Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳремешкӗн (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫынсене уҫӑлса ҫӳремешкӗн.

— Чтобы гулять людям.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Чиркӳ тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳремешкӗн эсӗ хӗтӗртмен тейӗн-и ӗнтӗ? — курайманлӑхпа тулнӑ пине чалӑштарса, сасартӑк тапӑнмаллипех тапӑнчӗ ман ҫине карчӑк.

Скажешь, это не ты ее подбил в церковь потащиться? — вдруг с искривленным от ненависти лицом накинулась на меня старуха.

XIII сыпӑк // .

Ҫакнашкал ҫӑмӑлпа ҫӳремешкӗн эпӗ тахҫанах ӗнтӗ улт-ҫич ҫулхи пысӑках мар ӑйӑр туянса янӑччӗ, вырӑнти палӑрсах тӑман йӑхранччӗ вӑл, анчах ӑна ӗлӗкхи хуҫи, уесри ҫӗр виҫекен, питӗ юратса та тимлӗн пӑхса ҫитӗнтернӗччӗ.

Для разъездов я давно уже купил себе небольшого жеребчика лет шести-семи, происходившего из местной неказистой породы, но очень любовно и тщательно выхоленного прежним владельцем, уездным землемером.

XII сыпӑк // .

Тукса ҫӳремешкӗн калиннке те пур, анчах Томӑн калинкке патне чупса ҫитме нихӑҫан та вӑхӑт ҫитмест.

В заборе была калитка, но у него, как и всегда, времени было в обрез, — до калитки ли тут.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // .

Бен вӑйран сулӑннӑ вӑхӑталла Том иккӗмӗш черетне Билли Фишера хут ҫӗленле сутса ячӗ; Фишерӗ те ывӑнса ҫитсен, ун хыҫҫӑн Джонни Миллер ӗҫлеме тытӑнчӗ, тӳлес вырӑнне вӑл суллантарса ҫӳремешкӗн хӳринчен кантӑрапа ҫыхнӑ вилӗ йӗкехӳре пачӗ.

Когда Бен выдохся, Том продал следующую очередь Билли Фишеру за подержанного бумажного змея, а когда тот устал белить, Джонни Миллер купил очередь за дохлую крысу с веревочкой, чтобы удобней было вертеть.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // .

14-15. Вӗсенчен вуниккӗшне Вӑл Хӑйпе пӗрле ҫӳремешкӗн, вӗрентсе ҫӳреме ямашкӑн тата чиртен сыватмашкӑн, усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа илнӗ.

14. И поставил из них двенадцать, чтобы с Ним были и чтобы посылать их на проповедь, 15. и чтобы они имели власть исцелять от болезней и изгонять бесов;

Мк 3 // .

10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.

10. Когда мудрость войдет в сердце твое, и знание будет приятно душе твоей, 11. тогда рассудительность будет оберегать тебя, разум будет охранять тебя, 12. дабы спасти тебя от пути злого, от человека, говорящего ложь, 13. от тех, которые оставляют стези прямые, чтобы ходить путями тьмы; 14. от тех, которые радуются, делая зло, восхищаются злым развратом, 15. которых пути кривы, и которые блуждают на стезях своих; 16. дабы спасти тебя от жены другого, от чужой, которая умягчает речи свои, 17. которая оставила руководителя юности своей и забыла завет Бога своего.

Ытар 2 // .

20. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пур чӗрчун та — ҫунатлисем те, тӑватӑ уранӑн ҫӳрекеннисем те — сирӗншӗн ирсӗр; 21. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекеннисенчен — ҫунатлисенчен, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисенчен — ҫӗр ҫинче сиксе ҫӳремешкӗн хӑшӗн ури туни вӑрӑм, ҫавсене анчах ҫийӗр; 22. вӗсенчен ҫаксене ҫийӗр: хӗрлӗ шӑрчӑкпа унӑн ӑрӑвӗнчисене, солампа унӑн ӑрӑвӗнчисене, харголпа унӑн ӑрӑвӗнчисене тата хагабпа унӑн ӑрӑвӗнчисене.

20. Все животные пресмыкающиеся, крылатые, ходящие на четырех ногах, скверны для нас; 21. из всех пресмыкающихся, крылатых, ходящих на четырех ногах, тех только ешьте, у которых есть голени выше ног, чтобы скакать ими по земле; 22. сих ешьте из них: саранчу с ее породою, солам с ее породою, харгол с ее породою и хагаб с ее породою.

Лев 11 // .

6. Каштисене ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене пӑхӑр сӑрнӑ; 7. парне вырӑнне ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн айккинчи ункӑсене каштасем тӑхӑнтартса хунӑ; ӑна шалта хӑвӑл хӑварса хӑмаран тунӑ.

6. И сделал шесты из дерева ситтим, и обложил их медью, 7. и вложил шесты в кольца на боках жертвенника, чтобы носить его посредством их; пустой внутри из досок сделал его.

Тух 38 // .

10. Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел тунӑ: тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пулнӑ, 11. ӑна таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл ҫавӑрнӑ; 12. ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑннӑ, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл тунӑ; 13. ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене унӑн тӑватӑ кӗтессине, тӑватӑ ури ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ; 14. сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳремешкӗн каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулнӑ; 15. сӗтеле ҫӗклесе ҫӳреме ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ.

10. И сделал стол из дерева ситтим длиною в два локтя, шириною в локоть и вышиною в полтора локтя, 11. и обложил его золотом чистым, и сделал вокруг него золотой венец; 12. и сделал вокруг него стенки в ладонь и сделал золотой венец у стенок его; 13. и вылил для него четыре кольца золотых и утвердил кольца на четырех углах, у четырех ножек его; 14. при стенках были кольца, чтобы влагать шесты для ношения стола; 15. и сделал шесты из дерева ситтим и обложил их золотом для ношения стола.

Тух 37 // .

4. Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ; 5. саккун арчине ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн икӗ айккинчи ункӑсене каштасем тӑхӑнтартнӑ.

4. И сделал шесты из дерева ситтим и обложил их золотом; 5. и вложил шесты в кольца, по сторонам ковчега, чтобы носить ковчег.

Тух 37 // .

1. Тата тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗ ту, ӑна ситтим йывӑҫӗнчен ту: 2. унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике пултӑр; вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ пулмалла; ҫӳллӗшӗ унӑн икӗ чике пултӑр; унран мӑйракисем тухса тӑччӑр; 3. ӑна таса ылтӑн сӑр, ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те сӑр; ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑр; 4. кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине [таса] ылтӑнран икӗ ункӑ ту; унӑн икӗ енне те ҫапла ту; вӗсем ӑна ҫӗклесе ҫӳремешкӗн, каштисене тӑхӑнтартмашкӑн пулӗҫ; 5. каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене ылтӑн сӑр.

1. И сделай жертвенник для приношения курений, из дерева ситтим сделай его: 2. длина ему локоть, и ширина ему локоть; он должен быть четыреугольный; а вышина ему два локтя; из него должны выходить роги его; 3. обложи его чистым золотом, верх его и бока его кругом, и роги его; и сделай к нему золотой венец вокруг; 4. под венцом его на двух углах его сделай два кольца из [чистого] золота; сделай их с двух сторон его; и будут они влагалищем для шестов, чтобы носить его на них; 5. шесты сделай из дерева ситтим и обложи их золотом.

Тух 30 // .

Кунта вӗсем Брайль меслетне алла илеҫҫӗ, ятарлӑ туясемпе - тактиль тросчӗсемпе - тротуарпа чӑрмавсӑр ҫӳремешкӗн хӑнӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней