Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алексеюшка тени, шакла пуҫлӑ, чакӑр куҫлӑ, ҫӳхе питлӗ, ҫӳхе туталлӑ этем, черккене хӗрарӑм пек именчӗклӗн тытса, эрехне тутанса, ҫӳҫенсе ӗҫет, час-часах симӗс пурҫӑн галстукне тӳрлетет, никам сисиччен тӗкӗр ҫине пӑхса илкелет.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл куҫӗсене унталла-кунталла куҫаркаларӗ, унтан кӑшкӑрсах ячӗ: куҫ анлӑшне лекекен пур ҫӗрте те — ҫӳхе курӑк хушшинче — кубоксем, ҫӳхе мӑйлӑ вазӑсем, алтӑрсемпе куркасем тата фантастикӑлла савӑтсем лараҫҫӗ е айккӑн выртаҫҫӗ; вӗсен ылтӑн хӗлхемӗсем ҫӑлтӑр юхӑмӗлле сывлаҫҫӗ те йӑрлатаҫҫӗ тейӗн, вӗсен хушшинче пулӑсем кумаҫҫӗ, хура раксем йӑраланаҫҫӗ, улиткӑсем суккӑр мӑйракисене ҫӗкле-ҫӗкле ылтӑн япаласен хӗрринче шуса ҫӳреҫҫӗ, вӗсен айккисенче — курӑни-курӑнми хурса тухнӑн туйӑнакан чулсен тӗлӗнмелле эрешӗсем.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Анчах ку пир те пирӗн чи ҫӳхе те шалатка пиртен ҫӳхе пулчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тимӗр койка, ун ҫинче ҫӳхе матрац, ҫӳхе минтер, кӑвак утиял.Железная кровать с тощим матрацем, плоской подушкой и серым солдатским одеялом.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл ҫӳхе пиҫиххипе, йӑлтӑр-ялтӑр атӑпа, хура ҫӳҫне ҫупа сӗрсе янӑ пек якатса туранӑ, шалпар ҫӳхе шӑлаварпа.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Йӗнер ҫумне икӗ хутаҫ ҫакса янӑ: пӗринче клеенка плащ тата хулӑн, пӑтапа ҫапнӑ атӑсем курӑннӑ, Верхлевӑра тӗртнӗ пиртен ҫӗлетнӗ темиҫе кӗпе — ашшӗ ҫине тӑнипе туяннӑ япаласене хунӑ; тепринче ҫӳхе пуставран ҫӗлетнӗ лайӑх фрак, ҫӑмламас пальто, пӗр дюжина ҫӳхе кӗпе тата амӑшӗ вӗрентнине асӑнмалӑх, ятарласах Мускавра ҫӗлетнӗ ботинка пулнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Амӑшӗ картишнелле тухкаласа кӗнӗ чухне, тултан уҫӑ сывлӑш ҫӗклеме йӑтӑна-йӑтӑна кӗнӗ, кантӑк евӗр ҫӳхе лӑрла витӗннӗ кӳлленчӗксен шӑрши пулнӑ ку; ҫӳхе пӑрпа сапӑннӑ тӑпра муклашкисен шӑрши пулнӑ ку; пахчасенчи ӗнерхи кӑвайтсенчен кӗрекен йывӑр та йӗпе, шап-шурӑ кӗл шӑрши пулнӑ ку; ҫуркуннене йӗпенсе тӗссӗрленнӗ, апла пулин те, ура айӗнче хыттӑн шатӑртатса пыракан пӗлтӗрхи ӳкнӗ ҫулҫӑ шӑрши пулнӑ ку.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Акӑ ҫӳхе те типӗ хӑйӑ вӗҫӗнче ачаш ҫулӑмӑн лӗпӗшӗ ҫунатланса илет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ӗлӗкрех вӑл хӗррисене тӗрлесе ҫавӑрнӑ ҫӳхе пир тӑрӑхӗ ҫеҫ пулнӑ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ӑстаҫӑсем ҫӳхе пусма-тавар пахалӑхне шурӑ пир тӳлеклӗхӗпе ҫураҫтарса ӗлккен кӗпесем хайланӑ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Йӑмӑх кӗрен, симӗс тата сенкер тӗслӗ ҫӳхе те хаклӑ ҫӑм пусмана ⎼ кӗшемире ⎼ вара Куснески уесӗнчи (хальхи Пенза облаҫӗнчи) пуян ялсенче юратса туяннӑ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫаннине ҫӳхе пусма-тавартан ҫӗленӗ кӗпе ҫӑмӑл те селӗм курӑннӑ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Тумӑн тӗп пайӗ ⎼ ҫӳхе шурӑ пир кӗпе ⎼ шалпар та вӑрӑм, ура тунин ҫурри таран пулнӑ.
Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫиелтен тӑхӑнмалли тумтир шутне ҫӳхе шупӑрпа пустав, сӑхман тата кӗрӗк кӗнӗ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫӳхе сӑрантан тота кӗҫҫерен ҫӗленӗ ҫак вӑрӑм ҫанӑллӑ ҫи-пуҫ ⎼ кантис текенскер ⎼ Вӑтаҫӗр Азире сарӑлнӑ пулнӑ; пирӗн эра умӗнхи VI-V ӗмӗрсенче ӑна Туллӑ Алтайра сумлӑ ҫынсем тӑхӑнса ҫӳренӗ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ман ҫире ҫӳхе пиншакпа карттус кӑначчӗ.
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Халь вӑл хӑй ҫине каллех тепӗр хут пӑхса илчӗ, шурӑ чечеклӗ ҫӳхе кепине, ҫӳҫне юсакаласа илчӗ те, савӑнӑҫлӑскер, хӗвел пек ҫиҫсе, общежити ҫуртне кӗрсе кайрӗ…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
«Ҫӳхе» сӑмах та, пуринчен ытла тата «типӗтнӗ пулли» пире питӗ хурлантаратчӗ, шухӑшлаттаратчӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Пилӗк-ултӑ ҫул маларах эпир вулакансенчен час-часах ҫакӑн пек ӳпкевлӗ сӑмахсем илтеттӗмӗр: чӑваш писателӗсен кӗнекисем типӗтнӗ пулӑ пек питӗ ҫӳхе, пӗрре тытса вуламалӑх кӑна, тетчӗҫ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Хӑй пушмакне углепластикран (хӑш чухне кӗленчепластикран) тӑваҫҫӗ, шал енчен тир евӗрлӗ материалтан (е микрофибрӑран) тунӑ 1-2 мм ҫӳхе сий вырнаҫтараҫҫӗ, вӑл урана сӗртӗннине ҫемҫетме тивӗҫ.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87