Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреме (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пирӗн ушкӑна хапӑлласах йышӑнчӗҫ, тата пырса ҫӳреме ыйтрӗҫ.

Помоги переводом

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Кӑмӑлу пулсан, хампа пӗрле поездпа ҫӳреме илсе каятӑп.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Сире, хӗрачасене, шип-шип чӗпӗсене, ертсе ҫӳреме кӑ-ъӑк чӑххи мар, — тавӑрчӗ Актай.

Помоги переводом

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Элеклесе, сӳпӗлтетсе ҫӳреме юратмастӑп эпӗ.

Помоги переводом

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ачасем театра ҫӳреме пӑрахнӑшӑн мӗншӗн Ҫуппана айӑплатӑп?

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Сӗтел хушшинче пӗрле пулни питӗ савӑнтарчӗ Сӑпание, хӑйне хисеп тунӑшӑн тав турӗ вӑл Ҫимуна, ялан кӗрсе ҫӳреме хушрӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫырмара пӗччен пурӑнма хӑнӑхнӑскер, масар ҫинче ҫӗр варринче ҫӳреме шикленмест Укань.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫын умӗнче хӑй хырӑмлине кӑтартма вӑтанми пулчӗ, ҫынран пӑрӑнса ҫӳреме сӑлтавӗ те ҫукчӗ — Ҫимун пек упӑшка хальхи вӑхӑтра кашнинех лекмест те-ха!

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ҫын умӗнче намӑсланса ҫӳреме ухмаха ермен вӗт-ха, — шутларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Уканӗ эпӗ кунта килнине паянах пӗтӗм яла сарӗ».

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн кунти ӗҫре хевтесӗр питӗ хӗн килӗччӗ, нумай вӑй хурса инҫе ҫул ҫӳреме тивет.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче инҫе ҫула тухса ҫӳреме ҫӑмӑл мартан ыйтатӑп-ҫке.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче арман пӳртне мелник евӗрлех шӑп ҫӳреме юратакан Инке Яккӑвӗ килсе кӗрет.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӑн кӑмӑллӑскер, ҫын умӗнче пуҫне каҫӑртса ҫӳреме хӑнӑхнӑскер, халӗ ял хушшинче хӑйне темле айӑпа кӗнӗн туять.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнтанпа тин Улька анне патне ҫӳреме пӑрахнӑ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кам ирӗк пачӗ-ха сана, ют ҫынна, пирӗн утар таврашне таптаса ҫӳреме?

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тухтӑрсем пит ҫуран ҫӳреме хушмаҫҫӗ, — уксахлакан сылтӑм урине тыткаларӗ вӑл.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Совет председателӗн — Мария Тимофеевнӑн час-часах ҫав поҫолоксене кайса ҫӳреме тивет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ каҫченех тухса ҫӳреме юрамасть, пӳрт таврашӗнче ҫӗнӗ йӗр ан пултӑрах.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑпата вӑл урана та йӗпетмест, шӑнтмасть те, ҫӳреме те ҫӑмӑл.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кинӗ часах ҫӑмӑлланмалла та, ҫавӑнпа йывӑр ӗҫе ҫӳреме хушмаҫҫӗ ӑна.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней