Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуканесем пурте — Арлекин та, хура маскӑллӑ хӗрачасем те, ҫӑлтӑрсемлӗ шӗвӗр вӗҫлӗ калпак тӑхӑннӑ тухатмӑшсем те, хӑяр евӗрлӗ сӑмсаллӑ курпунсем те, арапсем те, йытӑсем те, пурте Карабас Барабас патӗнчен тухса тарнӑ.
Ҫӗнӗ пуканесен театрӗ малтанхи спектакльне кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Хӗллехи ҫӑлтӑрсемлӗ каҫа вӑл нумай, нумай хут курнӑ, анчах паянхи пекки пулман-ха, Верблюд-гора тата унӑн тӗксӗм мӗлки ҫине ҫӗрле нумай, нумай хут пӑхнӑ вӑл, анчах сӑрт-тусен паянхи пек тӗлӗнмелле илемлӗхне курман пек туйӑнать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа ӑна хӑйӗн йӗри-таврашӗнче мӗн пурри тата хӑй мӗн ҫине пӑхни пурте — хӗллехи пек ҫӑлтӑрсемлӗ таса тӳпе те, Веролюд-горан тӗксӗм мӗлки те, станицӑри ҫутӑсем те — яланхи пек мар илемлӗ туйӑнаҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Аллине пуҫ айне хурса тата ҫӗмелтен тухса тӑракан тутлӑ шӑрша туйса, Евсей нумай ҫӑлтӑрсемлӗ хура тӳпенелле шухӑшлӑн пӑхса выртрӗ, унӑн ҫывӑрса каяс килет, анчах ыйӑх килмест.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл куҫне хупмасӑр выртать, ҫывӑхра ҫав-ҫавах хӑй пӗлекен юрӑ ҫӳлелле ҫӗклене-ҫӗклене янӑрать, ҫеҫенхир ҫинче ҫаплах сайра ҫӑлтӑрсемлӗ таса тӳпе, хӑйӗн ҫутӑ куҫӗсемпе уйӑх ҫаплах ҫӗр ҫине пӑхать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1