Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ман ача Маркел, ҫынсем ҫӑлман пулсан, путнӑ, вилнӗ пулӗччӗ Энӗшрех.
Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Эмиль пырса ҫӑлман пулсан вунпӗрмӗшне те ҫав шӑпах кӗтмеллеччӗ.Одиннадцатого постигла бы та же участь, если бы его не спас Эмиль.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Местечкӑра пулнӑ вырӑс духовенстви ҫӑлман пулсан, Потоцкий пуян паннӑсене куҫран пӑхтарса тата дворянсене кӗвӗҫтерсе ултӑ пин червонец тӑракан урхамахӗ ҫинче тек вӗҫкӗнленеймен пулӗччӗ, сенаторсене чаплӑ ӗҫкӗсене чӗнсе сеймра шавлайман пулӗччӗ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Итле, Янкель!» терӗ Тарас ӑна: «Эп сана вилӗмрен ҫӑлтӑм, эп ҫӑлман пулсан, сана запрожецсем йытта ҫурса пӑрахнӑ пек ҫурса пӑрахатчӗҫ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах та эсӗ кирлӗ ҫынна ҫӑлман.
3 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Мӗн пулатчӗ-ши Чакака Гарик ҫӑлман пулсан?
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Салтаксем тӗкне ҫӑлман чӑхха йӑтсах тухса кайрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Паллах, ҫав йӗрӗнмелле ҫӑткӑн чӗрчунсем мана тытса ҫинӗ пулӗччӗҫ ӗнтӗ, хама телей килсе тухни ҫӑлман пулсан; мана ҫӑлма шанчӑклӑ тусӑм — хамӑн йытӑ Тарӑ чупса ҫитрӗ.
ХСIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Анчах эп карап ҫинче пулман пулсан, — терӗ ӑна Уэлдон миссис, — Бенедикт пичче, Джек, Нэн тата эпӗ «Пилигримпа» ишмен пулсан, тинӗсре эсир Томпа ун юлташӗсене ҫӑлман пулсан, кунта эсир иккӗнех пулаттӑрччӗ — эсӗ тата Негоро!..
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Эпир ӗнер хӑнана пӑхрӑмӑр… тата эпир сан ану ҫинчен ҫеҫ ҫӑлман.Надо было вчера гостя накормить… но мы рвали не только твои.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
2. Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ: 3. Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ: 4. ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1