Поиск
Шырав ĕçĕ:
Инҫете-инҫете вӗҫеҫҫӗ шухӑшсем, кӑвайт ҫийӗнчен тӗтӗмпе пӗрле сӳнсе ҫитмен вӗри кӗл йӑлтӑртатса ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ пек вӗҫеҫҫӗ, тӳпенелле ҫӗкленеҫҫӗ те таҫта ҫитсе сӳнеҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Витӗр курӑнакан кӑтрашка ҫӑмӑл пӗлӗтсем, таҫти вӗри хуранта кӑпӑкланса вӗренӗ пек, пӗр-пӗрин ҫине купаланса ҫӗкленеҫҫӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унта та кунта сывлӑша тӑрисем вӗҫсе ҫӗкленеҫҫӗ, юрласа чуна хускатаҫҫӗ.
1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫак уй-хир сӗткенӗпе вӑй-хӑват илсе ҫӗкленеҫҫӗ.
Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Чӑннипе вара, вӑл шӑрӑхпа ҫуркаланса пӗтнӗ хӗрлӗ сӑнлӑ ҫӗр, ун ҫийӗн пӗлӗтсӗр тӳпенелле йывӑр ӑрша хумӗсем ҫӗкленеҫҫӗ.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Халӑхпа поэтӑн чӗлхи вилӗмрен чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, манӑҫлӑха ҫӗнтерсе ҫӗкленеҫҫӗ.
Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.
Вӑл ҫулсерен хӑтлӑланнӑҫемӗн хӑтлӑланса тата пурӑнма илӗртӳллӗ вырӑна ҫаврӑнса пырать – инфратытӑм аталанать, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсем ҫӗнелеҫҫӗ, хулара пурӑнакан кашни ҫыншӑнӑх канма тата сывлӑха ҫирӗплетме, тӗрлӗ енлӗн аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама паха майсем йӗркеленеҫҫӗ.
Олег Николаев Хупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/20/gla ... et-s-dnyom
«Ҫулсерен паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерекен ҫӗнӗ шкулсем хута каяҫҫӗ, инфратытӑм ҫӗнелет, ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, шкулсене тӗпрен юсав ӗҫӗсене пурнӑҫласа пыма ҫав тери пысӑк программӑсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.
Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen
Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ спорт объекчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ.
Лайӑх хатӗрленӳ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=WZXTszjIfb8
Спорт объекчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫӗнӗрен хута кайнисен шучӗ 40 ҫитнӗ.
Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil
Пирӗн ҫине тапӑннӑ тӑшмана хирӗҫ вӑрҫма Хӗрлӗ Ҫарпа пӗрле нумай пиншер рабочисем, колхозниксем, интеллигентсем ҫӗкленеҫҫӗ.
Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.
Юлашки вӑхӑтра Пуканкасси куҫ умӗнчех илемленсе пырать, ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ.
Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n
Унпа килӗшӳллӗн, хуласемпе муниципаллӑ округсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, поликлиникӑсене ҫӗнетеҫҫӗ.
Муркаш поликлиники хута кайрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60880
Шӑкӑрин ҫӗкленеҫҫӗ вӗсем ҫӳлелле, вӗҫсе пӗр ҫаврӑм тӑваҫҫӗ те, каялла йывӑҫсен хӳттине чӑмаҫҫӗ.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ялсен сӑн-сӑпачӗ хӑтлӑланать, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ объектсем, ҫав шутра пурӑнмалли ҫурт-йӗр кӑна мар, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, культурӑллӑ канма, спортпа ҫывӑхланма, хӑтлӑрах пурӑнма майсем ытларах пулса пыраҫҫӗ.
Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/
Урасем пуҫран ҫӳллӗ ҫӗкленеҫҫӗ те, эпӗ чикеленсех каятӑп.
Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӗсенче ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, капмар ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/
Ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетмелли, ачапӑча лагерӗн путевкин хакӗн пӗр пайне тавӑрмалли, «Шкул туризмӗ», «Пушкин картти» программӑсем тата ытти ҫул-йӗр пурнӑҫланать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Унта та, кунта та бастовкӑсемпе стачкӑсем ҫӗкленеҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Вӗсем те пусмӑр йӗркипе пусмӑрҫӑсене хирӗҫ кӗрешӗве ҫӗкленеҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.