Поиск
Шырав ĕçĕ:
Салтак, вагон ҫине тиес тесе, миххе ҫӗклеме кӑна тӑрать — ун аллинче пушӑ михӗ кӑна тӑрса юлать.Возьмется солдат за мешок, чтобы погрузить его в вагон, да так и остается с пустым мешком в руках.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫласси тӗп пултӑр!» тесе ҫырнӑ плаката вӑл вӑйӗ ҫитнӗ таран ҫӳлерех ҫӗклеме тӑрӑшрӗ.Который он поднимал как можно выше: «Долой антисоветскую войну!»
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пирӗн Федораш, сивӗпе кӑвакарса кайнӑскер, ҫав самантрах полицейски ури патне хырӑмӗпе шуса пычӗ те, хӑйне ҫӗклеме ыйтса, ун еннелле пӗчӗкҫӗ аллине тӑсрӗ.А Федораш наш, синий весь от холода, подполз к ногам полицейского, поднял ручонки и просится к нему.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шӑвӑҫ япаласем тӑвакан мастерскойра пуринчен те ытла телейсӗртерех ҫамрӑксем — ытти мастерсене чӑтаймасӑр кунта тарса килнисем, мӑлатук ҫӗклеме е мотора ӗҫлеттерме вӑй ҫитерейменнисем, директор калашле, тӗрлӗрен «йӑх-яхсем» ӗҫлеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл ӗнтӗ хӑйне староста укҫа тӳленӗрен мар, чиркӳри пӗтӗм халӑх ун юррине юратса итленӗрен, унӑн илемлӗ сасси ҫак асаплӑ-тертлӗ ҫынсене кӑштах та пулин савӑнӑҫ кӳнине сиснӗрен, хуйхӑллӑ ҫын кӑмӑлне самантлӑха та пулин ҫемҫетме е ҫӗклеме пултаракан асамлӑ вӑй пӗтӗмпех унӑн пултарулӑхӗнчен килнине пӗлсе тӑлӑран юрларӗ.
XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хӑйсене хӑйсемех мӗскӗне хума хӑнӑхнӑ ҫавнашкал хавшак чунлӑ этемсен халне-хавалне, мӑн кӑмӑллӑхне хускатма, ҫӗклеме пӗтӗм чӗререн тӑрӑшмалла!
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Юр кайса пӗтнӗпе пӗрех, вӑл тарӑн вар айккисенче те ҫурт е йывӑҫ тӗмӗсен сулхӑнӗнче кӑна саплӑкӑн-саплӑкӑн выртса юлнӑ; тӗмескерех вырӑнсем кӑштах симӗслене пуҫланӑ ӗнтӗ; ял ҫумӗнчи сӑртра путек-сурӑх пуҫ ҫӗклеме пикеннӗ ешӗл курӑка чӗпӗткелесе ҫӳрет.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— М-мӗн сана? — ӗнӗрлерӗ ҫын, пуҫне ҫӗклеме хӑтланса.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Курӑр-ха, карта ҫумӗнчи хӳтлӗхре, хӗвел питӗнче, вӗлтӗрен пуҫ ҫӗклеме ӗлкӗрнӗ! — савӑнса кӑшкӑрса ячӗ Аля.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Асту, ывӑлӑм, айӑпсӑр ҫын куҫҫулӗ ҫӗре йӗпетсен, вӑл сана текех тытмасть, йышӑнмасть, ҫӗклеме пултараймасть.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Тусне йӑпатма, унӑн кӑмӑлне ҫӗклеме кирлине ӑнланчӗ Михха.
XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эпӗ анне ҫине алӑ ҫӗклеме мар, ун умӗнче арӑма ятлама та хӑратӑп.
Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ман ҫине алӑ ҫӗклеме намӑс сана!
Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун умӗнче пурте чӗтресе, пуҫӗсене тайса, пуҫ ҫӗклеме хӑяймасӑр мӗскӗнленсе тӑраканччӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗрӗссипе, ӗнтӗ ӑна ҫунакан ҫуртсем патне ҫӗклеме те пӑрахнӑ: пӗрех усси ҫук.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чӑпта кӗпепе кунӗ-кунӗпе пилӗкшер пӑтлӑ михӗсене ҫӗклеме тиврӗ.
Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чылайӑшӗ вӗсемпе вӑй виҫеҫҫӗ — кам миҫе хутчен ҫӗклеме пултарать?
Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан, вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, темле, хальлӗхе хӑй те пӗлмен ҫӗкленӳллӗ туйӑмпа, картишне чупса анчӗ, тетӗшӗпе пӗрле лав ҫинчи ещӗксене ҫӗклеме пуҫларӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗр ҫавӑнтах ӗсӗклеме чарӑнчӗ, анчах вӑтаннипе пуҫне ҫӗклеме те хӑяймарӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Мӑҫтук, эсӗ ак ҫак каҫма карисене ҫӗклеме пуҫла.
Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.