Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ушкӑна пуҫтарӑнма, сирпӗнекен япаласен ҫывӑхӗнче тӑма юраманнине асра тытӑр, ҫӑлакан службӑсен машинисене иртме пулӑшса ҫула ирӗклетӗр, террористсен ҫулне пӳлме май паракан кирек мӗнле информацие те полици сотрудникӗсене пӗлтерме тӑрӑшӑр.
Хуҫасӑр сумка шиклентерет // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... %b5%d1%82/
Ҫак професси ҫыннисем нумайӑшӗ вут-ҫулӑмран хӑраман, ҫынсене хӑюллӑ ҫӑлакан паттӑрлӑхпа хӑюлӑх тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Ача сачӗн воспитанникӗсем пушар чаҫӗнче хӑнара пулнӑ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3771403
Ӑна ҫисен эсӗ тӗнчене ҫӑлакан пулӑн.
Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Юлашкинчен пирӗн караван пальмӑсен савӑнтаракан сулхӑнне пырса кӗчӗ, эпир вара хамӑр пурӑнӑҫа ҫӑлакан шыва куртӑмӑр.
Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
— Атти, акӑ мана ҫӑлакан, — тенӗ.
2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.
— Вутра этеме чир-чӗртен тасатакан, хӗн-асапран, ҫын усалӗнчен ҫӑлакан вӑй пур.
Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эсӗ — ҫӑлакан, тупата туршӑн.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чӗр вилӗмрен ҫӑлакан ҫынна та юратмасассӑн вара…
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Тупӑннӑ вилӗмрен ҫӑлакан…
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
«Акӑ вӑл мана ҫӑлакан!» — куҫне шӑши йӗрлекен кушакла ҫивӗчлетсе, кӗленчене чӑпӑрт! чӑпӑрт! чӑпӑрт! чуп туса илчӗ карчӑк, вара ӑна ватӑ хӑваран ҫыхнӑ карҫынккана хучӗ те шурӑ роза чечеклӗ хура тутӑрпа витрӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
— Ма пултарас мар, — ярр! ҫуталса илсе, «шыва путасран ҫӑлакан улӑм пӗрчине ҫӑтӑр-ҫӑтӑр ҫатӑрларӗ» каччӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Эсир хӑвӑра Золушкӑна ҫӑлакан принц тесшӗнччӗ-им? — сиввӗн кулса каларӗ хӗр, каччӑ ытамӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшса, ҫапах та ӑна тӳрех тӗртсе ямарӗ, ташлакансем илтӗҫ терӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Пьесӑри Ҫарахви аппа Ҫӑлакан ҫинчен «Вӑл ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те пӗр суя сӑмах та каламан» текен шухӑша тӗпе хурса.
«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.
Вӗсене ҫӑлакан пӗртен-пӗр япала вӑл — ҫӗр пулнӑ.
Окопсем, пралук, пулеметсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Темиҫе утӑмрах вилӗмрен ҫӑлакан пысӑк йывӑҫсем тӑраҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫав вӑхӑтра тинӗс ҫинчи ҫӑлакан пӑрахутсенчен, халех пулӑшма пыратпӑр, тенӗ хыпарсем радиопа виҫӗ ҫӗртен пӗлтернӗ.
Тинӗс ҫинчи пушар // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Олигархсен партийӗ те, патрицисемпе пуянсем те хурланчӗҫ, аслӑ ҫын вилнине халӑх хурлӑхӗ вырӑнне хурса, питех пысӑк ҫухату вырӑнне хурса макӑрчӗҫ, ҫавӑнпа вилнӗ героя, республикӑна ҫӑлакан ҫынна, императора пытарнӑ пек пытарма, хисеплеме, статуйӑсемпе чиркӳсем лартма ыйтрӗҫ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах сасартӑк чӑн-чӑн Сен-Жером хулӑ тытса кӗҫ-вӗҫ кӗме пултарасси ҫинчен шухӑшласа илетӗп те, каллех хам тӑван ҫӗршыва ҫӑлакан генерал мар, чи мӗскӗн, чи хурлӑхлӑ чун пулнине куратӑп.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн сулӑ ӗнтӗ текех ни сулӑ, ни пӑрахут мар, вӑл инкек-синкекрен ҫӑлакан кимӗ пулса тӑчӗ, ячӗ те унӑн тӗлӗнмелле — «Пуҫкӑҫят».
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Англи представителӗсем: Пӗрлешӳллӗ королевство правительстви Врангель утравне хӑй утравӗ тесе шутламасть, унта ҫынсене инкекрен ҫӑлакан экспедицисем ҫеҫ янӑ, тесе пӗлтернӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.