ мар ӑрша тӗтри ӑшне путнӑ ярӑмпа кунти вырӑнсемшӗн килӗшмен вӑрман куртӑм.Вправо я видел неясную гряду холмов и необычный для этих мест лесной массив.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӑшӑннӑ уйсемпе вӑрмансем, витӗр курӑнакан ӑрша юхӑмӗсене пӗлӗтелле ярса, тулли кӑкӑрпа сывлаҫҫӗ.Теплые поля, разогретые леса дышали полной грудью, посылая к небу прозрачные струи марева.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Инҫетри горизонтра ӑрша хумӗсем, витӗр курӑнакан ҫарсен атакӑлакан речӗсем евӗр, пӗр вӗҫӗмсӗр куҫса тӑраҫҫӗ.На далеком горизонте неутомимо передвигались клубы марева, словно ряды прозрачных атакующих войск.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Аялта, тӳремлӗхре, вӗри ӑрша вылянӑ ҫӗрте, ҫеҫенхирти пысӑк ял тӑсӑлса выртать, ӑна Черныш Брянскин топографи картти ҫинче темиҫе хут та курнӑ: карттӑ ҫинче вӑл хура тӳркӗтеслӗхсен ушкӑнӗ кӑна, кунта вара, куҫ умӗнче, ҫак пӗчӗк хула ҫав тери илемлӗ курӑнать!
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Маковейчикӑн чӗринче ҫӑмӑл та ирӗк, мӗншӗн тесен тавралӑхра хӗвел ҫути ҫав тери нумай, ав тӳпе те шап-шурӑ пуличченех хӗрсе кайнӑ, аялта, инҫетре-инҫетре, купаласа тунӑ ҫул леш енче, улӑх курӑнать; ун тӑрӑх, витӗр курӑнакан шыв тараканӗсен кӗтӗвӗсем пек, ӑрша чупать.
X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.