Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хаяр мар — билетсӑр та кӗме пулать, — хавхаланса каларӗ Мишша, анчах хӑй кӑштах ытлашши каланине туйса илчӗ пулас та, ҫӗлӗкне тӑхӑнса алӑк еннелле куҫ ывӑтрӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Кролик тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне ик аллипе ҫатӑр тытнӑ та ӑна, тӗл-тӗл ҫаралса якалнӑскере, чарӑнма пӗлмесӗр, ӑҫтиҫукла тӗркелет.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Пӳлӗме вунвиҫӗ-вунтӑватӑ ҫулхи ача кӗрсе тӑчӗ, палламан «улпута» курсан, самантлӑха шикленсе ӳкрӗ пулас: кивӗ пысӑк ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерчӗ те ҫурма сасӑпа сывлӑх сунчӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пӳрте кӗрсенех пальтопа ҫӗлӗкне хывса ҫакрӗ те, кухньӑна кӗрсе, буфета уҫрӗ.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пӳртрен. сысна ҫури пек ҫухӑрса макӑрни илтӗнсен, Мухаров доха тӳмисене тӳмелерӗ, каракуль ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ те урама тухрӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Сторовӑ! — терӗ мана лутра старик, ҫӗлӗкне кӑштах ҫӗклесе.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Тылри йӗке хӳре! — терӗ «Волонтер», тем хӑй фронтра пулнӑ пек, вара Вадимӑн пальтипе ҫӗлӗкне те тулалла печӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫемҫе чунлӑ хӗрарӑм упӑшкинчен юлнӑ кӗске кӗрӗке, унӑн ҫӗлӗкне, алсишӗсене, ҫӑматтисене — йӑлтах вӑрҫӑри салтаксем валли пачӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Анук упӑшкине хывӑнма пулӑшрӗ, пиншакӗпе ҫӗлӗкне йӑрхаха ҫакрӗ, ҫӑпатипе ҫӑм тӑлине кӑмака ҫине хучӗ, ҫӑматӑ илсе пачӗ, Микула кӑмака умне пырса ӑшӑнчӗ те ҫӑпка патне пычӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан каллех пуху варрине тухрӗ те ҫӗлӗкне хывса пуҫ тайрӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ытти уполномоченнӑйсене те ӑнлантарса парӗ, — шухӑшне вӗҫлесе ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те Ҫтаппан Макҫӑмпа юнашар пырса тӑчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан, хӑйне хӑй алла илме ӗлкӗрнӗскер, ним хумханмасӑр ҫӗлӗкне хывса пуҫ тайрӗ:
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Утса пынӑ ҫӗртех ҫӗлӗкне хыврӗ:
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ан кӑш-кӑртӑр тесе, ҫӗлӗкне ҫӑварне тӗркелесе чикрӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Килсе сӑмах тунӑшӑн ан ҫилленӗр… — пӑшӑрханса каларӗ те Ҫтаппан ҫӗлӗкне тӑхӑнса тухса кайрӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Пӳлӗхҫӗ ҫырлахтӑр, ҫӑкӑр-тӑвартан аслӑ пулма хушман ваттисем, — Терӗ те Ҫтаппан, ҫӗлӗкне хывса хурса, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан, ун-кун ҫинчен ним туйманскер, ҫӗлӗкне хывса сӑхсӑхрӗ те: — Салам! — терӗ кӑмӑллӑн.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халь ӗнтӗ вӑл малтан Ҫтаппан ҫӗлӗкне илессе кӗтрӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан ҫирӗп хуҫалӑхлӑ хресченсенчен пӗри шутланнӑ вӑхӑтра Сантӑр ӑна хисепленӗ, тӗл пулсан — малтан ҫӗлӗкне хывса пуҫ тайнӑ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӳртре тӗттӗм пулсан та, Микула хуткупӑсӗпе ҫӗлӗкне хыпашласа тупрӗ те алӑкран сирпӗнсе тухрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.