Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑкӑра (тĕпĕ: ҫӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаша тӑвар сапнӑ ҫӑкӑра кӑптӑрт-кӑптӑрт чӑмларӗ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Шурӑ гвардеецсем, пирӗн ҫӑкӑра туртса илсе, хуласемпе ялсене выҫлӑха хӑварасшӑн.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гервак ӳкнӗ ҫак путӑк ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн юлнӑ, ҫавӑнпах унӑн ӑшӗ каснӑ ҫӑкӑра аса илтерет — унӑн икӗ ҫуррин хушши пӗр дюйм чухлӗ.

Эту трещину образовало землетрясение, потому внутренность ее напоминала то, что представил бы разорванный хлеб, если сложить его половины, оставив меж ними расстояние в дюйм.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кукамӑшӗ пуҫламан ҫавра ҫӑкӑра илсе хӗрес хыврӗ, «перекетлӗ пултар», терӗ майӗпен, Эверккине илтӗни-илтӗнми, вара, ҫӑкӑра кӑкӑр умне тытса, темиҫе чӗлӗ касса сӗтел ҫине хучӗ, ҫемҫине пӗр татӑк хуҫса илсе ҫӑварӗ патне илсе пычӗ.

Помоги переводом

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Лавккари ҫӑкӑра ҫиейместӗп эп, йӳҫӗ пӗҫереҫҫӗ, кӑкӑра хӗртет.

Помоги переводом

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эверкки самантлӑха куҫне хупрӗ: ылтӑн шывӗпе ӳкерӗччӗ вӑл тӗнчери ҫак чи чаплӑ та тутлӑ ҫӑкӑра, кукамӑшӗ тур кӗтессинче тытакан турӑш пек упрӗччӗ.

Помоги переводом

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫапла ҫӑкӑра хуҫса иле-иле ӗнине ҫитерсе ячӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫенӗкре кӑштах юлнӑ уттине антарса пачӗ, унтан пӳрте кӗрсе ҫаврака ҫӑкӑра ҫурмалла касрӗ те пӗр пайне саппунӗпе чӗркесе аслӑк айне илсе тухрӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Халӗ тӑнлӑр: кама та пулин мӗн те-тӗр каламалла тӑк — мана сӑмах вӗҫҫӗн калӑр, ҫапла хӑрушлӑхсӑртарах, енчен те ҫырмаллах чухне — ҫырӑвӑра каҫ тӗлнелле хатӗрлӗр те ӑна каҫхи апата паракан ҫӑкӑр ӑшне чиксе хурӑр, ҫӑкӑра тирӗке пӑрахӑр.

Теперь слушайте: все, что нужно передать кому бы то ни было, можете мне сказать на словах, так безопаснее, но, если необходимо писать, тогда приготовьте письмо к вечеру и засуньте его в остаток хлеба, какой получаете на ужин, хлеб можно бросить в миску.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпир, хамӑрӑн ҫӑкӑра палуба ҫинче ҫеҫ ӗҫлесе тупма мехел ҫитерекенсем, мӗскершӗн айӑплӑ?..

Чем виноваты мы, что только на палубе кусок можем свой заработать?..

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Сӑпани тыттарнӑ ҫӑкӑра Крапивин та йытта хуҫса пачӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Полкан, хамӑр ҫын ку, Полкан! — чарчӗ ӑна Сӑпани, кӗсйинчен кӑнтӑрлахи апат вырӑнне илсе тухнӑ ҫӑкӑра кӑларса, пӗр татӑк хуҫса пачӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утьӑкка сиктереймӗ вӑл ӑна, хӑй ӗҫлесе илнӗ ҫӑкӑра ҫитерсе ӳстереймӗ, пурӑнма вӗрентеймӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӑкӑра хӑй тӗллӗн ҫиме тутлӑ мар, анчах нимӗн тума та ҫук, Пашка ҫӑкӑра та ҫисех ячӗ.

Невкусно есть один хлеб без приправы, но делать было нечего, Пашка подумал и съел хлеб.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Пролетариат Мускавра, Ивановора, Питӗрте ҫӑкӑра осьмушкӑшар кӑна илет.

Пролетариат в Москве, в Иванове, в Питере получает осьмушку.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫӗрулмине, салӑна, ҫӑкӑра шута илӗпӗр.

Картошку, сало, хлеб возьмем на учет.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Виҫҫӗмӗшӗ — граждансем хушшинче ҫӑкӑра тӗрӗс, нимӗн ултавсӑр, пуяна нихӑш енчен те ума ямасӑр валеҫмелле, — кӑна пролетари патшалӑхӗ тӗрӗслесе тӑмалла.

В-третьих — правильное, справедливое, не дающее никаких преимуществ богатому, распределение хлеба между гражданами — под контролем пролетарского государства.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Васкас пулать, атту тем курӑн тата Илюха пирӗн ҫӑкӑра тытӗ те ҫисе ярӗ.

Нужно было спешить, а то Илюха, чего доброго, получит и съест наш хлеб.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл юлашки ҫӑкӑра кӑмакана лартрӗ те ӑна питлӗхне хупрӗ.

И, отправив последний хлеб в печь, прикрыла её заслонкой.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тарҫӑсем пире валли ҫӑкӑра конус, цилиндр, параллелограм тата геометрин ытти фигурисем пек каса-каса пачӗҫ.

Слуги резали нам хлеб на куски, имевшие форму конусов, цилиндров, параллелограммов и других геометрических фигур.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней