Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн кушак ҫӑвӑрланӑ, ҫурисене ниҫта хума ҫук.
Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567
Сыснасем ҫӑвӑрланӑ вӑхӑтра кунӗн-ҫӗрӗн сыхласа ларни те пулнӑ, ҫурасем лайӑх ӳсчӗр тесе тӑрӑшнӑ.
Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/
Вӑл ҫӑвӑрланӑ; ҫурисем мӗнле лайӑхскерсем; хӑпар кунта хавӑртрах.
Кушак ҫури // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 6–7 с.
Ҫӑвӑрланӑ хыҫҫӑн виҫӗ кун та пурӑнаймарӗ вӑл, чирлесе ӳкрӗ те вилчӗ.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Унпа та пулин ӑнмарӗ вӗт-ха ӑна, сысни ҫав каҫах ҫӑвӑрланӑ, анчах ҫакна никам та кӗтмен, пӗлмен.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ку акӑ мӗнрен килнӗ: сыснисем ҫӑвӑрланӑ, ӗнисем пӑруланӑ, кӗсрисем хӑмланӑ — пурте хутшӑнса пынӑ.А дело в том, что свиньи поросились, коровы телились, лошади жеребились — всего прибавлялось.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Ҫаврӑнӑҫусӑр, ӗҫлеме хӑнӑхман шухӑш, тин кӑна ҫӑвӑрланӑ та халлӗхе суккӑр кушак ҫурилле, нимӗн пӗлмесӗр-ӑнланмасӑр ӑҫта килчӗ унта ҫитсе тӑрӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Миҫе ҫул тӗттӗмре ҫӑвӑрланӑ — ӑна нимӗн те пулман, анчах халӗ, калӑр-ха эсир, вӑл электричествӑсӑр ҫӑвӑрлама пултараймасть!
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Урапа ҫинчех ҫӑвӑрланӑ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗске хӳрелле ултӑ хура ула йытӑ ҫури пуҫласа ҫӑвӑрланӑ ҫамрӑк амӑшне тӑсса пӑрахнӑ та, пӗчӗкҫӗ тяпписемпе ҫӗре тӗревлесе, лӗнчӗркесе кайнӑ сӑрӑ кӑвак чӗчӗ вӗҫӗсене туртӑнтарса ӗмеҫҫӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑштах тӑрсан Ваҫҫа та: «Тупрӑм, — тесе кӑшкӑрса янӑ, — пирӗн кушак ҫӑвӑрланӑ иккен, ҫурисем питӗ илемлӗ; кил-ха кунта хӑвӑртрах», — тенӗ.Наконец Вася закричал ей: — Нашёл, наша кошка… и у неё котята; такие чудесные; иди сюда скорее.
Кушак ҫури // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 10–12 стр.
Ун ури сассине илтсе, лапамри хытхурасем хушшинчен ҫӑвӑрланӑ кашкӑр ами тӑрса тухрӗ.Потревоженная его шагами, из бурьянов на сувалке поднялась щенная волчица.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак самантра Кирила Петровича тин ҫеҫ ҫӑвӑрланӑ йытӑ ҫурисене кунтӑкпа ҫӗклесе пырса панӑ: вӑл вӗсемпе аппаланма тытӑнать, иккӗшне суйласа илсе, ыттисене шыва путарма хушать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1